Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунине (тĕпĕ: туна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл халӗ хӑй йӑнӑш тунине йӑлтах йышӑнчӗ, куншӑн парти хӑйне ҫирӗп наказани пама кирли ҫинчен те чӗререн каларӗ.

Признав свою вину и готовый принять за свой проступок суровое партийное взыскание.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Алӑ пуснӑ вырӑнтан аяларахра татах темскер хушса ҫырнӑ, анчах унта: «Хамӑр ачасем мӗн тунине тем пекех пӗлес килет» тенисӗр пуҫне, ыттине ниепле те вулама ҫук.

Ниже подписи было еще что-то приписано, но ничего нельзя было разобрать, кроме слов: «Как бы хотелось знать, что делают ребята».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫав ӗҫе кам тунине вӗренекенсем хӑйсем те пӗлеймерӗҫ.

Виновника этой проделки не могли обнаружить даже сами ученики.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Урсэкие кӑмака питлӗхне шатлаттарса хупрӗ те, мастер мӗн тунине курас тесе, будка еннелле утрӗ.

Урсэкие задвинул заслонку и направился к будке — взглянуть, что поделывает мастер.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсем стрэжерие, шкулсенче фашистла йӗркесем тунине хирӗҫ ҫӗкленчӗҫ.

Они поднялись против стрэжерии, против фашизации школ.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Хӗрне вӗрентнӗшӗн те укҫа тӳлерӗм! — хӑй мӗнле ырӑ тунине малалла шутласа кайрӗ вӑл.

— Плата за ученье дочки! — продолжал он перечислять свои благодеяния.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл мастерской тӑрӑх мӑнкӑмӑллӑн утса ҫӳрерӗ, юлташӗсем патне пырса чарӑнса тӑчӗ, ӗҫе мӗнлерех тунине хакларӗ, вара, хӑйне пысӑк та ответлӑ ҫын пек кӑтартса, малалла иртрӗ.

С важностью прохаживался он по мастерской, останавливался то около одного, то около другого товарища, оценивал на глаз качество работы и, преисполненный чувства ответственности и достоинства, проходил дальше.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Акӑ ман, — пикенсех кӑтартатӑп арӑма тӗп-тӗрлӗ пичет ҫапнӑ хута, — маршрут листи пур, кур, ӑҫта-ӑҫта пулнине, мӗн-мӗн тунине йӑлтах паллӑ тунӑ унта.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне аса илчӗ, ӑҫта, хӑш вӑхӑтра пысӑк йӑнӑш тунине пӗлесшӗн пулчӗ, анчах хӑй хӑҫан мӗнле йӑнӑш тунине тавҫӑрса илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл кӑра ҫилӗллине хӑйне килӗшмен ҫынсемпе хыттӑн калаҫнине, никамран та хӑраманнине, никама та пуҫ тайманнине, хӑй мӗн тӑвас тенине тӗрӗс тунине, сӑмаха ҫирӗп тытнине, яланах тӳрӗ чунлӑ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫак самантра вӑл хӑй кунта кирлине, хӑй кирлӗ ӗҫ тунине чӑнласах ӗненчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӳррипе каласан, Таня хӑй аманнӑ салтаксемшӗн мӗн тери ырӑ ӗҫ тунине кирлӗ таран хакламарӗ, ӑнланмарӗ те.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Петӗре вунӑ ҫула тӗрмене хупмалла тунине илтсен, хӗрхенекен никам тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ма суятӑн? — чӑтаймарӗ Кӗркури, — ху тунине пӗтӗмпех ман ҫине яратӑн.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ хӑраса, халран кайнипе, хам мӗн тунине чухлайми пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫапла, ӗҫе типтерлӗ, тӗплӗ тунине юрататчӗ Тимафи пичче.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара хыпӑнсах умри хурӑн тунине витрери шӗвекпе сӗрме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Выльӑх та хӑйне ырӑ тунине пӗлет иккен, калама ҫеҫ пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара хӑй вӑрман хуралҫинче ӗҫлеме пуҫланӑранпа кашни лаптӑкра мӗнле ӗҫ тунине, мӗн тумаллине ҫырса пынӑ тетрадьсене кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ ӗнтӗ сирӗн пурнӑҫпа, ӗҫпе тӗплӗн паллашмасӑр, вӑрманти ӗҫсене мӗнле тунине хам куҫпа курмасӑр, пӗлмесӗр каймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех