Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытас (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑвасси ҫеҫ те мар, ӑна тунишӗн ответ та тытас пулать.

И не просто строить, но и отвечать за построение.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Анатри Сазанка шыв ҫинче пулӑ тытас ӗҫ вӗсен начар пынӑ, шыв ытла та тулӑх пирки пулӑ сахал пулнӑ.

Лов у них в Нижней Сазанке был все время плохой, мало рыбы — чересчур большая вода.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Директорсем патне кайса пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытас тата хуҫалӑх ӗҫӗнче пӗр-пӗрне пулӑшас ӗҫе йӗркелемелле пулнӑ.

Визиты имели целью наладить отношения, которые между хозяйственниками называются джентльменскими и состоят в оказании взаимной помощи.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Халӗ ҫынсене ҫирӗпрех тытас пулать.

— Сейчас строже надо подходить к людям.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Фронтри уйрӑм участоксенчи ӗҫсем мӗнлине тата грузсене хӑҫан янине пӗлсе тӑрас тесен, фашистсен учрежденийӗсенче ӗҫлекен совет патриочӗсемпе ҫыхӑну тытас пулать.

Нужно было наладить связь с советскими патриотами, служащими в фашистских учреждениях, чтобы иметь сведения о положении на отдельных участках фронта и о перебросках грузов.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Партизансене тытас тесе, вӗсем пичетне те, алӑ пусаканнине те пӗрмай улӑштараҫҫӗ.

 — Чтобы ловить партизан, они постоянно меняют печати, штампы и подписи.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Хӗвеле ман каяс пулать те, вырӑнне асра тытас пулать.

По солнцу место нужно только запомнить.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Мӗншӗн-ха вӑл ку вӑхӑтчен те пирӗнпе ҫыхӑну тытас тесе шутламан? эпӗр кунта виҫӗмкун пӗр хресчене тытрӑмӑр.

Почему до сих пор не установили с нами связи? Тут на днях мы задержали одного крестьянина.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Эпӗр, ӑна тытас тесе, вунӑ хутчен те каварлашнӑ.

Десять раз на него заговоры устраивал.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Юрать, ҫавӑн валли ҫуллӑ пӑлан тирӗ тытас вырӑнне ӑпӑр-тапӑрпа усӑ курсан мӗн пулассине халӗ пӗлтӗр ӗнтӗ.

Ну что же, пусть теперь знает, как употреблять всякий хлам вместо подобающего для этой цели кусочка промасленной оленьей кожи.

LХХVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӗсене тытас тесе, ку таната карса хунӑ.

Он расставил на них сети.

Тӑрнапа аист // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӑртак тӑрсан, кайӑкҫӑ, кӑвакарчӑн тытас тесе, ала тӑратнӑ.

Потом охотник расставил сеть на голубку и хотел захлопнуть.

Кӑткӑпа кӑвакарчӑн // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗрре кӑна лаши калать: «Санӑн мана чӑнах та таса тытас килет пулсан, эсӗ ман сӗлле ан сут», — тет.

Лошадь и говорит: «Если вправду хочешь, чтоб я была хороша, — овес мой не продавай».

Лашапа тарҫӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кольхаун пит ҫилленсе кайса, шӑлӗсене ҫыртса тӑнӑ, хӑй тытас чӗрчунӑн юнне ӗҫесшӗн сӗмсӗрленсе тапӑннӑ чух чарса лартнӑ тискер кайӑк пек тӑнӑ.

Кольхаун стоял озлобленный, стиснув зубы, как дикий, кровожадный зверь, которому помешали напасть на его жертву.

XX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хамӑн икӗ урапа ҫӳресен, эпӗ пӗр кунтах кайӑк тем чул тытма пултаратӑп, кӗсре утланса ҫӳресен, эрнипе те ун чухлӗ тытас ҫук.

На своих на двоих я подстрелю больше дичи за один день, чем за целую неделю верхом на кобыле.

VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӗрен тӑрӑх улӑхса, вӑл пӗр минутра мачтӑн малтанхи урли ҫине улӑхса ҫитнӗ; шӗлепкине ярса тытас тенӗ чух, сасартӑк упӑте ачаран та ҫӑмӑлтарах, хӑвӑртрах кайса, тата ҫӳлерех улӑхса ларнӑ.

В одну минуту он взобрался по веревке на первую перекладину; но обезьяна еще ловчее и быстрее его, в ту самую минуту, как он думал схватить шляпу, взобралась еще выше.

Шыва сикни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Мантикорӑна тытас, — терӗ хӑйне Бенедикт пичче, — анчах ӑна ҫапса лапчӑтасран хӑрушӑ.

— Поймать мантикору, — сказал себе кузен Бенедикт, — это значит рисковать раздавить ее.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Бенедикт пичче, ӑна тытас тесе, аллине ҫӗклерӗ, пӗтӗм вӑйран пӳрнисене пӑчӑртарӗ, вара — хӑй сӑмси вӗҫне ярса тытрӗ…

Кузен Бенедикт хотел схватить ее, поднял руку, с силой сжал пальцы в кулак — и захватил только кончик собственного носа!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унӑн ҫав тери аллине ҫӗклесе шӑнана ярса тытас килчӗ, анчах вӑл хӑйне хӑй тытса чарса тӗрӗс турӗ.

Его неудержимо тянуло поднять руку к голове и схватить насекомое, но он сумел подавить в себе это желание и поступил правильно.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл, пӗрре сиксе ӳксех, хир чӑххине ярса тытас тесе, чарӑна-чарӑна утса пырать.

И будет останавливаться, чтобы сразу прыгнуть и поймать его.

Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех