Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑшпӗр ҫӗрте ҫинҫе те имшеркке хурӑнсем, хӗрессем хушшинче аташса кайса, ҫӳлелле карӑнса тӑраҫҫӗ, уйрӑмшарӑн выртакан вилӗ шӑтӑкӗсене хӑйсен турачӗсемпе ҫыхса пӗрлештереҫҫӗ; вӗсен шӑтӑкла пек мӗлкисем хушшипе курӑк тунисем хӑпарса тӑраҫҫӗ — ҫав кӑвак шӑрт вара чи хӑрушӑн туйӑнать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Телее пула, тата кӑштах тӑрсан сулӑ темле йывӑҫ ҫине кӗрсе кайрӗ те ун турачӗсемпе ҫыхланса ларчӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Эпӗ хӗр ҫине тарӑхрӑм, апла пулин те, сӑрӗ кайнӑран тӗссӗрленнӗ кӗпер карлӑкӗ, пӗве ҫинелле ӳпӗннӗ хурӑнтан усӑнса аннӑ туратӑн шыври мӗлки, йывӑҫӑн ытти турачӗсемпе пӗрлешесшӗн пулнӑ пек туйӑннӑскер, шурлӑх шӑрши, вӑрамтунана ҫамка ҫинче вӗлерни, хӗр тинкерӳллӗн пӑхса чаплӑн тӑни — ҫаксем кайран ман асӑма пачах кӗтмен ҫӗртен час-часах киле-киле тухрӗҫ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна каллех хурӑн турачӗсемпе варкӑштарса уҫӑлтарчӗҫ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Вӑл, шӑвасшӑн мар кутӑнланса, чулсем ҫумне турачӗсемпе ҫакланать.
Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Кӗркунне пулсан, ҫумӑрлӑ кунсенче хӑйӗн кантӑк ҫурӑкӗ евӗр туйӑнакан ҫип пек вӗтӗ те ҫара турачӗсемпе чӳрече ҫумнелле тӗршӗнетчӗ.
«Анчах та ҫав вӑхӑтрах…» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Кунта темӗн пысӑкӑш икӗ хурама пӗр-пӗрин ҫумне вуллисемпе йӑпшӑнса, турачӗсемпе пӑтрашса, ыталанӑ пек тӑраҫҫӗ-мӗн.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Шӑтӑк тавра вӗсем кӑнтӑрлах хатӗрлесе хунӑ шалчасене ҫапса лартрӗҫ те, михӗсенчен ҫӗленӗ шӑналӑк карса, ҫиелтен йывӑҫ турачӗсемпе курӑксем пӑрахса тултарчӗҫ.
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Пӗр-пӗр чӗрчун шыва пырса ан пӑтраттӑр тесе, вӑл ун тавра хурӑн турачӗсемпе карта тытса ҫаврӑннӑ, йӗри-тавра ҫерем касса сарнӑ.
XI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫулсене чӑрӑш турачӗсемпе витнӗ.
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Горкӑри йывӑҫсем, турачӗсемпе пӗр-пӗрне перӗнсе, кӗленче пек янӑраҫҫӗ.В горкинском парке стеклянно стучали, качаясь от ветра, ветви деревьев.
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Турачӗсемпе ҫулҫисем шӑрӑх ҫӗршывсенче ҫӳремелли сунчӑк пекех унӑн.Ветви у неё были похожи на раскидистые зонтики в жарких краях.
Пин те тӑхарҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулхи кӗр кунӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫил хурӑн турачӗсемпе вылять.
Савӑнӑҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫапӑҫу пулман кунсенче Миша чӑрӑш турачӗсемпе хӑех эрешлентерсе ҫӗленӗ халатне тӑхӑнса ҫутӑличчен вӑрман хӗррине ҫитсе, нимӗҫ позицийӗсен умнех вырнаҫса выртнӑ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Вӗсене каҫхи шӑплӑхра майӗпен те хӑрушшӑн шавлакан ҫак сӗм вӑрман хӑйсен умне юриех кӗрт хӗве-хӗве лартнӑн туйӑннӑ, тумтире тӗмесем кукӑр-макӑр турачӗсемпе тытса чарнӑн, ҫул ҫине йывӑҫсем кӑлара-кӑлара тӑратнӑн туйӑннӑ.
Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.
Эпир, йывӑҫ турачӗсемпе чӗрмеленсе тата вӑхӑтлӑха илтми пулнӑскерсем, машина ӑшӗнчен тухрӑмӑр.
Кам вӑл Серёга? // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Пысӑк лапсака чӑрӑш хӑйӗн турачӗсемпе Хӑюллин вилтӑприне хупласа тӑрать.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
… Таняпа Кузьма Кузьмич кӑвайт патӗнче выртнӑ, вӗсене тумтирсемпе, йывӑҫ турачӗсемпе витнӗ.…Таня и Кузьма Кузьмич лежали у костра, накрытые одеждой и ветками.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗтӗмӗшпе илсен, ку ӗнтӗ вуллисемпе те, йӗплӗ турачӗсемпе те пӗр-пӗринпе таччӑн ҫыхӑнса, явӑнса ларнӑ тискер вӑрман.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл вӗсене ҫаптарса илме хушнӑ, вара икӗ рабочи вӗсене хапӑл тусах йӑмра турачӗсемпе ҫунтарнӑ, Васька кочегар ташла-ташла, антӑхса каяс пек юрланӑ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.