Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тикӗсреххӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Табак хӑрушла хӑватлӑ; сиксе вӗрекен, тилӗрекен хумсем ҫу сапсан лӑпланнӑ пекех, — табак та туйӑмсен вӗчӗрхенӗвне ҫемҫетсе вӗсене темиҫе сий аяларах антарать; туйӑмсем тикӗсреххӗн, ҫепӗҫреххӗн янӑрама тытӑнаҫҫӗ.

Табак страшно могуч; как масло, вылитое в скачущий разрыв волн, смиряет их бешенство, так и табак: смягчая раздражение чувств, он сводит их несколькими тонами ниже; они звучат плавнее и музыкальнее.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Конопатовсен ҫуртӗнчех ҫиленни каллех ҫиеле тухма пуҫларӗ, анчах, хӑй чарусӑррине пӗлсе, ӑшӗнче мӗн чухлӗ ытларах вӗресе тӑчӗ, ҫавӑн чухлӗ лӑпкӑнрах та тикӗсреххӗн калаҫма тӑрӑшрӗ.

Раздражение, накопившееся еще в доме Конопатовых, снова стало овладевать им, но, зная свою вспыльчивость, он старался говорить тем спокойнее и ровнее, чем сильнее закипало у него внутри.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пирвайхи самантра ҫӗр ҫийӗн йывӑррӑн, аран-аран, тикӗссӗн мар чупса кайрӗ, унтан сасартӑк ҫӗр ҫумӗнчен хӑпрӗ те ҫӳлелле, хӑвӑртрах, кашни минутрах тикӗсреххӗн вӗҫе пуҫларӗ.

В первый момент с трудом, неуклюже, неровно побежала по земле, и вдруг оторвалась, и вот уже летит выше, быстрее, ровнее с каждой минутой.

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах лаша, кӗлеткипе тӑсӑлса ӳксе малалла тикӗсреххӗн талпӑнса чупма тытӑннӑ май, Григорий ҫул кӑтартса аллинчи чӗлпӗре кӑшт ҫеҫ хускатнине те итлекен пулчӗ.

Но чем дальше и ровнее стлался в машистом намете конь, тем больше повиновался он еле заметному движению руки, направлявшей его бег.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Манӑн мӗнле тикӗсреххӗн те илемлӗреххӗн каласа парас-ши? — ыйтнӑ вӑл, анчах кирлӗ ответне тупайман.

«А как бы мне рассказать без запинок и красивом? — спросила она себя, но не нашла нужного ответа.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех