Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тусӗшӗн (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Питӗ тунсӑхласа ҫитрӗ Лена хӑйӗн тусӗшӗн.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Да-а, ылтӑн алӑллӑ этем! — тусӗшӗн савӑнса шухӑшларӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тусӗшӗн вӑл нимӗн те хӗрхенсе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тен, хӑвна ханран кӑларса сирпӗтетпӗр, — тусӗшӗн тавӑрчӗ Ахматек.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Саламлатӑп сана, Лена, — тусӗшӗн чунтанах савӑнчӗ Аня.

— Поздравляю тебя, Лена, — искренне обрадовалась Аня подруге.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Васильев хӑй тусӗшӗн пӗр стакан шыв тупас тесе, тем те парӗччӗ халӗ.

Васильев многое отдал бы сейчас за стакан воды для своего нового друга.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Большевикленсе пыракан тусӗшӗн савӑнни Павелӑн йывӑр пурӑнӑҫне ҫемҫетет.

Гордость за подругу, превращающуюся в большевика, смягчала тяжелое положение Павла.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл тусӗшӗн савӑнчӗ.

Он был рад за друга.

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех