Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр сӑрисемпе туйсем вӑхӑтӗнче хӗрсем тухья ҫине шурӑ вӑрӑм калпак ⎼ «мамӑк калпак» тенӗскерне ⎼ тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Туйсем чечен те шукӑль тумсен хӑйне евӗрлӗ куравӗсем пулнӑ темелле.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Кӗленчене пуҫтарса хурса йӗре-йӗре упӑшкисене аса илме тытӑнчӗҫ: туйсем, ытти хаваслӑ самантсем, ачасен ҫуралнӑ кунӗсем куҫ умне тухрӗҫ, сасартӑках — хура, тӗпсӗр шӑтӑк: упӑшкисене вӑрҫа ӑсатнӑ кун, «вилӗм хучӗсен» вӑрӑм черечӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр сӑмахпа каласан пурнӑҫ вӑл — савӑнӑҫ, уявсем, туйсем, ҫуралнӑ кунсем ҫеҫ мар.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем те туйсем кӗрлеттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ун пек туйсем епле тӑвӑн эс халь?

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Илтнӗ-и эсӗ, Егор Кондратьевич, ӗлӗк туйсем еплерех пулнӑ?

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Акӑ туй та акӑ туй, Пирӗн туйсем ҫаплалла! — Турикасри туй сасси Янӑратать ҫур яла.

Куҫарса пулӑш

Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

— Апла туйсем тӑрӑх кӑна ҫӳретӗр? — йӗкӗлтеме чарӑнмарӗ улан.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сарӑ аллипе сухалне юсаса, ҫулӑ тутине кӑтартса, старик купецсен пурнӑҫӗ ҫинчен калама тапратать; суту-илӳре ӑнӑҫусем пулни ҫинчен, ӗҫке яра панисем ҫинчен, чирленисем ҫинчен, туйсем ҫинчен, арӑмсемпе упӑшкисем пӗр-пӗрне улталанисем ҫинчен.

Расправив бороду желтой рукой, обнажив масленые губы, старик рассказывает о жизни богатых купцов: о торговых удачах, о кутежах, о болезнях, свадьбах, об изменах жен и мужей.

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Туй тени шуткӑ япала мар та-ха у. Ай-уй, ытла нумай кӗтмелле-ҫке пирӗн туйсем пуласса, унччен, тен, Типменти чӑп тулли шыв та юхса, шарласа пӗтӗ-и-ха…

Свадьба дело не шуточное. — А нашей свадьбы, боюсь, долго ждать придется. Вся вода до той поры из Ваттала испарится.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗмӗл тата ылтӑн туйсем.

Серебряная и золотая свадьба.

Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫапах та хальхи туйсем аваллӑхрисемпе танлаштарсан — ҫӗрпе пӗлӗт.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Туйсем сахалланчӗҫ, ача-пӑча сасси сайрарах илтӗнме пуҫларӗ.

Свадеб стало меньше, упала рождаемость.

Пиллӗкмӗш чӗрӗк // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 3,5,7 с.

Ҫурҫӗр иртсе тул ҫутӑлма пуҫличченех ӗҫсе-ҫирӗҫ, питӗ чаплӑ пулчӗ ӗҫки-ҫики, халь ун пек чаплӑ туйсем тӑваймаҫҫӗ ӗнтӗ.

Пировали до поздней ночи, и шоровали так, как теперь уже не пируют.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫаксем пурте вӗсем ялан пулакан япала ӗнтӗ: туйсем те, кинокартинӑсем те, лекцисем те, пухусем те ҫулсеренех пула-пула иртнӗ.

Все это, разумеется, было явлением обычным — и свадьбы, и кинокартины, и лекции, и собрания повторялись из года в год.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Юриех тенӗ пек туйсем пула-пула иртеҫҫӗ — площадь урлӑ шухӑ лашасем кӳлнӗ виҫ-тӑватӑ туй ҫуни ҫил пек вӗҫтерсе иртмен вырсарникун та пулман.

Игрались свадьбы, — не было такого воскресенья, чтобы через площадь вихрем не пролетали свадебные поезда из трех-четырех саней в резвой конной упряжке.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах ҫу иртсе кайнӑ, туйсем тумалли вӑхӑт — хӗл килсе ҫитнӗ, ывӑлӗ ҫаплах-ха авланас пирки сӑмах хускатман.

Но прошло лето, настала зима — пора свадеб, а сын так и не заводил разговора о женитьбе.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ывӑлӗн тантӑшӗсем пурте ӗнтӗ туйсем туса ирттернӗ.

Все его ровесники уже отгуляли свадьбы.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫав сӑвӑ-юрӑра йывӑр хуйхӑ-суйхӑ та, чӑнкӑр-чанкӑр сӑнчӑр та, тӗттӗм тӗрмесемпе суран-шыҫӑсем те пур, вӗсемпе пӗрлех тата шаритленӗ така какайӗ те, кӑпӑкланса тӑран хӗрлӗ эрех те, хӑватлӑраххи те, эрни-эрнипе пыракан тав-шуйлӑ туйсем те, каҫхи асамлӑ вӑйӑсем те, ешӗл вӑрманпа сулхӑн кӗтес те — пурте, пурте халӑх сӑввине-юррине хывӑнса пысӑк тинӗс тунӑ.

В этой поэзии тяжкие муки, длинные цепи, темные темницы и гнойные раны перемежаются с жирными жареными барашками, красным пенистым вином, крепкой водкой, шумными свадьбами, веселыми хороводами, зелеными лесами и густой тенью; и все это претворилось в целое море песен.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех