Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумаллине (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лере вӗсене Сахар кӗтсе илчӗ, ӑҫта мӗнле тумаллине ӑнлантарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑварласа типӗтетпӗр те, сутмалӑх та пулӗ, — мӗн тумаллине хӑвӑрт тавҫӑрса илчӗ Сахар.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫул ҫинче инкек-мӗн пулсан, ушкуйниксем тапӑнсан Мамич-Бердейне мӗн тумаллине чухла унта.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шупашкар воеводи мӗн тумаллине пӗлет унта, — Алттыша хӑй шухӑшне пӗлтерме тӑрӑшрӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей мӗн тумаллине тавҫӑрса иличчен хан хӗр ача ҫине сарлака юркав ывӑтрӗ, иккӗн ӑна аллисене каялла хутлатса ҫыхса пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс тытман, мӗн тумаллине пӗлсе ан тӑр, — юлташӗпе юнашар пырса тӑчӗ тепӗр пӑлхавҫи.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тем пекчӗ, тем пекчӗ, — хыпӑнса ӳкнипе мӗнле тав тумаллине те пӗлмерӗ Якӑпта.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара ҫӗнӗ хулари ҫар пуҫӗсем Шигалейпе тата Хусан хулипе мӗн тумаллине пӗлӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сире пур ӗҫре те пулӑшаканӗ, ӗҫе мӗнле тумаллине кӑтартса пыраканӗ государь дьякӗ Иван Выродков розмысел пулать.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн тумаллине тӳре-шара ҫыннисем пӗлеҫҫӗ пуль…

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗншӗн тесен пирӗн аслӑ княҫа вӗрентме кирлӗ мар, вӑл мӗн тумаллине хӑех пӗлет.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӗсем мӗн тумаллине шыраса тупрӗҫ те курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан ӑна бригадӑра мӗн-мӗн тумаллине ӑнлантарса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Мӗнле вӑйлӑ тырпул тумаллине хӑвӑн кӑтартса парасчӗ санӑн, тӳрпилӗк, тесе юлатпӑр вара…

Ты бы сам показал, какой урожай можно вырастить, а то подумаем, мол, ты белоручка…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Мӗн тумаллине старостӑпа хамӑр пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Арҫын ача пулас тесе, мӗн тумаллине шухӑшласа выртатӑп.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пиллӗкмӗш класа ҫӳрекен Роман шкултан таврӑнсан килти хуҫалӑхра хӑй мӗн тумаллине аван пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Атя, ут эс пирӗн хыҫҫӑн, мӗн тумаллине хӑвах курӑн.

Так что ступай вслед за нами, там сам увидишь, что надобно сделать.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн тумаллине пӗлекенсем пулаҫҫӗ иккен лере.

Они там будут, двое, все тебе скажут, что и как надо сделать.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ейӗкре ав ялӗ-ялӗпе ҫӗкленнӗ тет, мӗн тумаллине никамран та ӑйтса тӑман.

— На Яике вон люди все как один целыми деревнями поднялись, никого не спрашивая.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех