Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирпейлеме (тĕпĕ: тирпейле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пилӗк ачине йӗркеллӗ пӑхма та, пӳрт-ҫурта тирпейлеме те, тулӑх апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме те ӗлкӗрет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Ӗнерхи ӗҫкӗ хыҫҫӑн пӳртне те тирпейлеме ӗлкӗреймен-мӗн-ха, урайӗ хура, сӗтел ҫинче пуҫтарман чашӑк-тирек; йӑрхахра манса хӑварнӑ ҫелӗк купи.

В доме после вчерашней пирушки было не прибрано: пол грязный, на столе немытая посуда, пустые бутылки; на деревянном крюке висят забытые шапки гостей.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тата эсӗ ху та Яриле старике тирпейлеме пулӑшрӑн.

А потом старика Яриле не ты ли помог отделать?

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе шывӑн 72 объектне тирпейлеме, яллӑ вырӑнсенчи 44-не хӑтлӑлатма, 33 шыв управне тасатма, пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ 19 объекта юсама палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Парти проекчӗ ялсене тӗрев парать // Ю.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Кӑҫал проектпа килӗшӳллӗн ял территорийӗсене хӑтлӑлатма — тӑватӑ проект, компактлӑ ҫурт-йӗр тума — тӑватӑ, ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗпе — пӗр проект, ҫавӑн пекех пуҫарулӑх 896 проекчӗпе автомобиль ҫул-йӗрӗн 371 участокне, коммуналлӑ хуҫалӑхӑн 162 объектне, 35 масар территорийӗсене юсаса тирпейлеме, ача-пӑчана вылямалли 50 лапама, 58 кану вырӑнне, социаллӑ тата культурӑллӑ сферӑн 52 объектне хута ямалла.

Куҫарса пулӑш

Парти проекчӗ ялсене тӗрев парать // Ю.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Вӑрҫӑ пырать пулсан та, вӑй ҫитмест-им-ха ҫак вӗт-шака тирпейлеме? — машинӑна тӗллесе кӑтартрӗ Сахрун.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн кӑна туман пулӗ эпӗ: кӗнеке те вуларӑм, ӳкертӗм те, атте-аннене кил-ҫуртра тирпейлеме тата ҫум ҫумлама та пулӑшрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ шкулта // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11167 ... -kanikulta

Ахтупай вӑрҫнине хӑлхана чикмесӗр вӑл ҫӗр пӳрте тирпейлеме, арҫынсем касса хатӗрленӗ пушӑта тӗркесем туса тула кӑларма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсене пулӑшмалли эрне: килте тирпейлеме, такама кӗтсе илме е ӑсатса яма ыйтӗҫ.

Это неделя помощи вашим родным и близким: вас могут попросить помочь по дому, кого-то встретить и проводить.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере эсир хӑвӑрӑн тата этемлӗхӗн прависемшӗн кӗрешме, хутшӑнусене уҫӑмлатма, ачасене воспитани пама, кивӗ япаласене тухса пӑрахма, килте тирпейлеме пултаратӑр.

На этой неделе вы можете бороться за свои права и права всего человечества, выяснять отношения, воспитывать детей, разбирать старые завалы, выкидывать ненужный хлам, делать генеральную уборку.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑмлана хӑвӑрт тирпейлеме хӑмла типӗтекен машина тата хуҫалӑхри комбайн пулӑшаҫҫӗ.

Для быстрой обработки хмеля помогают хмелесушильная машина и комбайн хозяйства.

Республикӑра хӑмла пуҫтарма пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32867.html

Килте тирпейлеме, выльӑха пӑхма та наянланатӑр.

Также вам может быть трудно заставить себя убираться в доме, ухаживать за домашними животными и растениями.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне пуҫламӑшӗнче ҫӑлтӑрсем килте тирпейлеме сӗнмеҫҫӗ.

В начале недели звезды не советуют Ракам устраивать генеральную уборку в квартире.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ юсав ан тӑвӑр, пӳртре тӗплӗ тирпейлеме ан палӑртӑр.

Сейчас никаких ремонтов и генеральных уборок!

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юсав ӗҫӗ тума, урӑх ҫӗре куҫма, пӳртре тирпейлеме юрать.

Можно делать ремонт, совершать переезд, устраивать генеральную уборку.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсем усӑсӑр хутшӑнусенчен хӑтӑлма, кил-тӗрӗшре тирпейлеме тӑрӑшӑр.

На выходных полезно избавляться от старых ненужных контактов, проводить генеральную уборку в доме.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тукай таврӑннине тарҫӑсем те сиснӗ ӗнтӗ, картишӗнче унӑн-кунӑн чупкаласа тирпейлеме ӗлкӗреймен япаласене тирпейлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Иртӗр, Павел Николаевич, — текелесе, хӑна пӳлӗмне чӗнчӗ ӑна Максимова, сӗтел тирпейлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫитменнине, халь тата Иливан виллине чипер тирпейлеме те чараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗркунах каларӑм-ҫке сана, кил-ҫурта тирпейлеме ҫамрӑк хӗрарӑм туп терӗм.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех