Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турткалать (тĕпĕ: турткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Канӑҫсӑрлӑх Ванюшӑн уҫӑмсӑр сассипе турткалать ӑна, хӑратать, юнать, ҫӗклесе тӑратасшӑн, ҫӗкленме вара вӑй ҫук.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫухалса кайнӑ, хӑраса ӳкнӗ хӗр ӑна хул пуҫҫийӗнчен хӑюсӑррӑн турткалать:

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Час-часах мӑйне пӑркаласа илет Лашманов, кӗпи ҫухине турткалать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тарас Поликарпович хӑй те куҫне шӑлкалать, сӑмсине турткалать.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Анне, анне… — кӗрӗк аркинчен турткалать ача.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑй сулахай кӗрӗк ҫаннине турткалать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Каччӑ самаях пӑлханать пулмалла, ыттисем пек йӗнерӗ ҫинче тӑп лармасть, чӗлпӗрне турткалать, йӗри-тавралла пӑхкалать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗлӗм те турткалать теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Шӑвӑҫ листи ҫине вӑл пурӑпа темиҫе йӗр турткалать; вара Моломан, унӑн изобретенине халиччен пурнӑҫра курман пулин те, унпа усӑ курма май килессе чӗреренех ӗненет.

Одну за другой выводил он мелом линии на жести, и Моломан хотя не видел еще изобретения Горовица воплощенным в жизнь, уже верил в него.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мана кӗпе ҫаннинчен ярса илчӗ, турткалать.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лавкка хуҫи, хӑйне ват ҫын пек йӗркеллӗ тытма тӑрӑшакан ҫамрӑк, ку енне тухнӑ та турткалать ҫеҫ старике.

А к старику тем временем подошел моложавый кабатчик и принялся трясти за плечо.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Салакайӑк ҫилленсе Мариҫ амӑшӗ ҫине пӑхать, тилхепине турткалать.

Салагаик сердито уставился на мать Марись, нервно подергивая вожжи.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑна хӗрӗ Ухтиван куҫӗ умнерех пырса кӗпи аркине турткалать, яштака пӳ-сине кӑтартса хӑй тӑрӑх пӑхать.

Гостья выразительно глянула на Ухтивана, одернула ладно облегающее ее стройную фигуру платье и с неохотой проговорила:

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хушаҫҫӗ Петӗрӗ тилхепине кӑрт-карт турткалать.

Петр Велят подергивает вожжи.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗрре те тӗк тӑмасть, ялан турткалать те енчен енне ҫавӑрать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хусан патшине хӑйӗн лаши ҫапла ташлани килӗшет пулмалла, вӑл шурӑ пӳрнескеллӗ алсиш тӑхӑннӑ аллинчи чӗлпӗрне юри унталла та кунталла турткалать.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑрантас ларчӑкки ҫине вырнаҫтарса лартсан, Кӗпӗрьян чипер ачах пулса кайрӗ: тилхепине турткалать, лашине те хӑваланӑ пек тӑвать, «Тпру, тпру» текелет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӑваттӑмӗшӗ пӗчӗк йывӑҫ валак евӗрскертен карӑнтарса ҫыхнӑ хӗлӗхе турткалать, пиллӗкмӗшӗ вара ал сыпписенчен ҫаврака тимӗр турилккесем тӑхӑнтартнӑ та вӗсене мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран ҫапать.

Четвертый дергал струну, натянутую в деревянном желобе, а пятый, одев на запястья круглые железные тарелки, бил ими что есть мочи.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑл — пулас тӑк — малтан сухалне хыттӑн турткалать, унтан унӑн юлташӗсемпе канашлама каймалли пирки калать.

Он будет крепко скрести бороду, потом скажет, что ему надо пойти посоветоваться с приятелями.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫук, почтальон шӑнкӑрав авринчен хыттӑн турткалать.

Да нет, почтальон сильно за ручку дергает.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех