Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тихаллӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тихаллӑ кӗсререн кашкӑр юлать-и?

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак самантра алӑкран тимӗр кӑвак лаша кӗчӗ, вӑл паллӑпа кӑтартса мана хӑй хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш пӳлӗме кӗме хушрӗ, кунта эпӗ икӗ тихаллӑ пӗр илемлӗ кӗсре куртӑм.

В эту минуту в дверях снова показался серый конь и знаками пригласил меня войти за ним в третью комнату, где я увидел очень красивую кобылу с двумя жеребятами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вара куҫа ирӗке ятӑм: пиҫсе ҫитнӗ ырашӑн хумханакан уйӗсем, тӗксӗм ҫӗртме пусси, унта та кунта сухапуҫ, хресчен, тихаллӑ кӗсре, ҫухрӑм юписем; пирӗнпе хӑш ямшӑк пынине пӗлме ларкӑч ҫинелле те пӑхса илтӗм; ман питӗм ҫинчи куҫҫуль типсе те ҫитейменччӗ-ха, шухӑшӑмсем, тен, ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑ аннерен аякра пулчӗҫ.

Я стал смотреть кругом: на волнующиеся поля спелой ржи, на темный пар, на котором кое-где виднелись соха, мужик, лошадь с жеребенком, на верстовые столбы, заглянул даже на козлы, чтобы узнать, какой ямщик с нами едет; и еще лицо мое не просохло от слез, как мысли мои были далеко от матери, с которой я расстался, может быть, навсегда.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сайра хутран, питӗ сайра хутран анчах хулӑн пиртен ҫӗленӗ сюртук тӑхӑннӑ мӗнле те пулин чухӑн ҫӗр улпучӗ темле ҫӑмӑл урапапа шалтӑртаттарса, ҫӑнӑх миххисен хушшинчен пӑхкаласа тихаллӑ турӑ кӗсрине ҫаптарса иртсе каять.

Редко, очень редко какой-нибудь помещик, имеющий одиннадцать душ крестьян, в нанковом сюртуке, тарабанит по мостовой в какой-то полубричке и полутележке, выглядывая из мучных наваленных мешков и пристегивая гнедую кобылу, вслед за которою бежит жеребенок.

Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Ку кулать: «Пӗрре пур, анчах вӑл сирӗн вӑрҫӑ ӗҫне юрӑхлӑ мар: кӗсре, тихаллӑ, ӗмӗртекенскер», — тет.

Он и говорит: «Одна есть, но она по вашему военному делу негожая: кобыла, к тому же подсосан с жеребенком».

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан хӑй атарщикра ҫӳренӗ чухне утланса ҫӳренӗ амӑшай тихаллӑ кӗсрине нӑхталарӗ те анкартине ҫавӑтса тухрӗ.

Потом обратал подсосую кобыленку, на которой служил когда-то в атарщиках, вывел ее на гумно.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех