Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тинкине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калӑн ун умӗнче ҫирӗм ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрӗ мар, ӗмӗр хур кӑтартса тинкине кӑларнӑ тӑшманӗ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Юнашар ялти хитре матка килсен ӑна ухмах ачипе арӑмӗ сӑнаса тӑрса тинкине кӑларчӗҫ.

К нему приехала на лечение из соседней деревни одна красавица, а жена со своим дурачком-сыном ходила за ним след в след.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗтӗм вӑй ирӗклӗхне пухса, вӑл ҫав картинӑна сӳнтере-сӳнтере лартнӑ, анчах пӗччен юлсанах, тата ытлашши ӳсӗр пулмасан каллех сӗмленме пуҫланӑ, каллех ҫав аташу йывӑрлӑхӗпе тинкине кӑларнӑ.

Усилием воли он гасил эту картину, но, лишь только оставался один и был не очень пьян, — снова наполнялся бредом, вновь изнемогал под тяжестью его.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Манӑн пиччене вара йӑлтах силлесе тинкине кӑларчӗ.

А моего брата закачало совсем.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Йывӑр ӗҫпе асаплантарса тинкине кӑларнӑ салху этемсем, пӗр-пӗччен ҫын ҫав тери хирӗҫлеме пултарнине кура, хӑйсен паҫҫивлӑхӗшӗн хӑйсене ӳпкев тивнине туйсах тӑраҫҫӗ.

Сумрачные, измученные тяжелой работой люди чувствовали в сопротивлении одного человека укор своей пассивности.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вӑкӑрне ӳпре-пӑван аптӑратса тинкине кӑларнӑ-мӗн, — шӑрӑхпа тата ывӑннипе хӑшкӑлса ҫитнӗ те, ҫынсене ҫывӑха та пыртармасть.

Быка измучили оводы и мошкара, он ошалел от жары и нуды, не подпускал к себе людей.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро аллаппийӗ ҫине юнлӑ сурчӑкпа ҫур шӑл катӑкӗ сурса кӑларчӗ те хӑйӑлтатакан сасӑпа: — Айта, Гришка. Эпир лайӑхах тинкине кӑларатпӑр-ха унӑнне… — терӗ.

Петро бережно выплюнул на ладонь кровь и половину зуба, сказал хрипло: — Пойдем, Гришка. Мы его в однорядь подсидим…

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавна пула номерсенче кирек хӑҫан та йӑвалантара-йӑвалантара тинкине кӑларнӑ япаласен, кивве юлнӑ табак тӗтӗмӗпе атӑ ҫӑвӗн вараланчӑк шӑрши пуланса йӳҫет.

От этого в номерах всегда стоял затхлый, грязный запах заношенного белья, застарелого табачного дыма и смазных сапог.

XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Сӑнарлӑ тӑвас тенӗ пулӗ те автор, анчах сӑмах купи ҫеҫ пулса тухнӑ: «Усал кӑмӑлӗ Антун арӑмне (?) йӗнерлесе утланчӗ те: атя шӑл ҫыртса, алӑ чӑмӑртаса, харкашма каятпӑр!» — тесе тинкине кӑларчӗ» (8 стр.).

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Сутӑҫсен тинкине илме пуҫланӑ — ытла та харсӑр хӑтланма тытӑннӑ, тӑр кӑнтӑрлах вӑрлама вӗренсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех