Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытсах (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Левентей ун ҫӗҫҫине тытсах пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахтупай кӗсйинчи пурлӑ-ҫуклӑ укҫине тытсах пычӗ — хуралҫӑсем ытла куштанланас пулсан вӑл темиҫе алтынне хӗрхенсе тӑрас ҫукчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Иванов кунти ӗҫсемпе тӑтӑшах паллашсах, «Зелена долина» кооперативӑн председателӗпе С.Михайловпа ҫыхӑну тытсах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

— Ятламас ӑна аллисенчен тытсах пушӑт тӗркемӗ патне илсе пырасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи чӑтаймасӑр ӑна аллипе тытсах тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сирӗн хӑвӑра тытсах тӑмалла.

Вам необходимо постоянно контролировать свое поведение.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эмел валли кӗленче кирлӗ пулассине варвиттипе аптракансем малтанах пӗлеҫҫӗ пулмалла, ҫавӑнпа шкалькӑсем тытсах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл та тӳсеймерӗ: «насрать делал» текелесе, хырӑмне тытсах ахӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тулта мӑрса хакимпа алӑ тытсах сыв пуллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уйрӑмах Гоголӗн «Авлану» комединчи Кочкаревпа (Максимов-Кошкинский) Подколёсин (Эльгеев) тата Евчӗпе (Кузьмина) Агафья Тихоновна (Ырзем) вылянинчен куракансем хырӑма тытсах кулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тухса каяс умӗн, каялла ҫаврӑнса: — Килессе шанатӑп. Сывӑ пулӑр! — терӗ те калпакне аллинче тытсах тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тухтӑр юлхавлӑн кулать, инженер хырӑмне тытсах ахӑлтатать, пӗр тӑван Мастакарсем итлерӗҫ те, — целлюлоид фирмине пуҫ турисем ҫине чакӑл тӑва тӗртекен Фергюсон сӑнне ӳкерсе хума сӗнмелле мар-ши тесе тӗшмӗртрӗҫ.

Доктор лениво улыбался, инженер хохотал, братья Мастакары слушали и соображали, не предложить ли целлулоидной фирме изобразить на гребенках Фергюсона, толкающего скалу.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Ҫак хыпара редактор кӑранташ тытсах вуласа тухрӗ:

Отложив эту заметку, он взял карандаш и прочел:

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Калюков урине илчӗ те Минина хулӗнчен тытсах тӑма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Радио вара сывлӑшри хумсене тытсах калаҫать тет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗр инҫетелле кайсан тин, Пархоменко аллипе айӑкран тытсах, хулӑм сасӑпа ахӑлтатса кулса ячӗ; лаши, ним тума аптранипе хӑлхисене вылятса, хӑйне хӑех малалла юрттарса кайрӗ.

И когда она была уже далеко, Пархоменко взялся за бока и раскатистым басом захохотал так, что лошаденка запряла ушами, сама побежала рысью.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Надя аллисемпе пилӗкӗнчен тытсах ташлать.

Надя плясала, взявши руки в боки.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Чӑнах та ӗнтӗ, зонтне эпӗ алӑран вӗҫертмерӗм, ӑна тытсах кӳршӗри ҫурт тӑррине персе антӑм.

Зонт, правда, я не выпустил и с ним в руках упал на крышу соседнего дома.

Репетици // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вӗсене полици арестлесен тытсах тӑман.

Не задержала под арестом полиция.

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Кӗтетпӗр, — алӑ тытсах сывпуллашрӗ ватӑ учитель Андрей Васильевичпа картишӗнче.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех