Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн тумаллине старостӑпа хамӑр пӗлетпӗр.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Арҫын ача пулас тесе, мӗн тумаллине шухӑшласа выртатӑп.
Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пиллӗкмӗш класа ҫӳрекен Роман шкултан таврӑнсан килти хуҫалӑхра хӑй мӗн тумаллине аван пӗлет.
Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.
Атя, ут эс пирӗн хыҫҫӑн, мӗн тумаллине хӑвах курӑн.Так что ступай вслед за нами, там сам увидишь, что надобно сделать.
Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Мӗн тумаллине пӗлекенсем пулаҫҫӗ иккен лере.Они там будут, двое, все тебе скажут, что и как надо сделать.
Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ейӗкре ав ялӗ-ялӗпе ҫӗкленнӗ тет, мӗн тумаллине никамран та ӑйтса тӑман.— На Яике вон люди все как один целыми деревнями поднялись, никого не спрашивая.
Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Куҫа курӑнакан тӑшманпа мӗн тумаллине пӗлет вӑл.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
(Уявра мӗн тумаллине палӑртса чӑвашсем ӑна ӗҫкӗ теҫҫӗ ҫеҫ.)(Отмечая, веселясь на празднике, чуваши называют его просто эське.)
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Паян пурнӑҫламалли ӗҫе нихӑҫан та ырана хӑвармасть, мӗн тумаллине яланах ҫийӗнчех пурнӑҫлать.
Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/
«Пӗлмӗстӗп эпӗ мӗн тумаллине.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Мӑн ҫын вилет пулсан, чӑваш йӑли тӑрӑх, вӑл хӑйне кам-кам ҫумаллине, тупӑкне камсем тумаллине, шӑтӑкне алтнӑ чух ҫӗр кам пуҫламаллине каласа хӑварать.
Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Ӑйху килсен эсӗ вырт та ҫывӑр, мӗн тумаллине эпӗ хамах майлаштаратӑп».Ты, видать, спать хочешь, ну и давай, а уж я сам все спроворю, что надо.
Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӑларса хур ӑна малтан сӗтел ҫине укҫуна, вара мӗн тумаллине каласа пар.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Някуҫ старик Ухтивана ӑҫта мӗн тумаллине, мӗн каламаллисене вӗрентет.Старик Нягусь поучает Ухтивана, как и что следует сделать, что сказать при этом.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Ҫӑкӑрӗпе мӗн тумаллине пӗлмест.
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Эпӗ, тин килнӗ ҫын, мӗн тумаллине чухласах каяймастӑп-ха, анчах халӗ ӗнтӗ ӗмӗтленме пулать.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Мӗн тумаллине эпӗ шутласа та кӑларас ҫук…
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Липа ӑна бионтизацие мӗнле тумаллине каласа пачӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятманпа инженер хӗрарӑмсене ӑҫта мӗн тумаллине кӑтартса пачӗҫ, вара чи йывӑр ӗҫ — кӗреҫепе ҫӗр чавасси ӗнерхи пекех ҫӑмӑллӑн пуҫланса кайрӗ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хуларан ялне инженер килнӗ, вӑл ӑҫта мӗн тумаллине кӑтартса ҫӳрет, хӑй патӗнчи ҫынсене тем ҫинчен ӑнлантара-ӑнлантара парать.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.