Шырав
Шырав ĕçĕ:
32. Ҫапла вара эпӗ сире паян каласа паракан [Унӑн] пур йӗркине, пур саккунне тытса тӑма тӑрӑшӑр.32. Итак старайтесь соблюдать все постановления и законы [Его], которые предлагаю я вам сегодня.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсир ӗнтӗ эпӗ сире ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те тытса пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, кирек ӑҫта та Унӑн ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа ҫак пур халӑха та сирӗн умӑртан хӑваласа ярӗ, эсир вара хӑвӑртан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене пӑхӑнтаратӑр; 24. урӑр ҫитсе пуснӑ кирек хӑш вырӑн та сирӗн пулӗ; пушхиртен, Ливан патӗнчен пуҫласа, юханшывран — Евфрат юханшывӗнчен — пуҫласа анӑҫ тинӗсӗ хӗррине ҫитичченех сирӗн ҫӗр пулӗ; 25. никам та сире хирӗҫ чӑтса тӑраймӗ: эсир кирек хӑш ҫӗре ҫитсе ура ярса пуссассӑн та, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — Хӑй хӑвӑра каланӑ пек, — ҫав ҫӗре сирӗн умӑрта сехӗрлентерсе, чӗтретсе ӳкерӗ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ сире паян каласа хӑваракан [Унӑн] пӗтӗм ӳкӗтне тытса тӑрӑр: сирӗн [чӗрӗ тӑмалла пултӑр,] тӗреклӗленсе, [Иордан леш енне] каҫса унти ҫӗре еткерлӗхе илмелле пултӑр; 9. Ҫӳлхуҫамӑр сирӗн аҫӑрсене тупа туса хӑйсене тата вӗсен йӑхне пама пулнӑ ҫӗр ҫинче, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр ҫинче, сирӗн нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сирӗн ывӑлӑрсене каламастӑп: вӗсем хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр янӑ хасана пӗлмен-курман, Унӑн аслӑлӑхне [тата] Унӑн тӗреклӗ аллипе Унӑн хӑватлӑ вӑйне, 3. Унӑн Египетра кӑтартнӑ паллисемпе ӗҫӗсене, фараона, Египет патшине, тата унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине, 4. Египет ҫарне, унӑн утлӑ ҫарӗсемпе унӑн урапаллӑ ҫарӗсене мӗн кӑтартнине, вӗсене, сирӗн хыҫӑртан хӑваласа пыраканскерсене, Хӗрлӗ тинӗс шывне путарнине — Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ҫапла вӗсене нихӑҫан йӑл илмелле мар пӗтерсе пӑрахнине курман; 5. хӑвӑр ҫак вырӑна килсе ҫитиччен Вӑл пушхирте сирӗншӗн мӗн-мӗн тунине, 6. Дафанпа Авирона — Рувим ывӑлӗн Елиавӑн ывӑлӗсене — мӗн кӑтартнине: ҫӗр ҫурӑлса кайнине, вӗсене хӑйсене, вӗсен килӗ-йышне, чатӑрӗсене, хӑйсем тытса тӑнӑ мӗнпур пурлӑхне пӗтӗм Израиль умӗнче ҫӗр ҫӑтса янине курман, 7. эсир вара Ҫӳлхуҫамӑр тунӑ пӗтӗм аслӑ ӗҫе хӑвӑр куҫӑрпа курнӑ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, юрат, Вӑл мӗн тума хушнине ту: Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсемпе Унӑн ӳкӗчӗсене ӗмӗрӳ тӑршшӗпех тытса тӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна ҫеҫ: санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, Унӑн ҫулӗпе ҫӳремелле, Ӑна юратмалла, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа пӑхӑнса тӑмалла, 13. хӑвна ырӑ пултӑр тесессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн [хӑвӑн Туррун] ӳкӗчӗсемпе йӗркисене — эпӗ паян сана каласа хӑварассине — тытса пурӑнмалла.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ каялла ҫаврӑнтӑм та ту ҫинчен анма пуҫларӑм, ту вут-ҫулӑмпа ҫунса тӑратчӗ; манӑн икӗ аллӑмра халал ҫырнӑ икӗ хӑмаччӗ; 16. куртӑм эпӗ: эсир Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, хирӗҫ ҫылӑх тунӑ: хӑвӑр валли пӑру кӗлетки шӑратса хывнӑ, Ҫӳлхуҫа [тытса пыма] хушнӑ ҫултан часах пӑрӑннӑ; 17. эпӗ икӗ хӑмине те илтӗм те вӗсене икӗ аллӑмпа ҫӗре тытса ҫапрӑм, вӗсене сирӗн куҫӑр умӗнче ҫӗмӗрсе пӑрахрӑм.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ан ман, эсӗ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пушхирте мӗн чухлӗ тарӑхтарнине асӑнта тытса тӑр: Египет ҫӗрӗнчен тапранса тухнӑ кунранпа хӑвӑр мӗн ҫак вырӑна килсе ҫитичченех эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ пытӑр.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ паян сана ӳкӗтлесе калакан Турӑ ӳкӗчӗсене, Унӑн саккунӗсемпе Унӑн йӗркисене тытса тӑмасӑр Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, манасран сыхлан.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те кайран ывӑлу санран: «Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ йӗркесем, хушса каланисем, саккунсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 21. эсӗ хӑвӑн ывӑлна ҫапла кала: «Египетра фараон патӗнче эпир чурасем пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пире Египетран Хӑйӗн тӗреклӗ аллипе [тата ҫӳлти хӑвачӗпе] илсе тухнӑ, 22. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пирӗн куҫ умӗнче аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнӑ, Египет ҫине, фараон ҫине, унӑн пӗтӗм килӗ ҫине [тата ҫарӗ ҫине] пысӑк асапсем янӑ; 23. пире вара [Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр,] аттемӗрсене Хӑй тупа туса [пире пама] пулнӑ ҫӗре памашкӑн унтан илсе тухнӑ; 24. эпир Хӑйӗнчен хӑраса тӑччӑр тесе, пире ӗмӗр тӑршшӗпех ырӑ пултӑр тесе тата, хальхи пекех, пирӗн пурӑнӑҫа упраса хӑварас тесе, Ҫӳлхуҫа пире ҫак йӗркесене пурне те тытса пурӑнма хушнӑ; 25. эпир Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, умӗнче ҫак [саккун] ӳкӗчӗсене пурне те Турӑ Хӑй пире хушнӑ пек туса тӑма тӑрӑшатпӑр пулсассӑн, пирӗн тӳрӗлӗх ҫавӑ пулӗ вара» те.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑрӑн, ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ, хушса каланӑ йӗркесене ҫирӗп тытса пурӑнӑр; 18. Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче тӗрӗс те ырӑ ӗҫ туса тӑр, ҫапла хӑвна ырӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа хӑвӑн аҫусене тупа туса пама пулнӑ паха ҫӗре ҫитсе, ӑна хӑвӑн аллуна илмелле пултӑр, 19. санӑн пур тӑшманна та Вӑл, Хӑй каланӑ пек, санӑн умӑнтан хӑваласа ятӑр.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире вӗрентме хушнӑ ӳкӗтсем, йӗркесем, саккунсем ҫакӑ ӗнтӗ, сирӗн хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче [ҫавӑн пек] пурӑнмалла; 2. санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, кунҫулу вӑрӑм килтӗр тесессӗн, Эпӗ сана [паян] Унӑн йӗркисемпе Унӑн ӳкӗчӗсене вӗрентсе хӑварӑп, ҫавна санӑн хӑвӑн та, санӑн ывӑлусен те, ывӑлусен ывӑлӗсен те ӗмӗр тӑршшӗпех тытса тӑмалла.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Йӗрӗх ан ту, ҫӳлте тӳпери япаласенӗн, аялта ҫӗр ҫинчи япаласенӗн, ҫӗртен аяларах шыври япаласенӗн ӗлкине, кӗлеткине ан ту, 9. вӗсене ан пуҫҫап, вӗсене пӑхӑнса ан тӑр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ, Хама курайманнисене ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене те виҫӗ-тӑватӑ сыпӑкчен хаса паратӑп, 10. Хама юратакансене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса пурӑнакансене Эпӗ пин сыпӑка ҫити ырӑлӑх туса тӑратӑп.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей мӗнпур Израиль халӑхне чӗнсе пухнӑ та каланӑ: эй Израиль, итле, эпӗ паян сире хӑлхӑра кӗрсе юлччӑр тесе каласа паракан йӗркесемпе саккунсене итле, вӗсене вӗренсе ҫит те тытса тӑма тӑрӑш.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эппин, Израиль, йӗркесемпе саккунсем итле: сирӗн чӗрӗ юлмалла, ӗрчесе каймалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсен Турри, хӑвӑра [еткерлӗхе] паракан ҫӗре кайса ӑна ӗмӗрлӗхе илмелле пултӑр тесе, [паян] эпӗ сире ҫав йӗркесемпе саккунсене мӗнле тытса тӑмаллине вӗрентӗп; 2. эпӗ сире калани ҫумне нимӗн те ан хушӑр, унран нимӗн те кӑларса ан пӑрахӑр; эпӗ сире [паян] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ӳкӗчӗсене пӗлтеретӗп, эсир ҫав ӳкӗтсем вӗрентнӗ пек пурӑнӑр.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа санӑн чурусене мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек тӑвӑпӑр; 32. кӑрал тытса эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче Ханаан ҫӗрне кайӑпӑр, анчах пирӗн еткер ҫӗр Иорданӑн ҫак енче пултӑр, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Моисей вара вӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн тумаллине Елеазар священника, Нав ывӑлне Иисуса тата Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене пӗлтернӗ, 29. Моисей вӗсене каланӑ: Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пурте кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умӗнче Иордан леш енне вӑрҫӑпа кайсассӑн, унти ҫӗре пӑхӑнтарсассӑн, вӗсене Галаад ҫӗрне парӑр; 30. кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле [Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрҫа каймасассӑн, вӗсен хуҫалӑхне, кил-йышне, выльӑх-чӗрлӗхне хӑвӑр умӑртан Ханаан ҫӗрне ярӑр], вӗсем сирӗнпе пӗрле Ханаан ҫӗрӗнче пай илӗҫ, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем Моисее каланӑ: санӑн чурусем хуҫамӑр хушнӑ пек тӑвӗҫ; 26. пирӗн ачамӑрсем, пирӗн арӑмӑрсем, пирӗн кӗтӗвӗмӗрсем, пирӗн пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗх ҫакӑнта Галаад хулисенче юлӗҫ, 27. санӑн чурусем ӗнтӗ, хуҫамӑр каланӑ пек, пурте ҫар ҫыннисем пек кӑрал тытса Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрҫа кайӗҫ, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Моисей вӗсене каланӑ: эсир хӑвӑр каланӑ пек тусассӑн, кӑрал тытса Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче вӑрҫа кайсассӑн, 21. эсир кашнийӗ Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче кӑрал тытса Иордан леш енне кайса Вӑл Хӑйӗн тӑшманӗсене Хӑй умӗнче тӗппипе аркатиччен ҫапӑҫсассӑн, 22. ҫав ҫӗре Ҫӳлхуҫа умӗнче пӑхӑнтарсассӑн кайран кунта таврӑнӑр, ун чухне эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче те, Израиль умӗнче те айӑплӑ пулмӑр, ку ҫӗр вара Ҫӳлхуҫа умӗнче сирӗн еткерлӗх пулӗ; 23. ун пек тумасассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗретӗр, вара хӑвӑр ҫылӑхшӑн тӳсмелле пулӗ, сире хаса ҫитӗ; 24. ачӑрсем валли — хуласем, выльӑхӑр валли витесем лартӑр, хӑвӑр мӗн каланине тӑвӑр, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫӳлхуҫа вара Валаам куҫне уҫнӑ та, Валаам ҫул ҫинче аллине хӗҫ тытса тӑракан Ҫӳлхуҫа Ангелне курнӑ, вӑл ун умне ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.