Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухаҫҫӗ (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ара, Варук, асар-писер ҫумӑр пӗлӗчӗсем тухаҫҫӗ, — пуҫӗсене анӑҫалла час-час пӑркалама пуҫларӗҫ ял хӗрарӑмӗсем.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тыткӑна ҫакланнӑ пирӗн салтаксене, ҫирӗме яхӑн ҫынна, виҫӗ нимӗҫ ҫул ҫинелле илсе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуйӑссем килсе чарӑнас умӗн станци ҫыннисем унта суту-илӳ тума сӗт-турӑх, ҫӑмарта, типӗтнӗ е пӗҫернӗ кайӑк-кӗшӗк какайне илсе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Майӗпен шӑвӑннӑҫем вӗсем улшӑнаҫҫӗ, тӗтреленеҫҫӗ, арпашса кайса ҫухалаҫҫӗ — пӗрисем вырӑнне теприсем эрешленсе килсе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗҫех акма тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Калавсенче пӑрӑнса, тӑсса кайнӑ тӗлсем сиксе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Мансан вӗсем — ҫынлӑхран тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ялтан тухаҫҫӗ те унталла та кунталла тӑсӑлакан сукмаксемпе утса, улӑх-сарана ҫитсе, тӗрлӗ чечекрен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхаҫҫӗ, уй-хир анлӑшӗпе, вӑл ӳстерекен хӳхӗм тыр-пулпа киленеҫҫӗ, катана ҫитеҫҫӗ, кунти тӗрлӗ чечек илемне пӑхса савӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Архипов тата юлташӗсем ӗҫе ирсерен ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Паллах, пурнӑҫне яланлӑхах ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫпе ҫыхӑнтаракансем те пур, ку енӗпе аслӑ шкултан куҫӑмсӑр вӗренсе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫурлан 20-мӗшӗнче, Сӑваплӑ Иштван кунӗнче, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ракӑна собортан кӑлараҫҫӗ те унпа пӗрле хӗреҫпе ҫӳреме тухаҫҫӗ.

20 августа, в День святого Иштвана, по традиции, раку выносят из собора и совершают с ней крестный ход.

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

(Иккӗшӗ те тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Иванӑн ҫич ураллӑ шурӑ лаши те ҫакна сисет, ҫавӑнтах малалла тапса сикет Кайсан-кайсан, вӗсем пӗр тимӗрҫӗ лаҫҫи тӗлне пырса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Сасартӑк икӗ енчен те ун умне пӑшаллӑ ҫынсем сиксе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешсем, шапана ҫаврӑннӑскерсем, сиксе тухаҫҫӗ те хӗр пулса тӑраҫҫӗ, ирӗке кӑларнӑран шутсӑр хӗпӗртенӗскерсем ашшӗне ыталаса чуптӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Кушкӑ ялӗн ҫамрӑкӗсем те ватӑсенчен юласшӑн мар, чӑлт шурӑ кӗпе-йӗмпе ҫырма хӗрринчи ӗшнене симӗс курӑка чӳклеме тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Кашни пая экспертсем тӗрӗслесе тухаҫҫӗ.

Каждый раздел проверяется экспертами.

Банглапеди // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%B4%D0%B8

Ванюка ун-кун ҫавӑркаласа пур енчен те пӑхса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Асапланса ҫитнӗ каччӑ куҫӗ умне савнӑ хӗрӗпе пӗрле ҫӳренӗ самантсем сиксе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑнпа та ачасем ҫула ҫурранах тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех