Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытнине (тĕпĕ: тытни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асанне мана васкатрӗ, мӗншӗн тесен эпир паян пулӑ тытнине курма каятпӑр, пулла мӗнле сӗрсе кӑларнине курӑпӑр, терӗ.

Вдруг бабушка сказала, чтоб скорей, потому что мы сегодня поедем смотреть, как рыбу ловят и как её неводом вытаскивают из воды.

Эпир пулӑ тытнине курма кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпир сӗрекепе пулӑ тытнине курма каятпӑр, мана вара унта ҫӑрттан пулла кӑтартӗҫ.

И что мы пойдём смотреть на невод и что мне покажут щуку.

Днепр шывӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ, пулӑ мӗнле тытнине курасшӑнччӗ, анчах ҫав тӗлтен иртсе кайрӑмӑр.

Я хотел посмотреть, как сгребают, но мы уже проехали.

Днепр шывӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ах, кайса курасчӗ Мурманска, тинӗсре пулӑ епле тытнине курасчӗ!

Ах, съездила бы я в Мурманск, поглядела бы, как треску ловят.

Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Эпӗ Петя шахтер лаша пуҫӗнчен ярса тытнине асӑрхарӑм.

Я видел, как шахтер Петя вцепился в храп серой лошади.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ тӗттӗмре хама такам ҫавӑрса тытнине, таҫталла сӗтӗрнине туйрӑм.

Я почувствовал, что в темноте меня кто-то схватил и куда-то потащил.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Каҫ пулнӑ сехет тахҫанах иртсе кайнӑ ӗнтӗ, ҫӗрлехи лӑпкӑ сехетпе ҫыхӑнтарнӑ, анчах кун пек кавара тытнине пӗлсен, Цезарь кая юлса ҫитнӗшӗн каҫарӗ…

Час сумерек давно прошел; уже приближался час полуночи, но раскрытие такого заговора заставит Цезаря простить ему опоздание.

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пурте ӑнланаҫҫӗ: кӑна вӑл Тимахви пулӑ тытнине курса, хӑй тытайманнипе тарӑхса-кӗвӗҫсе калать.

Всем понятно, что говорит он это просто от зависти и досады, что у Тимофея ловится, а у него нет.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл ӑҫта ҫул тытнине Маша пӗлеймесӗрех юлчӗ.

Так Маша и не узнала, — куда он уезжает.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ывӑлӗ ӳсӗрпе-хӗрӗнкӗпе мар, чӑнласах урӑм-сурӑм шухӑш тытнине уйласан (тен, мур шайласа пӗтерет-и, ӳсӗр-пӳсӗрӗпех те-и?), туххӑмрах шӑлт-шалт анса тӑчӗ Хвеччис аялти кӗпи вӗҫҫӗнех.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хресченсем хӑйсене епле тытнине кура Вук: вӗсене «партизансен ҫулпуҫӗ» мӗн калани мар, вӑл хӑй мӗнле пулни ытларах интереслентерет, тесе шутларӗ.

Но Вук видел, что крестьяне гораздо внимательней разглядывают «партизанского командира», чем вникают в смысл его речи.

30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Павӑл унӑн сӑн-питне, вӑл хӑйне епле тытнине, унӑн тумтирне часах асӑрхарӗ.

Павле сразу же бросились в глаза его лицо и фигура, поведение и одежда.

27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӗсем ӑҫталла ҫул тытнине нимӗҫсем пӗлсе илнех ӗнтӗ.

Немцы, конечно, пронюхали, в каком направлении они движутся.

21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑл Скибана тытнине, пурте инкеке лекнине айӗнчех ӑнланчӗ.

Он сразу понял, что взят и Скибан, что произошел полный провал.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Тытасса ӑна тепӗр пӗр-ик кунтан, кампа ҫыхӑну тытнине лайӑх пӗлсе ҫитсен тин, тытса хупӑпӑр.

Арестуем через день-другой, когда окончательно проясним его связи.

9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Хуллен ӗҫсе ҫирӗҫ, «демобилизаципе килнӗ старшина» хӑйӗн Терезийӗ мӗнлине, ӑна мӗнле тата хӑҫан юратса пӑрахнине, ун патне килме епле шухӑш тытнине каласа пама тытӑнчӗ, артиллерист-старшина «ҫапла-ҫапла» текелесе тата кичеммӗн кулкаласа, ним каласа кӑтартмасӑр, итлесе ҫеҫ ларчӗ.

Пили и ели медленно: «демобилизованный» все рассказывал, какая у него Терезия, как и когда он ее полюбил, как решил ехать к ней, а старшина-артиллерист только слушал, одобрительно поддакивая и грустно улыбаясь.

8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Приговора йышӑннӑ хыҫҫӑн Гвозден хӑйне епле тытнине, вӑл йӗркерен тухнине ниҫта кайса кӗме пӗлмен ҫыннӑн хӑюлӑхӗ пулать тесе шутларӗ.

Поведение Гвоздена после вынесения приговора Павле считал проявлением храбрости человека обреченного.

20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӗсенчен хӑш-пӗрисем выртнӑ, хӑшӗсем уртӑш тӗми хыҫне чӗркуҫленсе ларнӑ та пульӑсем шӑхӑрса вӗҫнине итлеҫҫӗ, Уча теме патӗнчен тӗме патне пӗр пытанмасӑр пуҫтахланса утса ҫӳрет, партизансем хӑйсене епле тытнине тӗрӗслет.

Сидя на корточках или лежа за кустами можжевельника, они слушали привычный свист пуль, Уча упрямо ходил от куста к кусту, наблюдая за бойцами.

18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Ку таранччен пачах та палӑрманччӗ, анчах халь ав, нимӗҫсем ҫитсе ҫапсан, тӗпӗ-йӗрӗпех йӗркесӗре тухрӑн, — терӗ Павӑл ӑна ответлесе, вара вӑл Гвозден хӑйне хӑй епле тытнине питех те аван мар хак пачӗ.

— До сих пор этого не было, но теперь, когда враг наступает, ты оказался полностью деморализованным, — перебил его Павле и дал очень плохую оценку поведению Гвоздена.

17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ытла хурланнипе Гвозден отряд умӗнче хӑйне хӑй епле тытнине те, ӑна партизансенчен инҫерех, уртӑш чӑтлӑхнелле илсе кайса, куҫа-куҫӑн калаҫса лӑплантарма тӑрӑшнӑ чухне Павӑла хӑй мӗн-мӗн каласа кӑшкӑрнине те ӑнланса илеймерӗ.

Пережитые страдания и накопившаяся боль всколыхнули все мысли и чувства Гвоздена, в душе у него был хаос, сейчас он не помнил ни совершенного поступка, ни тех страшных обвинений, которые он бросил в лицо Павле, боясь, что их могут услышать партизаны, Павле силой тащил Гвоздена в можжевельник, приговаривая какие-то успокоительные слова.

16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех