Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туяннӑ (тĕпĕ: туян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Перемена вӑхӑтӗнче ачасем шкул картишне чупса тухса тупнӑ чул е кирпӗч катӑккипе туяннӑ мӑйӑра катрӗҫ.

Во время перемены школьники выбегали во двор, находили камень или обломок кирпича, чтобы расколоть только что купленные орехи.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Социаллӑ контрактпа 250 000 тенкӗ илсе пахча-ҫимӗҫе, улма-ҫырлана типӗтсе сутлӑха кӑлармалли хатӗрсем туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт аталанма майсем уҫса парать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60766

Ҫак тӗллевпе 10841,1 пин тенкӗ тӑкакланӑ, ҫавӑн пекех сӗтел-пукан туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Вӑл кӑвак пурҫӑн кӗпе ҫинчен иртнӗ эрнере кӑна пин ҫурӑ парса туяннӑ ҫӗнӗ ҫӳхе пиншакне тӑхӑнчӗ, сарӑ туфлийӗсене бархатпа шӑлса ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Георгий ашшӗ те ҫавӑн пекех пукан туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ӗҫе юратни, ҫар службинче туяннӑ мораль ҫирӗплӗхӗпе политикӑллӑ ӑнланулӑх ӑна малта пыракан рабочисен ретне тӑма май парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫӗнӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесем (вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫырулӑх революци хыҫҫӑн кӑна туяннӑ) пурте тенӗ пекех, пӗр енчен, совет тапхӑрӗнче хӑйсен обществӑллӑ функцине ҫулсеренех сарса пычӗҫ, тепӗр енчен, хуллен-хулленех вырӑс чӗлхипе ылмашӑнас ҫул ҫине тухса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Анчах вӗсем ав хӑйсем телевизор туяннӑ та театр тӗлне те манса кайнӑ, чӗрӗ театр кирлипе кирлӗ марри пирки пуҫ ватма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ӑна упраса хӑварас тесе Тимахван мучи ятарласах качака туяннӑ: качака сӗчӗ сиплӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кун хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмест — пӗччен пурӑнакан карчӑка Глафира тип шар кӑтартать: столовӑй буфетӗнче пулӑ туяннӑ чух ӑна укҫа тӗрӗс тавӑрса памасть — пӗр тенке яхӑн улталать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эсир поселокӑн тусанлӑ урамӗнче матраспа минтерсем ҫӗклесе утнӑ чухне-ши е магазинта шӑл тасатмалли пастӑпа супӑнь туяннӑ чух?

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хӑвӑр вара каллех вутӑ туяннӑ, — терӗ Испуханов.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Автобус ҫине билет туяннӑ пулсан та, тӑван ялна ан кай паян, пӗр-икӗ кунлӑха хулари хӑна ҫуртне вырнаҫма тӑрӑш, кӗҫӗр вара иксӗмӗр ӑҫта та пулин улаххӑн тӗл пулӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Хусахмата улттӑра каякан автобус ҫине билет туяннӑ эп.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

2022 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗ тӗлне округри ялсенчи уйрӑм хушма хуҫалӑхсенчен сӗт туянакан юридика сӑпачӗсем тата уйрӑм предпринимательсем чӗр тавара 23-28 тенкӗпе туяннӑ, кӑҫал вара 1 килограмм сӗт хакӗ 20-23 тенкӗ анчах.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

2020-2022 ҫулсенче кӑна 396 единица техника туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

1545 тонна пысӑк репродукциллӗ вӑрлӑх туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Кӑҫал 10 тонна урпан «вакула» элита сортне, люцернӑн пахалӑхлӑ вӑрлӑхне 4 тонна туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Кӑҫал пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 14,6 пин тонна минераллӑ удобренисем туяннӑ, ҫакӑ вӑл палӑртнин 73,2 проценчӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Ҫунтармалли-сӗрмелли материалсене 50 процент ытла туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех