Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытать (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ун патне нихӑҫан та ҫырмасть, парнелӗх кӑптӑр-каптӑр япала та пулин туянса килмест, уйрӑлу хыҫҫӑн курнӑҫсан хӑйне Суринэрен ӗнер кӑна уйрӑлнӑн тытать.

Он никогда не писал ей, не привозил даже безделушки в подарок и, встречаясь после разлуки, вел себя так, как если бы расстался с Суринэ только вчера.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Вӑлах ӑна пӗчченлӗхре тытать; Нок хӑйне тин вӑраннӑн туять.

Она же сделала его одиноким; он как бы проснулся.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫула пӗччен тухнӑ ҫирӗм-ҫирӗм иккӗсенчи ҫамрӑк хӗр те хӑйне Нок пекех тытать, анчах пӑшӑрханӑвне ыттисемпе тӑтӑшах калаҫса, кӑмӑлне уҫса пусарма тӑрӑшать.

В таком же, но, так сказать, более откровенном и разговорчивом состоянии была молодая девушка, лет двадцати-двадцати двух, ехавшая одна.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Аян халхавпа кӗрешет, шухӑшӗсен пӗр сасӑллӑ капламӗ ӑна тертлӗ тимлӗхре тытать, юлашки кунсен ӳкерчӗкӗсем, тӗлӗк татӑкӗсем пек чарусӑрскерсем, сывлӑшӑн хура стенинче пӑтранаҫҫӗ.

Аян боролся с тревогой, однозвучный наплыв дум держал его в томительном напряжении, и сцены последних дней роились в черной стене воздуха, беглые, как обрывки сна.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Хамӑр районти лару-тӑрушӑн республика комиссариачӗ мар, пирӗн шалти ӗҫсен пайӗ явап тытать теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, тарҫӑ шутӗнче мар, хӑна шутӗнче тытать пулать те-ха ӑна…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялан ҫавнашкаллисемпе ҫыхӑну тытать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пирӗн унта пӗр ҫын шыв арманӗ тытать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗншӗн Тарт таврӑнман хыҫҫӑн ултӑ кунран клипер Австралие ҫул тытать?

Почему не более как через шесть дней после ухода Тарта клипер направился в Австралию?

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Сутӑнмасӑр выртакан пусмасене кӑлара-кӑлара хунӑ май лавкка хуҫи савӑнӑҫлӑн кускалать, анчах Грэй хӑйне анатом пек тӗплӗ тытать.

Хозяин лавки радостно суетился, выкладывая залежавшиеся материи, но Грэй был серьезен, как анатом.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Эпӗ сана акӑ мӗн каласшӑн, — тет те вӑл мана хул пуҫҫинчен чиркӳ тӑрринчи шӑна пек ярса тытать, — манӑн ӗҫ кичем мар, анчах яланах хӑйне евӗрлӗ япала ӑсласа тупас килет.

 — «Я тебе что скажу, — говорит она и держится за мое плечо, как муха за колокольню, — моя работа не скучная, только все хочется придумать особенное.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хин Меннерс ӑшӗнче кулкаласа, кӑштах шӑлне йӗрсе илчӗ, анчах ҫиелтен хӑйне Грэй ыйтнине пӑхӑннӑн тытать.

Хин Меннерс внутренне завертелся и даже ухмыльнулся слегка, но внешне подчинился характеру обращения.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Летика курӑнмасть; вӑл хӗрӳленсех кайрӗ; вӑл картла вылянӑ чухне хӗрсе ҫитнӗ вӑйӑҫӑнни пек хавхаланупа тара ӳксех пулӑ тытать.

Летики не было; он увлекся; он, вспотев, удил с увлечением азартного игрока.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй кунта сехечӗ-сехечӗпе ҫӳрет; каюра шӑтӑкӗсене тӗпчет, хыт-хурапа ҫапӑҫать, лӗпӗш тытать, ванчӑк кирпӗчрен крепоҫ туса ӑна патакпа, чулпа пере-пере ҫӗмӗрет.

Грэй часами оставался здесь, исследуя норы кротов, сражаясь с бурьяном, подстерегая бабочек и строя из кирпичного лома крепости, которые бомбардировал палками и булыжником.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Меннерс лавкка-хупах тытать, пуян ҫын шутланать.

Меннерс держал трактир, лавку и считался состоятельным человеком.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Юлашки ҫулсенче регион Раҫҫейри тарӑн тӗпчевсен фончӗпе, Раҫҫейри наукӑсен академийӗпе туслӑ ҫыхӑну тытать.

В последние годы успешное развитие получило сотрудничество региона с Российским фондом фундаментальных исследований, Российской академией наук.

Олег Николаев Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/02/08/glava-chu ... et-s-dnyom

Вӑл умри турилккери яшкана хыпалансах сыпать, кашӑкне хурать те ҫӑкӑрне, ӳкесрен хӑранӑ пек, икӗ аллипе ярса тытать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ашшӗ пӗррехинче вӗсене пӗрле тытать те Анисиме ҫӗҫӗпе чикет.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Йӗрӗх тытать имӗш.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Арҫынсене мӗнле ҫавӑрмалли пирки амӑшӗ каланине асрах тытать Тоня.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех