Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнать (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахалрах суса илсен вара ӑш-чикӗ вӑркама тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑнпа хапхаран кӗричченех чӗри хыттӑн тапма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шӑпах ҫакӑнта хӗлле валли парнесем хатӗрлеме тытӑнать.

Именнo здесь он начинает готовить подарки к зиме.

Уфара Хӗл Мучие асӑрханӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3438302

Унтан хӑййине чӗртет те, лешӗ мӑкӑрланса ҫунма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

— Ӗҫӗ ансатах мар-ха та, — ӑнлантарма тытӑнать ҫамрӑксене Татьян аппа, — паян ҫӑнӑхне алласа кӑвас хумалла.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Халиччен никам вӗҫсе курман самолетсене сывлӑшра тӗрӗслеме тытӑнать В. П. Чкалов.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Пӗр харӑсах темиҫе машина кӗрлеме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Акӑ тӑма транспортер лентипе куҫаракан конвейер ӗҫлеме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн (1931 ҫул тӗлне) пирӗн ҫӗршыв пурне те вӑтам шкултан вӗрентсе кӑларас задачӑна пурнӑҫлама тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Лешӗ, ӳсӗрскер, чарӑнас вырӑнне лашине аҫу ҫине тӗллесе хулӑпа ислетме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Каласа кӑтартма тытӑнать те ялти мыскарасем ҫинчен — вар хытса лариччен кулатӑн тепӗр чух!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

9-мӗш класра хастар хӗрача ялти «Чайка-262» тимур командине ертсе пыма тытӑнать, нумай ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ унӑн тимуровецӗсем.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Пахчара — кая юлса ҫурӑлнӑ хӗвелҫаврӑнӑш, хӗвеле хирӗҫ чӗвенсе, чӗчӗ ӗмекен пӑру пек малалла сике-сике илет, тытамак тытнӑ пек каҫӑхса кайса тапкалашма тытӑнать, хыҫаланать, е шӑнса кӳтнинчен ӑшӑнас тенӗ майлӑ, ҫулҫисене, ҫын аллисем пек, хире-хирӗҫ сӑтӑрать.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тата, ав, уйрӑм ларакан ӑвӑш, ҫил кӑшт пырса тӗкӗнсенех, йӗкӗрлӗ хӗрлӗ ҫырансене вылятса, тапкалашма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кунта темӗнле питӗ илемлӗ, тарӑн шухӑшлӑ, кӑшт хурлӑрах кӗвӗ илтӗнме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хурлӑ тӗлсенче ача, пуҫне чиксе, чунӗ ыратнипе асапланса тӑнӑ пек туйӑнать, унтан сасартӑк хурлӑха сирсе пӑрахать те пӗтӗм кӗлеткипе мӑнаҫлӑн тӳрленсе, пӑлхавлӑ кӗвӗ тӑкма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӑл кулма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Бабинӑран усӑнакан ҫип вӗҫне, шӑлтӑрма урлӑ ярса, ҫӗрӗ ҫине чӗркетӗн те хултӑрчӑ аврине пусатӑн, вара тин пӗрремӗш хултӑрчӑ ҫаврӑнма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Тӗрӗссипе, ҫак ӗҫ ӑшӑпа тивӗҫтерме пӑрахсанах тытӑнать вӗсен.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Мӗнле ӗҫе тытӑнать, мӗн тӑвать — ялан пӗр шухӑш Альӑн:

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех