Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртать (тĕпĕ: турт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павӑл Ивука аяккалла туртать: «Атя леш ушкӑна, Иван Ильич.

Павел дергает Ивука за рукав: — Пойдем к тем ребятам, Иван Ильич.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван аллине тӑсса Мултиере тытать те хӑй патнелле туртать.

Ухтиван протягивает руки и, нащупав в темноте плечи Мульдиера, порывисто притягивает его к себе.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эрех кӳпсе тултарнӑ та туртать ыйха…

Напился и дрыхнет себе…

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗлип «чӑвашла» ҫеҫ ишме пӗлет: урисемпе ҫапать, аллисемпе шыв айӗнчен туртать.

Хелип умеет плавать только по-собачьи: руками гребет в воде, а ногами бьет по поверхности.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗтӗм ялӗпе пӗр-пӗр вилме мӑннӑ кӑрчӑк тӑрса юлнӑ пуль, вӑл та пулин картишӗнчи йӑмра сулхӑнне выртнӑ та ыйха туртать.

Во всей деревне, наверное, осталась какая-нибудь умирающая старуха, да и там лежит в тени ветлы во дворе и спит.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗрӳ каччине кайран ҫӗр туртать теҫсӗ.

Ведь жениха-то она, земля, потом к себе, говорят, потянет.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

…Яриле тӑтӑшах сике-сике тӑрса тӗпелелле каять, темӗн шыранӑ пек, унта-кунта пӑхкалать, кӗпи аркине туртать.

Яриле сразу засуетился: то пройдет вперед, будто ищет что-то, поглядывает туда-сюда, то поправит на себе рубаху.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анатран нӳрӗ сывлӑшпа пӗрле тӗтӗм шӑрши туртать.

Снизу потянуло сыростью и дымом.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫапах та кӑмӑл кил еннеллех туртать.

И все равно душа тянется к дому.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫитменне ӑна кӗпи хӗсет, атти туртать.

Вдобавок, узкая рубаха стесняет движения, дыхание; сапоги тянут к земле.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗчӗк куҫӗсемпе йӗри-тавра вут та хӗм сирпӗтсе Ивук ашшӗ урапа ҫинчи япалисене хӑй ҫывӑхнелле туртать.

Маленькие глазки его так и мечут в стороны гневом, сам он яростно сгребает товар в кучу.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫилленнӗ хӗр: ытла та сӗмсӗр Туртать вӑл чӗлпӗре, туртать.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах чӗнет, туртать — тараймӑн, Тӑратӗ тӑлласа кунта.

Куҫарса пулӑш

XIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑна туртать илемлӗ ӗмӗт, Курман ҫӗре вӑл йыхӑрать, Анчах умри — хуралнӑ пӗлӗт: Ҫул а тухма чӗре хӑрать.

Куҫарса пулӑш

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑй чӳрече умӗнче чӗлӗм туртать, урамра ун мӑкӑртатнӑ сасси кӑшт илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапах та сан чуну мӗнле ӗҫ патне туртать?

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та вӗсем лашасем пирки ытла шутласах кайман, ҫуракине хатӗрленнӗ чухне те нимрен ытла вӑрлӑхшӑн чупнӑ, плугсене тӗрӗсленӗ, кам туртать вӑл плугсене — ӑна аса илмен.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лаша вӑл, тӑрантарсан, туртать, ута пушӑпа мар, сӗлӗпе хӑваламалла, тенӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗренсен ҫапла вӗт вӑл: кашни каҫ урама туртать, кашни каҫ чун савнипе калаҫас килет, унта шурӑмпуҫ хӑпариччен, автансем ҫунат ҫапса авӑтиччен ларас килет.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, ҫак минутра ӑна Анушка ҫав тери ӑслӑ, йӗркеллӗ, ытарма ҫук кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнчӗ: вӑл пӗрре те тантӑшӗ ҫинчен усал ят тухнӑ тесе питлеме, ӑна тӑрӑхлама тӑрӑшмасть, ӑна хӑй енне ҫеҫ кӑчӑк туртать, юлташла пулӑшу ҫеҫ сӗнет.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех