Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туянас (тĕпĕ: туян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн те телевизор туянас, Ваҫҫасенчен лайӑхраххине, — терӗ вал юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Сӑмахран, тӑлӑп е кӗрӗк туянас пулсан…

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Ӗҫ укҫине вара эп илсенех перекет кассине кайса хуратӑп — ҫӑмӑл машина туянас тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пусса тирне сӳсе ҫӗлӗк те ҫӗлеме пултаратӑп, кам туянас тет, сутма та пултаратӑп!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тен, сирӗн сӗтел-пукана куҫарас, ҫӗнӗ техника туянас килсе кайӗ.

Возможно, вы захотите что-то поменять в расстановке мебели или приобрести новую бытовую технику.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑнпа фабрикӑна туянас текен тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарсен фабрикине сутнӑ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 5 с.

2008-2009 ҫулсенче хваттер туянас текенсем сахалланнипе куҫман пурлӑх йӳнелнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ҫак ҫӗр лаптӑкӗ йышӑннӑранпа Лавр Кузьмичӑн пахча ҫимӗҫ туянас хуйхи пӗтрӗ, мӗн кирлине вӑл йӑлтах кунта туса илет.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӑна туянас тесен кӗсьене унчченхинчен 80,8 процент ытларах ҫӳхетме тивет.

Для ее покупки придется опустошить кошелек на 80,8% больше, чем ранее.

Эмел йӳнелнӗ те, хакланнӑ та // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33919.html

Халӑх ӗҫӗпе ҫӳрекенсем, тем те пӗр туянас пек, пур ҫӗрте те япала хакне ыйта-ыйта пӗлеҫҫӗ, илме вара — кӗсье тӗпӗ якарах.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан патне вӑрҫӑпа кайма йышлӑ утлӑ ҫар тытас пулать, йышлӑ утлӑ ҫар тытма лаша нумай туянас пулать.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

- Эпӗ 2006 ҫулта ХФХ йӗркеленӗренпех сӗт турттармалли автомашина туянас, ӗне витинче сӗт пухмалли пӑрӑх тӑсас шухӑш пуҫран тухмасть.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Лаша туянас тесеттӗм.

Лошадку хотели…

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Малашне санӑн лаша хӑвӑн туянас пулать.

Только знай наперед: придется тебе своей лошаденкой поле осиливать.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Качака туянас текенсене пилӗкшер пин тенкӗ параҫҫӗ (выльӑх хакӗн 99 процентне саплаштараҫҫӗ), кун пек чухне виҫҫӗрен пуҫласа вунӑ качака туянмалла, вӗсем пӗр ҫултан аслӑрах пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх уйрӑм хуҫалӑхсене аталанма майсем туса парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bf%d0% ... %b9%d1%81/

Ӗне е пушмак пӑру туянас текенсене 70 пин тенкӗ параҫҫӗ (выльӑх хакӗн 99 процентне саплаштараҫҫӗ).

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх уйрӑм хуҫалӑхсене аталанма майсем туса парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bf%d0% ... %b9%d1%81/

Акӑ эпӗ ҫитес пасарта акӑш-макӑш урхамах туянас тетӗп.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

2021 ҫулта райпон пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетес, юсав ӗҫӗсем ирттерес, кирлӗ оборудовани туянас тӗллевпе 8 миллион та 630 пин тенкӗ тӑкакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

Лайӑх ут туянас тесен вӗсем патне ҫеҫ ҫитсе килетӗн.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сирӗн ҫӗннине вӗренес, мӗн те пулин туянас килӗ.

Вам захочется изучать что-то новое и приобретать новые профессиональные навыки.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех