Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытмалла (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн кӗлмӗҫсен юлташлӑхне ҫаратса кайнӑ ҫынсене тытмалла тата унӑн?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑт, шутларӑм хайхи: мӗншӗн-ха ҫак ҫыннӑн, манӑн упӑшкана вӗлернӗскерӗн, манӑн аттепе аннене ялтан хӑваласа янӑскерӗн, манӑн чӗр тӑшманӑн тата мана тытмалла?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗншӗн тесен ҫав ӗҫсемшӗн сирӗн те хурахсемпе танах явап тытмалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюковпа тусӗсен ӑҫталла ҫул тытмалла ӗнтӗ?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюковсен тимӗрҫӗ лаҫҫипе темле ҫӗнӗ ампар хушшинче те тытмалла, те пытанмалла выляҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хурахсен хура ӗҫӗсен шучӗ кунсерен ӳссе пырать, ҫавӑнпа вӗсене май килнӗ таран хӑвӑртрах тытмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, шӑпах Хӗлимунӑн тытмалла пулчӗ вунтӑххӑрмӗш ҫулта Веняна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

 — Хальхинче Калюка мар-ха, унран темиҫе хут хӑрушӑраххине тытмалла пирӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пирӗн ҫакна асра тытмалла, — асӑрхаттарчӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ирсӗр ӗҫӗсене пурте пӗрле тунӑ, пурин те пӗрлех явап тытмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халех кайса тытмалла, каҫчен каллех тухса тарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Курӑк таврашӗ сарӑлнинче япӑххи нимӗн те ҫук пек туйӑнать пулин те вырӑнти ӳсентӑран тӗсӗсем инвазивлисемпе тупӑшма пултарайманнине асра тытмалла.

Хотя кажется, что в озеленении нет ничего плохого, стоит помнить, что местные виды не смогут выдержать конкуренции с инвазивными.

Антарктидӑна пӗтӗмпех курӑк ярса илме пултарать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31094.html

Унсӑр пуҫне, тӗп юсав программине кӗмен кивелсе ҫитнӗ шкулсене те куҫ умӗнче тытмалла.

Кроме того, в зоне внимания остаются школы с высоким износом, но не подпадающие под названную программу, как следствие, требующие строительства новых корпусов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Пирӗн мӑн асаттемӗрсен тивӗҫлӗ еткерҫисем пулмалла, хамӑрӑн аслӑ историне асра тытмалла тата Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа ҫине тӑрса ӗҫлемелле.

Мы должны быть достойны памяти наших предков, помнить о своей великой истории и честно служить на благо России.

Михаил Игнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/02/news-3967868

Ӑна вара кашӑк пек аялтан мар, ҫиелтен тытмалла.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Хӑлхана чӑнк тытмалла, ачасем…

— Ухо держать востро, ребята…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫапла, сенӗксем тытмалла, — тет вӑл…

Да — вилы…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Алла шыва чиксе пӳрнесемпе унӑн ҫурӑмне ярса тытмалла та туртса кӑларса миххе пӑрахмалла.

И надо только протянуть руку, опустить её в воду, аккуратно схватить пальцами за спинку и покидать в мешок.

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫамрӑк гуигнгнмсен хӑйсене сӑпайлӑ, таса та чыслӑ тытмалла, вӗсен ӗҫе юратмалла, ӳт-пӗве аталантармалли упражненисем тумалла.

Умеренность, трудолюбие, физические упражнения и опрятность обязательны для молодежи обоего пола.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вара хамӑн правӑсене хӳтӗлемешкӗн манӑн та адвокат тытмалла пулать, мӗншӗн тесен закон никама та судра хӑйӗн прависене хӳтӗлеме ирӗк памасть.

Тогда для защиты моих прав на корову мне приходится нанимать второго адвоката, так как закон никому не позволяет лично защищаться на суде.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех