Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунине (тĕпĕ: туна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Екатерина хӑйӗн юратнӑ ӗҫне чун-хавалӗпе вӑй-халне нумай парать, ун вырӑнне вӑл пациентсенчен юратнипе тав тунине илтет.

Куҫарса пулӑш

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Екатерина Чернова хӑйӗн юратнӑ ӗҫне нумай ӑс-хакӑлпа вӑй-хал парать, ун вырӑнне вӑл пациентсен юратӑвӗпе тав тунине илет.

Куҫарса пулӑш

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Стервиза, ӑшӗнче укҫашӑн ҫеҫ йӑсӑрланакан вутпуҫҫие упракана, чӑнласах ӑнланма йывӑр таса та кӑвар чӗреллӗ темле лесник хӑйне пӗр пуссӑр, вӑли-шалиллерех ырӑ тунине.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Манмӑпӑр эпир ырӑ тунине.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсем хӑйсен хӑтланӑвӗсемпе ашкӑнчӑкла ӗҫӗсене мӗн-ма тунине кӑна ӑнланма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн Аслӑ Командовани тав тунине илтме, ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн Хисеп Грамотине илме тивӗҫ пулнӑ Василий Абаев кӗҫӗн сержантӑн тепрер уйӑхран-мӗнрен демобилизаци йӗркипе каялла таврӑнмалла та пулать.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Узурпаттӑра Алмазов куҫран хӑрамасӑр пӑхса ларнинче: «Ҫук, никама та ҫур сӑмах шарламан», — тесе тупа тунине вулама пулать.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Гильманов-бухгалтер интернатри Мишша Алмазов сӑвӑсене такӑнмасӑр вуланӑн, ракетӑн гидро-электро-пневмо системисенчи хӑш-хӑш детальсемпе агрегатсем «пуск» кнопкӑна пуснӑ хыҫҫӑн ҫеккунтӑн миҫемӗш пайӗнче ӗҫлеме тытӑннине тутӑ мӑйӑра шӗкӗлченӗ евӗр шӗкӗлчесе тухатчӗ, вӗсем пӗтӗмӗшле мӗнле операци тунине ыйт — е ҫухалса каятчӗ, е хӑвӑрт ӑнлантараймастчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хӑшӗ хӑш вӑхӑтра мӗн-мӗн тунине ӑнланса илме йывӑрччӗ Ваҫука.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Халь кала хӑв мӗн тунине.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Мӑнукӗ, аслашшӗ каласса кӗтмесӗрех, ҫырмана чупса анать те, тип курӑкӑн хытӑ тунине татса, аслашшӗ ҫумне пырса вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫав вӑхӑтри йӑла-йӗркесене сӑнаса ҫыракан Г. Т. Тимофеев хӑйӗн «Тӑхӑръял» кӗнекинче ҫӗнӗ витӗмсене те палӑртса илнӗ: «Чӑвашӑн арҫын кӗпине те кӗскех тунине юратмаҫҫӗ: «кут ан курӑнтӑр», теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Эпӗ мӗнле тупа тунине пӗлетӗн-и эсӗ, Зоя?

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Сана операци тунине упӑшку пӗлет-и? — ыйтаҫҫӗ вӗсем Светланӑран.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Юратакансем пӗрне-пӗри тупа тунине те, уйрӑлакансем куҫҫуль юхтарнине те курнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл шывран тухнине курсан, эпӗ ҫурӑмпала Атӑл еннелле ҫаврӑнса выртрӑм, вӑл малалла мӗн тунине курас мар терӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Наука сферинче лайӑх кӑтартусем тунине эпир пурсӑмӑр та курсах тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче юлашки ҫулсенче пирӗн региона курма килес текенсен йышӗ самай ӳссе пынине асӑннӑ, хӑнасем хулари паллӑ вырӑнсемпе тата кӑсӑклӑ мероприятисемпе паллашма кӑмӑл тунине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Лайӑх ҫитӗнӳсем тунине кура, ӑна Ленинградри художество училищине тӳрех виҫҫӗмӗш курса вӗренме илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Рифмӑсене ҫавнашкал тунине, сӑмахран, эпир М. Ф. Федоровӑн «Арҫури» халапӗнче куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех