Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупаймӑн (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Унран аванраххине шыраса тупаймӑн, — хуравларӗ Ботредж патака туртнӑ май.

— Лучшего работника не сыскать, — ответил, таща палочку, Ботредж.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Мавританинче тӗлӗнтермӗш вырӑнсем нумаях тупаймӑн, ҫапах та ҫак пуйӑс унӑн чӑн-чӑн эткерлӗхӗ шутланать.

В Мавритании не найдешь много достопримечательностей, но зато данный поезд – это ее реальное достояние.

Сахара пушхирте чукун ҫул пур: мӗнле пуйӑссем унта ҫӳреҫҫӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5983.html

Ҫуртсене ӑҫта килнӗ унта лартса тухнӑ, — урамсен сӗмне те тупаймӑн; Лисс урамӗсем чӑн пӗлтерӗшӗпе никӗсленеймеҫҫӗ те, мӗншӗн тесен хула чӑнкӑ ту хысакӗсемпе сӑртсен хушшинче вырнаҫнӑ, вӗсене картлашкасем, кӗперсемпе винт евӗрлӗ ансӑр сукмаксем ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Дома рассажены как попало среди неясных намеков на улицы, но улиц, в прямом смысле слова, не могло быть в Лиссе уже потому, что город возник на обрывках скал и холмов, соединенных лестницами, мостами и винтообразными узенькими тропинками.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Сирӗн унта йӗрке мӗнлереххине пӗлетӗп, хунарпа шыраса тупаймӑн.

Я знаю, у вас там такой порядок, что не отыщешь и фонаря.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӑрман аслӑ, ку таранччен тытайманскере, халӗ ҫак йышпа шыраса тупаймӑн ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавнашкал хӗҫпӑшала ҫаратса та тупаймӑн, лавккара е пасарта та сутӑн илеймӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ассольпе Грэй юратӑвӗнче, ҫын телей пур пӗрех килессе ҫирӗп шаннинче, хайлавӑн тӗп шухӑшӗнче — «тӗлӗнтермӗш текенскерсене хамӑрӑн алӑпа тумалла» (Грэй) — ӑнланмалла ӗнтӗ, системӑна аркатаканни нимӗн те тупаймӑн.

В любви Ассоли и Грэя, в уверенности человека в том, что счастье все равно придет, в главной мысли произведения — «делать своими руками чудеса» (Грэй) — понятно, что не найдешь ничего разрушающего систему.

Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.

Халь вӑтанса пурӑннипе чӑнлӑх тупаймӑн, — терӗ Петюк пичче ҫамки ҫинчи тарне ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлса.

Теперь стыдясь правды не добьешься, — сказал дядя Петя, вытирая рукавом пот со лба.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Анчах, тинех ӗнтӗ тӑванӑм, нимӗн те шухӑшласа тупаймӑн

Но другого, брат, сейчас ничего не придумаешь…

ХLII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӗсене кунта ниепле те тупаймӑн ӗнтӗ.

Обнаружить их здесь было уже невозможно.

XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Ҫын мар, йытӑ: ун пек йытта Курска ҫитсе те урӑх тупаймӑн.

— Собака, а не человек: такой собаки до самого Курска не найдешь.

Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.

— Тӗлӗнмелле ҫын: чӑн-чӑн юродивӑй ӗнтӗ; ҫавӑн пек тӗлӗнмелле урӑх ҫынна часах тупаймӑн.

— Чудной человек: как есть юродивец, такого чудного человека и нескоро найдешь другого.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Ку ӗҫе ӳснисене хутшӑнтармасан, лашасем ниҫтан та тупаймӑн.

Взять их негде, если не посвятить в это дело взрослых.

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Анчах урӑх вӑхӑтра унран ӗҫченрех ҫын тупаймӑн: яланах вӑл мӗн патӗнче те пулин тӗрмешет — урапа юсать, хӳмесене йӗркелет, ут таврашне пӑхса тухать.

Зато, в другое время, не было человека деятельнее его: вечно над чем-нибудь копается — телегу чинит, забор подпирает, сбрую пересматривает.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

«Пирӗн хушшӑмӑрта ҫулпа аслисем, канаш пама пултаракан ӑслӑ ҫынсем нумай: мана чыс турӑр пулсан, ман канашӑм ҫакӑн пек: вӑхӑта сая ярас мар, юлташсем, тутарсене хӑвалама пуҫлас; мӗншӗн тесен тутар мӗнле ҫыннине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр: вӑл пурлӑха ҫаратнӑ хыҫҫӑн эпир ҫитессе кӗтсе тӑрас ҫук, ҫийӗнчех салатса пӗтерӗ, йӗрне те тупаймӑн.

— Много между нами есть старших и советом умнейших, но коли меня почтили, то мой совет: не терять, товарищи, времени и гнаться за татарином. Ибо вы сами знаете, что за человек татарин. Он не станет с награбленным добром ожидать нашего прихода, а мигом размытарит его, так что и следов не найдешь.

VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ун чухлӗ лаша пӗтӗм колхозӗпе те тупаймӑн!..

Это со всего колхоза не соберешь!..

IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Унашкал туфлисем шырасан та тупаймӑн!

Других таких туфель и не сыщешь!

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Го Цюань-хай уншӑн шӑп та лӑп юрӑхлӑ арҫын, унтан лайӑххине шырасан та тупаймӑн.

А Го Цюань-хай для нее муж самый подходящий, лучше и не надо.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ун пеккине ҫӗр ҫын хушшинче пӗрре тупаймӑн, апла пулсан пин ҫын хушшинче шыра…

В сотне нет такого, ищи в тысяче…

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Санӑнни пек чаплӑ куртка шырасан та тупаймӑн!

— Куртка у тебя — красивее не сыщешь!

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех