Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумлам сăмах пирĕн базăра пур.
тумлам (тĕпĕ: тумлам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атӑл хӗрринчи хурал пӳртне, Тукайпа ывӑлӗ тата Чапкун ларнӑ ҫӗре, Урасмет пӗр тумлам эрех ӗҫмесӗрех ӳсӗр ҫын пек пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑраскаллӑ савӑнӑҫ савӑтӗнчен, пӗр тумлам тӑкмасӑр юрату куркийӗпе ӑсса, савӑк пурнӑҫ, вӑрӑм ҫул Луизӑпа эп пиллӗп».

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Апла Ленин Раҫҫее нимӗҫсен аллине пӗр пуссӑр, тумлам юн тӑкмасӑр пама хатӗр!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пӗр тумлам юн юлмиччен каллех нимӗҫсемпе ҫапӑҫмаллине пӗлтерет, паллах.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вунпилӗкшер тумлам ирпе-каҫпа ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шалти куҫ кӗтессисенчен икӗ тумлам куҫҫулӗ юхса анчӗ, сӑмса ҫуначӗсем тӗлне ҫитсен иккӗш те ӳт ҫумне ҫыпӑҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ним тума аптранӑ енне, тӑнсӑр выртнӑ Укҫинене Эльгеев вун тумлам опий ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ытлашши пуян ҫынна — хура халӑх юратмасть, пуян ҫын пӗтсе ларсан — савӑнать; унӑн куҫҫулӗ вара тепришӗн тумлам шыв хакне те тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑхӑ… эпӗ сана хӑвӑнтан вӑрттӑн темиҫе тумлам ярса патӑм.

Да, я тайно от тебя дала тебе принять несколько капель.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Куҫ йӑмӑхса-туртӑнса илчӗ те ҫап-ҫутӑ тумлам — куҫҫуль — пат тумларӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӗр сыпкӑмччӗ, пӗр тумлам ҫеҫ…

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ку — юлашки тумлам.

Это было последней каплей.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫапла каларӗ те вӑл — миххинчен стакан кӑларчӗ, шыв илсе килме ыйтрӗ, стакана шыв тултарса Гент унта темиҫе тумлам лимон кислотипе сода чӗптӗмӗ ячӗ; шыв чашкӑрма пуҫларӗ, кӑпӑкланать.

Сказав это, он вынул из мешка свой стакан и попросил принести воды; наполнив стакан водой, он опустил туда кусочек лимонной кислоты и щепотку соды; вода зашипела и вспенилась.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Лашине уттарса пырса Блюм темиҫе минутран ӑна чарчӗ, анчах пӑшӑхтарнӑ утӑн хӑйӑлти пӗччен сывлавӗ Блюма хӑйӗн хӑрушсӑрлӑхӗ тӗлӗшпе пӗр тумлам шанчӑклӑх та парнелемерӗ; вӑл — виҫҫӗмӗш хут — лаша пуҫӗ ҫине выртсах тимлӗн тӑнларӗ, унтан хыттӑн хумханса-чӗтренсе лашана револьвер аврине ҫапрӗ; хыҫалтан лаша ури чӗрнисен шӑплӑхра ҫухала-ҫухала вӑйлансах пыракан иккӗленӳсӗр-ҫирӗп тӑпӑртатӑвӗ уҫӑмлӑн, васкаварлӑн та тӳлеккӗн ҫывхарса килет…

Пустив лошадь шагом, он через несколько минут остановил ее, но одинокое, хриплое дыхание загнанного животного не подарило Блюму даже капли уверенности в своей безопасности; он прислушался в третий раз и, весь всколыхнувшись, ударил лошадь ручкой револьвера; сзади отчетливо, торопливо и тихо несся дробный, затерянный в тишине, уверенный стук копыт.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Эпӗ тухатӑп та кӑштах уткаласа ҫӳретӗп, — Ассунта ҫӗкленчӗ те — унӑн йӑлкӑшуллӑ, ҫепӗҫлӗхпе тулнӑ чӑмппи куҫӗсенче Тинг пӗр тумлам ыйхӑ та курмасть.

Я выйду и похожу немного, — Ассунта встала, и Тинг заметил, что и капли сна нет в ее блестящих глазах, полных серьезной нежности.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Ик ҫӗр аллӑ миля — типӗтнӗ ҫӑкӑр та ҫук, пӗр тумлам спирт та!

Двести пятьдесят миль — и ни одного сухаря, ни капли спирта!

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.

Гольц кулса ячӗ, пуҫне сулларӗ, анчах унӑн кулли кӳнтеленсене ҫавӑрса сӑнчӑрланӑ хӑрав савӑтне юлашки тумлам пӑрахрӗ.

Гольц рассмеялся и покачал головой, но смех его бросил последнюю каплю в чашу страха, овладевшего свидетелями.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Хӗр ӳчӗ ҫинче икӗ тумлам юн курсан ҫакӑн пӗлтерӗшӗ каччӑна кӑшкӑру евӗр ӑнланмалла пулчӗ.

Он увидел две капли крови на теле девушки, смысл которых был ему понятен, как крик.

Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.

Пӳрт тӑррисенчен ҫакӑнса тӑракан пӑр хӳрешкисем ирӗлсе кӗскеле пуҫланӑ, пӑт-пат! чӑнк-чанк! шӗп-шеп! туса, пиншер тумлам ҫӗре тӑкӑнать…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, йӗпхӳ ҫаплах чарӑнмасть, унӑн йӗп ҫӑрти пысӑкӑш пӗрхӗмӗсем тӑкӑнса пӗтеймен ҫулҫӑсем ҫинче пухӑнаҫҫӗ те, тумлам пулса, ҫӗре пӑт та пат! тӑва-тӑва шаплатаҫҫӗ, ӑнсӑртран пӗр-пӗр йывӑҫ туратне ҫакланса силлентер кӑна, самантрах витререн ҫумӑр тӑкнӑ пек шӑварӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех