Шырав
Шырав ĕçĕ:
Электриксен хастар ушкӑнӗ ҫуннӑ вӑрмана хӑвӑрт каснӑччӗ, юпасем лартма пулӑшсан, хӑйсене тивӗҫлӗ вӑрмана турттарса тухма тытӑннӑччӗ.
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫавӑн пек формӑпа Митта Ваҫлейӗ «Тайӑр» ятлӑ поэма ҫырма тытӑннӑччӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Вӑл Апуҫа хӑваласа кайнӑ еннелле чупма тытӑннӑччӗ, анчах Уринепе Суйка кӑшкӑрса та ячӗҫ:
9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Хӗрӗ патне Михха кӗнӗ тенине илтсен, чӗри усала сиснӗн ыратма тытӑннӑччӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫеркушне хам Машӑран сивӗтсен, амӑшӗ, Хветура, аҫа ҫапманскер, урӑх хӗре ҫураҫма тытӑннӑччӗ пулса.
Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.
Кунсӑр пуҫне, чӗрене шӗкӗ ҫиет тейӗн, самаях пӑшӑрханма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ: манӑн лару-тӑру шутсӑр кӑткӑсчӗ, шыв пӗтнӗпе пӗрехчӗ, инкеклӗн анса ларни ырӑпа вӗҫленмессӗн туйӑнма пуҫланӑччӗ.
VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Ҫапла, Симонюка Смерша — «Смерть шпионам» тенӗ ҫӗре — чӗннӗ, 1943 ҫулта Особӑй отдела, ҫарти контрразведкӑна официаллӑ йӗркепех ҫапла калама тытӑннӑччӗ пулас.
5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Завьяловпа Оля тин ҫеҫ тул ҫутӑлма пуҫланӑ вӑхӑтра, таврари йывӑҫсем сасартӑк палӑракан пулнӑ чух вӑранса кайрӗҫ; пӗлӗтри кӑвак хура сӑрсем шупка кӑвак пулма тытӑннӑччӗ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Тин ҫеҫ ҫын картне кӗме тытӑннӑччӗ, Кулинепе йӑва ҫавӑрма пуҫланӑччӗ.
XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Эпӗ утарта хурал тӑракан старике леҫсе парас тесе тин ҫеҫ икерчӗ пӗҫерме тытӑннӑччӗ, сасартӑк пирӗн тӗлпе тахӑшӗ ухмаха ернӗ пек ҫухӑрса иртсе кайрӗ:
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Хӗрсемпе-каччӑсем ӗнтӗ виҫшерӗн, тӑватшарӑн, пилӗкшерӗн ҫума-ҫум тӑрса умлӑн-хыҫлӑн утма тытӑннӑччӗ.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Склада Серебряков бригади подряд меслечӗпе тума тытӑннӑччӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Мана тӑшмансем вӗренпе яваклама та тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра куратӑп хайхи: шыв хӗррине ҫитнӗ Пайтул утне каялла ҫавӑрать.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Стенькке утаман пире, чӑвашсене, Чӗмпӗр патӗнчен каялла, тӑван ҫӗре таврӑнма, мӗнпур халӑха кӗрешӗве ҫӗклеме хушрӗ, — калама тытӑннӑччӗ ун чухне старик.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Савантер, каяс тесе, ҫуртсем хыҫне шӑвӑнма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫав самантра хӑй ҫулӗ ҫинче тӑракан хӗрарӑмсен ушкӑнне асӑрхарӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗвел ӑшшинче эпӗ тӗлӗрме те тытӑннӑччӗ…
2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Ӗнтӗ кӑмӑлӗ ҫаврӑнма та тытӑннӑччӗ председателӗн, ҫак самантра кӳрши кала хур ӑна:
Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.
— Малтанах, ӗҫлеме пуҫласан, мана та ҫак цех килӗшмерӗ, ӳкӗнмеллипех ӳкӗнме тытӑннӑччӗ кунта килнӗшӗн, кайрантарах тата ҫакӑн пек маттур хӗрсемпе эпир те хамӑр участока малтисен ретне кӗртетпӗрех тесе шутланӑччӗ, халӗ ак эсир, пире пулӑшас вырӑнне, ҫак йывӑр самантра тухса тарасшӑн.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Уҫка хавасланса кӳлӗ еннелле чунма тытӑннӑччӗ кӑна — ашшӗ кӑшкӑрса пӑрахрӗ:
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл, паянхи ҫӗнтерӳпе ҫунатланса кайнӑскер, воеводӑна ылханма, ун ҫинчен усал сӑмахсем калама тытӑннӑччӗ, анчах Элӗк ӑна чарчӗ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.