Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнать (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2022 ҫултанпа Светлана Храмова Шупашкар хулин 48-мӗш шкулӗнче пуҫламӑш классенче вӗрентме тытӑнать, чӑваш чӗлхин илемлӗхӗпе вӑрттӑнлӑхне ачасен чунӗ патне ҫитерес тесе тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Ҫак офицер пек тӗнче ылханӗ этеме этем картӗнчен кӑларма тытӑнать, ӑна… виле туса хурать…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна пӗтерме тытӑнать

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫут тӗнчене телей тӗнчи пек курать, унӑн кашни илемӗшӗн савӑнать, утӑм хыҫҫӑн утӑм туса ҫӗнӗ ӗмӗтпе пурӑнма тытӑнать

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах хайхискерӗ тепӗр ушкӑн пӗлӗтсем хупласа хураҫҫӗ, хӗвел вара вӗсен тыткӑнӗнчен тухас тесе ҫапӑҫма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эх, — тет вӑл, — хӗрт-сурт пулчӗ ку! Хӗрт-сурт!» тесе шухӑшлать те хӑраса ӳксе каялла чакма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтанласа усал сивве ылханать, кайран хӑйӗн савнине чӗнме тытӑнать

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тирне якатса йӗркеленӗ хыҫҫӑн кӑна вӑл утрав ҫинче выртакан йывӑҫ тураттине илет те ун хуппине ҫиме тытӑнать, унтан, ҫисе ярсан, шыва сикет.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чи малтан вӑл шывран тасалас тенӗн силленсе илет, унтан хӑйӗн хитре тирне кайри уринчи чӗрнисемпе тура тытнӑ ҫын пекех якатма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Этем канлӗн пурӑнма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара вӑл Хайпӳрен патне пырса йӑлӑнма тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иннокентий ҫынпа калаҫнӑ чухне тути уҫӑлса хупӑннӑ май сӑмси пӗрре ҫӳлелле хӑпарать, тепре аялалла анать, ҫавӑнпа вара таса атте хӑй мар, унӑн сӑмси пуплешме тытӑнать пек.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пуҫланас умӗн сывлӑш нӳрленме тытӑнать, кашни йывӑҫ-курӑк ҫав нӳре хӑйне май туять.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл яланах кама ӑнӑҫмасть, ҫавна шеллеме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку тем мар-ха, акӑ вӑл пуринчен те иртсе кайӗ-ха, — ӗнентерме тытӑнать ыттисене пӗр кӑвак сухаллӑ арҫын.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах шӑнӑҫнӑ-шӑнӑҫман Еркиней Шавламашкӑн тытӑнать пӳлӗмре.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Арӑм кӗнӗ-кӗменех Саланмашкӑн тытӑнать: Хушпусемпе сурпанне, Хысӗ-чысӗ хывӑнать.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Куҫӗ-пуҫӗ ҫиҫӗнсе Сӑмси тӳрчӗ пӗрӗнет, Чӗри ват пек йӳҫӗлсе Хӗрнӗ юна вылятать, Сурчӑксене сирпӗтсе Калаҫмашкӑн тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах пӗр-ик куркаранах: — «Ҫитет» — тесе тав тӑвать, Халалласа Урхана Куркине вӑл тавӑрать, Именерех, васкарах Калаҫмашкӑн тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тесе халӑх савӑнать, Ҫын суйлама тытӑнать

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех