Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунтикун сăмах пирĕн базăра пур.
тунтикун (тĕпĕ: тунтикун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара тунтикун манӑн хамӑн май тупмалла…»

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Енчен Сӑпани вырсарникун эпӗ каланине пӗлтерсен, ҫӗрлеччен е тунтикун ирпе милици отрячӗ кунта килсе ҫитмеллех.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тунтикун Телегин, чӑнах та, Йӗпреҫ станцийӗ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш разъезда пуйӑспа ҫитрӗ те, пусӑ шывне шӑл витӗр шӑниччен ӗҫсе кӑштах лӑплансан, чугун ҫул хӗррипе малалла хуллен утрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тунтикун хайхи салтаксене вакунсене лартрӗҫ те, эшелонсем хӗвеланӑҫнелле тапранса кайрӗҫ, темиҫе кунран Украинӑнах илсе ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Каланӑ сана тунтикун кил тесе, итлес пулать.

— Сказано в понедельник, и надо слушаться.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Эпӗ сана тунтикун килме хушрӑм, эсӗ эрнекун килетӗн.

Я велел тебе прийти в понедельник, а ты приходишь в пятницу.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Эмиль вуласа панинчен нумайӑшне Стулле Йоке, тен, ӑнланмасть те пулӗ, анчах та ҫитес тунтикун Ексо хулинчи хӑна ҫуртӗнче пысӑк бал пулать тесен старик аллисене сӑтӑркаласа ҫапла калать:

Стулле Йоке, быть может, не так уж и много понимал из того, что Эмиль читал, но, когда он слышал, например, что в ближайший понедельник в городской гостинице в Ексо будет дан большой бал, старик многозначительно потирал руки и говорил:

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

«Сан хулпуҫҫи ҫинче пуҫ пур пулсан, юнашарах типӗтнӗ чие миххи ларсан, сысна ҫурине теме те вӗрентме пулать», — ӑнлантарчӗ Эмиль Альфредпа Идӑна тунтикун каҫхине.

«Если у тебя есть голова на плечах и мешок сушёных вишен, то поросёнка можно научить чему угодно», — объяснял Эмиль Альфреду и Иде вечером в понедельник.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тунтикун вара Кнастхультра суту-илӳ пулать.

— А в понедельник торг в Кнасхульте.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Май пуҫламӑшӗнчи пӗр ырӑ каҫ, тунтикун, Лина крыльца ҫинче ӑна кӗтсе ларатчӗ.

Но в один прекрасный вечер, в понедельник, в начале мая, Лина сидела на крылечке и, как всегда, ждала его.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗш кунӗ, тунтикун, вӗҫленсе пырать.

И понедельник 28 июля подходил к концу.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тунтикун температура тата та ытларах сивӗрех пулӗ — минус 10-12 градус таран.

В понедельник температура еще понизится — до минус 10-12 градусов.

Ҫанталӑк тата икӗ хутчен ӑшӑтса илӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30419.html

Эрнере ҫичӗ кун: тунтикун, ытларикун, юнкун, кӗҫнерникун, эрнекун, шӑматкун, вырсарникун.

В неделе семь дней: понедельник, вторник, среда, четверг, пятница, суббота, воскресенье.

Ҫынсем вӑхӑт шутне мӗнле тытса пыраҫҫӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Тунтикун вырӑнти ҫар комиссариатӗнчен Раҫҫей Федерацийӗн хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретне ҫамрӑксен пӗрремӗш ушкӑнне ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яшсен пӗрремӗш ушкӑнне ҫара ӑсатнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/22/%d1%8f%d1% ... 82%d0%bda/

Вӗсем заводсене тунтикун тӗлнелле ҫеҫ ҫитме пултарнӑ.

Они могли бы попасть на заводы не раньше понедельника.

XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Хайхи, таса тунтикун ҫатмасене хӗртсе тасатнӑ пек, сире вут ҫинче ҫунтарас пулать.

Вас на огне жечь надо, вот как сковороды в чистый понедельник выжигают…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тунтикун, уроксем хыҫҫӑн, тытӑнса юлӑр-ха кӑшт.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

1804 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, тунтикун, пурте хатӗр пулнӑ.

14 мая 1804 года, в понедельник, всё было готово.

Льюиспа Кларк экспедицийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... 0%B9%C4%95

Сентябрӗн 12-мӗшӗ, тунтикун.

Понедельник 12 сентября

Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ку тунтикун пулчӗ.

Случилось это в понедельник.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех