Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туянаҫҫӗ (тĕпĕ: туян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ял хуҫалӑх продукцине чикӗ леш енче лайӑх туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Ҫынсен арҫыннисем, авӑ, совхозран миххи-миххипе ҫӗрулми илсе килеҫҫӗ, ҫырла туянаҫҫӗ, таҫтан ҫӑмарта тупаҫҫӗ — эс килтишӗн нимӗн те тӑрӑшмастӑн.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Майрасем ун улмине, пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса тенӗ пекех, ӑмӑртмалла туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Куратӑн пулӗ, патшалӑх умӗнчи парӑмсене парса татнӑ чылай ҫемьесем, ытлашши тыррине сутса, хуҫалӑхра кирлӗ таварсем туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗтӗм таварне тенӗ пекех вӗсене сутса пурӑнать-ҫке вӑл, хӑйӗн суту-илӳ ӗҫне ҫавсемпе саплаштарса пырать: тутарсем ялӗпех Сахар лавккине ҫӳреҫҫӗ, мӗн кирлине йӑлтах унран туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑмсем тем хак парса, йӗрсе-макӑрса тенӗ пек, уҫмушка е ҫур кӗренкке, е кӗренкке сахӑр, хӑма чейӗ, иҫӗм ҫырли туянаҫҫӗ, чечеклӗ тутӑрсемпе писевсем, хӑлха ҫаккисемпе сулӑсем туянма та манмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Семеновсем чӗртавара 100 хушма хуҫалӑхран туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха сӗт сутаҫҫӗ, шыв хушмаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10985-pa ... -khushmacc

— Пӗр ҫӗрте туртса илеҫҫӗ чиркӳ-мӑнастир ҫыннисем ана-ҫарана, тепӗр ҫӗрте укҫан туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Районсенчи выльӑх чир-чӗрӗпе кӗрешекен ветстанцисем сӗт пахалӑхне ҫийӗнчех уҫӑмлатакан «Лактан-1М», «Клевер-2» анализаторсем тата ареометр туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Сирӗн продукцие хапӑлласах туянаҫҫӗ, сирӗн лавккасене кӗрсе тухма тата тавар туянма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев – туянакансен кӑмӑлне тивӗҫтересси, паха продукци сӗнесси // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%82e%d0% ... %81%d1%81/

Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхсем тутлӑхлӑ япаласемпе пуян хутӑшсем те туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/

Пиртен йӳн хакпа туянаҫҫӗ те, Хиваран илсе килнӗ кӗсле тесе хаклӑ хакпа сутаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Саккассем пур, пирӗн продукцине ҫӗршывӗпех хапӑл туса туянаҫҫӗ. Тӗнчери улшӑнуллӑ лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах ӑнӑҫлӑ ӗҫлетпӗр», — ҫапла вӗҫлерӗ вӑл хӑйӗн сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

Грантсем ҫӗнсе илсе тата хӑйсен укҫи-тенкипе ялхуҫалӑх техникисен паркне ҫӗнетсе пыраҫҫӗ тата ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлемелли ытти кирлӗ япаласем туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме ӳркенменнисем малашлӑх енне хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9374-grantse ... 27-05-2022

Ҫӗр улми кӑлармалли икӗ комбайн туянаҫҫӗ, Атнаш ялӗнче ҫӗр улми сортламалли КСП-25 пункта вырнаҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

— Сан пеккисем илмеҫҫӗ ӑна, улпут майрисем туянаҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Обществӑлла апатлану предприятийӗсем соя соусне опт мелӗпе канистрӑпа туянаҫҫӗ.

Предприятия общественного питания часто приобретают соевый соус оптом в канистрах.

Соуссемпе техӗмлӗхсем — апатсен тутине вӑйлатаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://ru.chuvash.org/blogs/comments/6048.html

— Пӑрахут ҫулӗсем пире материкпе ҫывӑхлатнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ӑҫтиҫук ана-ана юлать тӑтӑшах, тӗрткеленеҫҫӗ кунта, ҫӗр лаптӑкӗсем туянаҫҫӗ, тепрер ҫултанах вара хуланалла сулланаҫҫӗ, унта хӗрарӑмсем пур тата ытти тем те пӗр — вӗсенчен писме ҫӑмӑл мар.

— С тех пор, как пароходное сообщение приблизило нас к материку, то и дело высаживаются разные проходимцы, толкаются здесь, берут участки, а через год улепетывают в город, где есть женщины и все, от чего трудно отвыкнуть.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Ҫапла хӑтланни усӑ кӳменнине кура, — калавне тӑсрӗ тухтӑр, — вӗсем ҫав тӑрӑхра пурӑнакан негрсене мана хирӗҫ вӗскӗртме пикенчӗҫ, тӗрлӗ сӑмах-юмах сараҫҫӗ, шурӑ ҫынсем вӗсене — негрсене — ҫимешкӗн туянаҫҫӗ имӗш т.ыт.те.

— Видя, что от этого толку мало, — продолжал доктор, — они принялись восстанавливать против меня окрестных дикарей, распуская слухи, что белые покупают негров для того, чтобы их есть.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Чӑваш Енри тавар туса кӑларакансен продукцине чикӗ леш енче хапӑл туса туянаҫҫӗ.

Продукция чувашских товаропроизводителей востребована за рубежом.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн таможня ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/25/news-3692922

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех