Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухассине (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак эрнере Ситекпуҫӗнче (Киров ячӗллӗ СПК площадкинче) тракторсемпе прицепсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тухассине йӗркелес енӗпе зонӑри семинар-канашлу ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫӗнче тракторсемпе прицепсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тухассине йӗркелес енӗпе зонӑри семинар-канашлу ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... rn-3716050

Полици ӗҫченӗсем те кулленех дежурствӑра тӑраҫҫӗ, чӗрӗ кайӑк-кӗшӗке е унран илекен продукцие илсе тухассине е илсе кӗрессине тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Ял культурине майӗпен хула культури шайне ҫитерес, ҫӗнӗ районсенче культурӑна хӑвӑрт аталантарса пырас тесе, ҫӗршыв территорийӗнче культурӑ учрежденийӗсене пӗр пек вырнаҫтарса тухассине пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ахӑрас пулсан, вӗренсе тухассине кӗтместӗн?

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫакнашкал чӑрмавлӑ лару-тӑру сиксе тухассине сирес тӗллевпе Шӑхасан салинче час-часах шӑтса юхакан лаптӑксенчи пӑрӑхсене ҫӗннисемпе улӑштарма тытӑннӑ, тӗплӗ юсав ӗҫӗ канализаци сечӗсене те пырса тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d1%8e%d1% ... %d0%bda-2/

Аслӑ шкулсене вӗренме кӗрсен паха профессионалсем пулса вӗренсе тухассине шансах тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik

Тискер кайӑксен миграцийӗ шӑпах чир-чӗр тухассине витӗм кӳрет те.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Ҫав Тарук мана интересленсех итлерӗ, эпӗ ӗҫ тухассине иккӗленмесӗр кӗтрӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Акӑ эпӗ кунта аякран Лида чӳречи ҫине пӑхса тӑратӑп, вӑл тухассине кӗтетӗп…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

…Театртан тухсан, Таня алӑк умӗнче Сергей Ванькина тӗл пулчӗ, вӑл Таня тухассине юриех кӗтсе тӑнӑ пулас…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Куҫҫулӗ халь ытлашшипех, тӑшманӗ халь — тавраллипех, вӑл мӗн чухлине, ӑҫтан килсе тухассине пӗлсе те пӗтерес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Анчах ҫула тухассине вӑраха ярас мар пуль, ачам, — терӗ хӑшместӗр.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мероприятие хутшӑннисем ППЭ регистрацийӗ мӗнле иртнине тата аудиторисенче хутшӑнакансене лартса тухассине епле йӗркеленине, экзамен процесне тӗрӗслессин шайне, аудиторисенче пичет тата экзамен материалӗсене сканерласси мӗнле пулнине пӗлме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ҫакӑ М-7 трасса тӑрӑх ҫӳрессине хӑвӑртлатма, ҫавӑн пекех Шупашкар хулине пырса кӗрессине тата хуларан тухассине ҫӑмӑллатма май парать.

что позволит ускорить движение по трассе М-7, а также упростить въезд и выезд из города Чебоксары.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вырӑссем тупӑсенчен пенӗ хушӑра Ту енчи мӑрсасен утлӑ ҫарӗ вӑрманалла каялла чакать, пеме чарӑнсан пӑлхавҫӑсем хӑйсене хирӗҫ тухассине сыхласа крепость ҫывӑхне пырать.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Улӑха каялла илесси пулмасть пек туйӑнать, — терӗ Якӑпта ӗҫ мӗнле ҫаврӑнса тухассине малтанах пӗлсе тӑнӑ евӗр.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унӑн пурин пирки те тӗплӗ пӗлмелле, мӗн тусан мӗн пулса тухассине витӗр курса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Асту, асамат кӗперӗ айӗнчен тухассине никама та ан кала, — юнаттӑм хам тусӑма пӳрнепе.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тырри мӗн чухлӗ тухассине хисепленӗ, хӑй кивҫене кӗнӗ ҫынсем патне ҫитсе тухнӑ.

Он мечтал о том, сколько у него уродится хлеба, и тут вспоминал о богачах, кому должен…

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Думнӑй дворянин арӑмӗ упӑшки каллех нумайлӑха ҫула тухассине сиснӗ ӗнтӗ, ун ҫине хурлӑхлӑн пӑха-пӑха илет.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех