Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туяннӑ (тĕпĕ: туян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулана куҫса килсен, вӗсем урлӑш-тӑршшӗ виҫӗ хӑлаҫлӑ пӗчӗк пӳрт туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан сылтӑмри алӑксенчен пӗрне уҫрӗ те, ума чылаях пуян библиотека тухса тӑчӗ: тӑватӑ шкафра туп-туллиех кӗнеке — изоискусство, архитектура, театр, кино ыйтӑвӗсемпе ҫырнисем, чаплӑ писательсен подпискӑпа туяннӑ томӗсем, энциклопедисем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Уйрӑмах хваттер е ытти хаклӑ япала сутнӑ, туяннӑ чух улталанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳре тимлӗх кирлӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bbe/

Юлашки вӑхӑтра ҫынсем Интернет уҫлӑхӗ урлӑ тавар туяннӑ е сутнӑ чухне улталанни, телефон урлӑ ют ҫынсемпе калаҫса вӗсене банк карттисен вӑрттӑн кодне е ытти информацие пӗлтернипе укҫи-тенкине ҫухатни, преступниксенчен асӑрханмалли пирки час-час ҫыратпӑр пулсан та, ҫынсем ют тӗслӗхе ӑса илмесӗр ҫав-ҫавах улталанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳре тимлӗх кирлӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bbe/

Унта валли кирлӗ хатӗрсене пӗтӗмпех туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Экзаменсем пуҫланаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XAk3O-XgdnQ

Ҫакна шута илсе вулавӑш ӗҫченӗсем Донецк Халӑх Республикинче пурӑнакан ачасем валли 250 кӗнеке туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫутлӑх ӗҫӗн сӳнми ҫути» курав уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=T8vit9fj4Sk

Ҫитме ҫук вырӑна лекме туяннӑ вӗт ӑна?

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Стариксем пенсие тухнӑ та пудель туяннӑ.

Старики вышли на пенсию и завели себе пуделя.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

2022 ҫулта ака ӗҫӗсене туса ирттерме вырӑнти ҫӗр ӗҫченӗсем 426 тонна элита вӑрлӑх туяннӑ пулнӑ, пулас тухӑҫ никӗсне 3413 гектар ҫинче акса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Хальхи вӑхӑтра пуҫтарӑннӑ укҫа-тенке прицелсем, бинокльсем, инструментсем, рацисем туяннӑ ҫӗре яратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Чӑх-чӗп е хур-кӑвакал туяннӑ чухне сутуҫӑран ветеринари службинчен илнӗ ятарлӑ документ ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Туяннӑ тавара вырӑна илсе ҫитерме автомашина шыраса хӑшкӑласси те ҫук — хӑйсен транспорчӗпех леҫсе параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Кивӗ Тутайкассисем вӑкӑра интернетри пӗлтерӳ урлӑ кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Аш-какая ҫунтарнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60494

2021-2022-мӗш ҫулсенче пӗтӗмпе 595 пурӑнмалли хваттер туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Иртнӗ виҫӗ ҫулта ҫеҫ республикӑри хуҫалӑхсемпе фермерсем 3 000 яхӑн ҫӗнӗ комбайн-трактор туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх паркӗ пуянланать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60546

Ҫав япаласене эп хура тар тӑкса туяннӑ тесе ӗнентересшӗн пулнӑ ӗнтӗ хӑй пӗлекен ҫынсене Наталь.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Наталь ҫуралнӑ-ҫуралманах вӗсем, кил-ҫурт ҫавӑрмалӑх укҫа пухнӑскерсем, тӑван ҫӗрне — Шупашкара таврӑннӑ, таҫти пӗр ҫырмара пӗчӗкрех кивӗ пӳрт («засыпушка» тенине) туяннӑ, сарайпа лаҫ пекки пулнӑ унта.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Малтан ҫимелли хатӗрлерӗ: купӑста яшки пӗҫерчӗ, кил хуҫин магазинтан туяннӑ котлет пуррине пӗлсен ҫӗрулми шаритлерӗ, мӗншӗн тесен котлетӑн ҫӗрулмисӗр ним тути те ҫук имӗш.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шупашкарта мар, Мускавра туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ху туяннӑ е лартнӑ кил-ҫурт хваттертен шанчӑклӑрах, хаклӑрах, унта эс яланлӑх хуҫа.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех