Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турачӗ (тĕпĕ: турат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та, турачӗ пит килӗшӳллӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫур сехет пӗр сас памасӑр, хускалмасӑр выртрӑм, анчах тӗмӗсем хушшинче нимӗнле сас-хура та, пӗр ҫӳҫе турачӗ хускалнине те асӑрхаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Хыҫалалла пӑхатӑп та хамран инҫех мар ҫӳҫе турачӗ сулӑннине курах каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Тӑшман салтакӗсем хыҫрах курӑнмаҫҫӗ. пулсан та, вӗсен чупнӑ сасси, йывӑҫ турачӗ хуҫӑлса юлни, хутран-ситрен автоматран пени ӑна хӑвалани ҫинчен калать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюк пин-пин симӗс йӗппе витӗннӗ яштака чӑрӑшӑн пӗр пысӑк турачӗ ҫине вырнаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫак алӑри «шӑчӑсем» ӗнтӗ шӑпах халӗ пире хамӑр тӑнӑ вырӑнтан ҫӗклесе тепӗр еннелле ывӑтса ямалла, ҫапла ярӑнса, алӑри «шӑчча» вӗҫертмесӗр, пирӗн каллех хирӗҫ енчи палӑртнӑ вулӑн вӑл е ку ҫирӗп турачӗ ҫине анса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ак аллине темле йывӑҫӑн (е тӗмӗн?) ҫатрака турачӗ лекрӗ, ун ҫинче «За отвагу» медаль пысӑкӑш темиҫе ҫулҫӑ сыхланса юлнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл ватӑ шӗшкӗ ҫине пӗр хушӑ кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ: унӑн турачӗ сарлака та илемлӗ, хушӑран кӑна типӗрех туратсем тӗл пулкалаҫҫӗ; тӗреклӗ те акӑш-макӑш тымаррисем вара, палӑрмаллах ҫӳлелле тухса тӑраканскерсем, шалалла, ҫӗр айнелле, нумайрах нӳрӗ тата ҫын алли пырса сӗртӗнмен хура тӑпра пур ҫӗрелле анса каяҫҫӗ.

Он залюбовался очертаниями старого ореха с широко раскинувшимися, кое-где уже сухими ветвями, с могучими, узловатыми корнями, которые выступали на поверхности и снова уходили вглубь земли, туда, где больше влаги, где залегали нетронутые пласты чернозема.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑҫал садра улма нихҫанхинчен вӑйлӑ, улмуҫҫи турачӗ ҫӗклесе ларайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сирӗн йӑх-тӗп улмуҫҫи турачӗ пек сарӑлӗ… — шухӑшне вӗҫлерӗ Ваҫухха.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫуначӗсене сарса ҫурт тавра ҫӑмӑллӑн ярӑнса ҫаврӑнчӗ те сарай тӑррине витнӗ шӗшкӗ турачӗ ҫине пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫуначӗсене сарса, ҫурт тавра ярӑнса вӗҫсе ҫаврӑнчӗ те сарай тӑррине витнӗ шӗшкӗ турачӗ ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ вӑл чикмек вӗҫнех мӗшӗлтеткелесе ҫитрӗ, унтан хураман хулӑн вуллипе пысӑк турачӗ хушшине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайран вӗсем яла ытам тулли ҫӗмӗрт турачӗ ҫӗклесе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак вӑхӑтра Сахар пахчинчен ушкӑнпа вӗҫсе тухнӑ вӗлле хурчӗсем хӗрарӑмсен пуҫӗ тӗлӗнчи йӑмра турачӗ ҫине сырӑнма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Турачӗ мӗнлереххине курас тесе каснӑ тӗле пуртӑ сӑмсипе чакаласа пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Чӑрӑш вӑл — «сунчӑк»; тураттисем аялалла усӑнчӑк, ҫумӑр тумламӗ пӗр туратран тепӗр турачӗ, пӗр йӗппинчен тепӗр йӗппи ҫине ӳксе анать те аякка тӑкӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Ку хырӗн турат картисем тӗрес-тӗкелех мар, хӑш-пӗр турачӗ хуҫӑлса ӳкнӗ, теприсем — кукӑр-макӑр…

Куҫарса пулӑш

Палӑк юман // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 8–9 с.

Лач! лач! ларать пуртӑ хыр турачӗ ҫине.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Аҫа кикен турачӗ!

Чемерица ты ядовитая!

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех