Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытакансене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна пула манӑн пӗтӗм ӗҫе хӑвӑртрах тӑвас килчӗ, харпӑрлӑх тытакансене — вак-тӗвек буржуйсене — хытӑрах пӑркӑчлас килчӗ.

Через это мне и хотелось все поскорее сделать, покруче собственника — мелкого буржуя — завернуть.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

2) 5 статьян 3-мӗш пайне «Раҫҫей Федерацийӗн Ҫурт-йӗр кодексӗпе,» сӑмахсем хыҫҫӑн «ҫав шутра Раҫҫей Федерацийӗн Ҫурт-йӗр кодексӗн 174 статйин 2-мӗш пайӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче регионти оператор пӳлӗмсене харпӑрлӑхра тытакансене тӗп юсав фончӗн укҫи-тенкине тавӑрса памалли йӗркене» сӑмахсем хушса хурас;

2) часть 3 статьи 5 после слов «Жилищным кодексом Российской Федерации,» дополнить словами «в том числе порядок возврата средств фонда капитального ремонта собственникам помещений региональным оператором в случаях, предусмотренных частью 2 статьи 174 Жилищного кодекса Российской Федерации,»;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №7 от 18 февраля 2019 г.

Халь тара тытакансене хӑтлӑ та ҫутӑ, хитре сӗтел-пуканлӑ кӗтес кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Туслӑ ҫыхӑну ялта пурӑнакансене, хуҫалӑх ертӳҫисемпе специалисчӗсене, ферма ӗҫченӗсене, килте хушма хуҫалӑх тытакансене витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Таса Сывлӑш Ҫырура Давид чӗлхипе малтанах каласа хуни вырӑна килмелле пулчӗ; 17. ӑна пирӗнпе пӗр йыша кӗртнӗччӗ, вӑл ҫак ӗҫе тума тивӗҫ илнӗччӗ; 18. анчах вӑл усал ӗҫӗшӗн илнӗ укҫипе ҫӗр туянчӗ, ӗнтӗ ҫӳлтен персе ансан унӑн хырӑмӗ ҫурӑлса кайнӑ та, пӗтӗм ӑшӗ-чикки тухса ӳкнӗ; 19. Иерусалимра пурӑнакансем пурте ҫакӑн ҫинчен пӗлчӗҫ те вара ҫав ҫӗре хӑйсен тӑван чӗлхипе Акелдама? тесе ят хучӗҫ, ку «Юн ҫӗрӗ» тени пулать.

Надлежало исполниться тому, что в Писании предрек Дух Святый устами Давида об Иуде, бывшем вожде тех, которые взяли Иисуса; 17. он был сопричислен к нам и получил жребий служения сего; 18. но приобрел землю неправедною мздою, и когда низринулся, расселось чрево его, и выпали все внутренности его; 19. и это сделалось известно всем жителям Иерусалима, так что земля та на отечественном их наречии названа Акелдама, то есть земля крови.

Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Урӑх йӑхсен ывӑлӗсене — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ятне юратма, Унӑн чурисем пулма Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ ывӑлӗсене — шӑматкуна ирсӗрлетесрен сыхланакансене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене пурне те 7. Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине илсе килӗп, вӗсене Хамӑн кӗлӗ Ҫуртӗнче савӑнтарӑп; вӗсен парнисем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнисем те, ытти парнийӗ те — парне вырӑнӗ ҫинче Маншӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Манӑн Ҫуртӑма мӗнпур халӑхсенӗн кӗлӗ Ҫурчӗ тейӗҫ.

6. И сыновей иноплеменников, присоединившихся к Господу, чтобы служить Ему и любить имя Господа, быть рабами Его, всех, хранящих субботу от осквернения ее и твердо держащихся завета Моего, 7. Я приведу на святую гору Мою и обрадую их в Моем доме молитвы; всесожжения их и жертвы их будут благоприятны на жертвеннике Моем, ибо дом Мой назовется домом молитвы для всех народов.

Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Хайрансем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн шӑматкуна уякансене, Маншӑн юрӑхлине суйласа илекенсене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене 5. Эпӗ Хамӑн Ҫуртӑмра, Хамӑн килӗмре ывӑлсемпе хӗрсенчен лайӑхраххине — нихӑҫан пӗтмелле мар ӗмӗрлӗх ят — парӑп.

4. Ибо Господь так говорит об евнухах: которые хранят Мои субботы и избирают угодное Мне, и крепко держатся завета Моего, - 5. тем дам Я в доме Моем и в стенах Моих место и имя лучшее, нежели сыновьям и дочерям; дам им вечное имя, которое не истребится.

Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пире, пӗрер ӗне тытакансене, шел мар, эпир сутсан-сутмасан та пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта каймалла, камран ыйтмалла? // А.ПЕСКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Спорта юратакансене тата паттӑр ентеш ятне асра тытакансене старт умӗн ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов, ЧР ачасен прависемпе уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов, Шупашкар район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев, райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Зоя Маслова, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсен ҫар комиссарӗ Александр Кочуров, Афган вӑрҫин ветеранӗсен районти канашӗн председателӗ Анатолий Сергеев тата Ҫурҫӗр Кавказри хирӗҫтӑру ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн районти ертӳҫи Николай Алексеев хавхалантарса сӑмах илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Эсир шӑпах ҫавӑн пеккисем пулса ҫитӗнме тӑрӑшӑр, - пиллерӗ кадет присягине тытакансене Николай атте.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех