Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытсах (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулӗнчен тытсах унпа пӗрле тухса кайрӗ…

Под руку взял…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫав хӗр экзамен тытсах вӗренме кӗнине вӗлереп тесен те ӗненессӗм ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Микула урине салтса ӑшӑ ҫӑматӑ тӑхӑнсан, Кузнецов ӑна хулӗнчен тытсах пукан ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Черкке ҫине черкке килет-ҫке те, Черкке тытсах ӳсӗр пулас мар.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахтупайпа Иливан алла сӑнӑ тытсах ҫапӑҫрӗҫ-ха, ӳсӗр тӗкӗрҫӗсене темиҫе ҫынна кӗрт ӑшне тыта-тыта печӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ай-ай-ай! — пуҫне ик аллипе тытсах йынӑшрӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак тытсах пӑхӑр, элчӗсем.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑх шавланине, пӑлхавҫӑсем тем те пӗр каласа кӑшкӑрашнине пӑхмасӑр турхан воеводӑна хулран тытсах айккинелле, хӑйӗн лашисем патнелле илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Атя, атя, — хулран тытсах лӑскарӗ юлташне Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫакӑн пек пашалу пӗҫерес терӗн-и, Велиме? — ҫӑнӑхне алӑпа тытсах тӗрӗслерӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ ывӑлне, Пикпулата, ҫухатнӑ хыҫҫӑн Сарри хӑйне алла ҫӑкӑр тытсах сӑмах парса хунӑччӗ: Атапайпа Илтимӗре Хусана пӗрре те ямастӑп, хампа пӗрле те илсе каймастӑп.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ват ҫынсем (вӗсем ытла ватах та пулмарӗҫ-ха, сухалӗсене ӳстерсе янӑран тата ҫӳҫӗсем кӑвакарнӑран ҫеҫ ҫавӑн пек курӑнчӗҫ) Северьянпа алӑ тытсах паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ратниксем «кӗмӗл пуҫлӑ» хӗрсене курса хӑйсем хушшинче вӗҫӗмсӗр шӳт турӗҫ, хӑшӗсем воеводӑсем асӑрхаман чух теветсемпе мӑй ҫаккисен ҫеҫтенкисене алӑпа тытсах тӗрӗслесе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫнӑ хушӑра мӑрса темиҫе хутчен те алӑк патӗнче ним чӗнмесӗр итлесе ларакан Иливан ҫине пӑха-пӑха илчӗ, халсӑр тенӗрен пӗррехинче ун патне пырса йӗкӗте хулран тытсах тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл кам иккенне Микишпа ун тусӗсене те каласа парсан, ачасем ун патне ним хӑрамасӑрах пычӗҫ, вара эпир Лев Борисовичпа ал тытсах паллашрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

— Чӑнах, вӗрене вӑрри-ҫке ку! — алла тытсах пӑхрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Ҫтаппан пичче манпа алӑ тытсах сывпуллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эп ҫуна патӗнче ытларах ӗҫлетӗп, алла хӑва тытсах кайман.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кашни ҫуна ҫинче ултӑ-ҫичӗ михӗ, лавҫӑсем алла тилхепе тытсах лараҫҫӗ, вӗсем малти лав тапранасса ҫеҫ кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акнӑ, сӳреленӗ, ҫӗртме тунӑ, тырӑ вырнӑ, кӗлте кӳнӗ, патшалӑха тырӑ леҫнӗ, — ача чухнехи йӑлипе пӳрнисене тытсах шутласа кайрӗ Ваҫук.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех