Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухнӑччӗ (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимӗр кӑмака хӗрсе ҫунатчӗ, йӗри-тавра ҫынсем ларса тухнӑччӗ.

Пылала железная печь, люди сидели вокруг нее.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унччен эпӗ турӑ лашана курман, мӗншӗн тесен тул ҫутӑлнӑ чухне ҫеҫ ӗҫлеме тухнӑччӗ.

Я не видел гнедого до этого, потому что вышел на работу только на рассвете.

LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эпӗ хуҫа килессине кӗтсе хирӗҫ тухнӑччӗ.

Я вышел встречать хозяина.

LXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Инҫе ҫула мӑшӑр ҫулталӑкри хӗрӗпе тухнӑччӗ.

В дальний путь пара отправилась с годовалой дочерью.

Тӗнчесем ывӑлне ят панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/27504.html

Аса илтерер: ҫемье пӗлтӗр тӗнче тӑрӑх велоҫулҫӳреве тухнӑччӗ, чӳк уйӑхӗнче вӗсем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене самолетпа вӗҫсе кайнӑччӗ.

Напомним, что семья в прошлом году отправилась в масштабное путешествие по миру, и в ноябре они перелетели на самолете в Соединенные Штаты Америки.

Тӗнчесем ывӑлне ят панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/27504.html

Хӑна-вӗрле кӳртсе пит уҫҫӑн пурнатчӗ, пуринчен ытла вӑл чаплӑ праҫниксем туса ирттернипе чапа тухнӑччӗ.

Жил он на широкую ногу и особенно прославился своими пышными празднествами.

VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Унӑн ҫурӑмӗ мӑкӑрӑлса тухнӑччӗ, туяпа анчах ҫӳретчӗ; урисене те аран сӗтӗретчӗ.

Спина у него была согнутая, он ходил с палкой и тихо передвигал ногами.

Пичче хӑй юланутпа ҫӳрени ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хампа пӗрле эпӗ хутланакан кровать илсе тухнӑччӗ.

Со мною была складная кровать.

Хӑнтӑласем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл ҫырана пӗччен тухнӑччӗ те тӗмсем хушшинче мӑйракине тӑратса тӑракан каама патнелле йӑпшӑнатчӗ.

Он был один на берегу и подкрадывался к кааме, рога которой виднелись над зарослью кустарника.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Уэлдон миссиспа Джек, халӑх кӑшкӑрашнине илтсе, тин кӑна хӑйсен пӳртӗнчен тухнӑччӗ.

Миссис Уэлдон и маленький Джек, привлеченные криками и завываниями толпы, только что вышли из своей хижины.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шавкӑнӗ ку пӗр виҫӗ уйӑх каяллах, эс малтанхи хут салтака каять тенӗ чухнех тапса тухнӑччӗ те, — тапратнӑ шухӑшне, ахӑр, пӗтерсех пӗтерме тӗв турӗ Дина.

Болтали это месяца три назад, когда ты в первый раз сказал, что идешь в армию, — видимо, решив разом покончить с этим, сказала Дина.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матви пӗрре кӗрсе тухнӑччӗ кунта, пӗлет: тепри арҫынсен пӳлӗмӗ.)

Матвей как-то раз заходил сюда, знал: другая комната мужская.)

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

(Пируспа шӑрпӑкне вӑл паҫӑрах тӗпел кукрине шыв ӗҫме кӗрсен кӑмака карнисӗ ҫинчен илсе тухнӑччӗ.

(Сигареты и спички он давно взял с карниза печи, когда зашел в передний угол, чтобы попить воды.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫав ҫулхине академирен вӗренсе тухнӑччӗ.

Тогда я окончил академию.

Ӑста спортсмена хатӗрлеме вунӑ ҫул кирлӗ // Хыпар. «Хыпар», 72-73 №№, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 9 стр.

«Мул утравӗ» тенӗ кӗнекене вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрле вуласа тухнӑччӗ, кӗнекере каланӑ пек пуянлӑх тупасси ҫинчен те вӗсем пӗрлех ӗмӗтленнӗччӗ.

Вместе они читали «Остров сокровищ» и вместе загорелись желанием найти клад.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Эпӗ ачана шырама тухнӑччӗ.

Вышла я мальчонку поискать.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Тин кӑна тапранса тухнӑччӗ — сасартӑк чарӑнса тӑма тиврӗ.

Но только что тронулись мы в путь, как вынуждены были снова остановиться.

Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.

Тигра йӗрлеме ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, манӑн стрелоксем ҫӳхерех тӑхӑнса тухнӑччӗ те, халь вара эп вӗсемшӗн пӑшӑрханма тытӑнтӑм.

Я опасался за своих стрелков, которые легко оделись, чтобы удобнее было преследовать зверя.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

— Юрӗ, — терӗ вӑл йӗкӗлтенӗ майлӑрах, — эс ӗнтӗ пӗр-пӗр чаплӑ трахтирте пуян улпут пек апатланса тухнӑччӗ пуль-ха, кунта ак сивӗннӗ улма та ҫӑкӑр, ҫиес килмест тетӗн.

— Ну, конечно, ты как знатный барин пообедал в богатом трактире, а тут холодная картошка, разве ж ты будешь ее есть?

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫуркунне юр ирӗлсе пӗтсен кӑна, ун виллине Турикасри чӑнкӑ ҫыран хӗрринче ял ачи-пӑчи тупса тухнӑччӗ.

По весне, когда стаял снег, его обнаружили мертвого на дне оврага.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех