Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тулккисӗр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апатне тата выльӑх пек ҫиет, ним тулккисӗр: йывӑҫ чашӑкран яшкапа ҫемҫетнӗ ҫӑкӑр турамне хыпа-хыпа чӑмлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халь ӗнтӗ Чочойӑн шухӑшӗсене урнӑ ҫил ярса илсе, таткаласа тӑкса, унталла та кунталла ним йӗркесӗр, ним тулккисӗр ывӑтать тейӗн…

Мысли Чочоя сейчас словно подхватил бушующий ветер, разорвал в клочья и теперь бросал, бросал в разные стороны беспорядочно, бестолково.

Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Эсӗ ан итле, ху та ман пуҫ ҫине тӗрлӗ ҫӳп-ҫап тӑкма чарӑн! — хуравларӗ Корней, ним тулккисӗр, чарӑнма пӗлмесӗр хирӗҫекен кӗрӳшне майлӑ шӑлма чарӑнас тесе.

— А ты не слушай, но и сам перестань всякий мусор мне на голову сыпать! — решив больше не потакать бестолковой и неуемной дерзости зятя, отвечал Корней.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех