Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивекен (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та пӗр ҫынна тивекен субсиди шайӗ 500 пин тенкӗрен иртмелле мар.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Вӑл «Раҫҫей Федерацийӗнчи туризм ӗҫӗ-хӗлӗн никӗсӗсем ҫинчен» федераллӑ саккуна «экскурси», «ҫулҫӳрев», «поход» тата «экспедици» ӑнлавсене кӗртсе туризма пырса тивекен право хутшӑнӑвӗсенчи ҫитменлӗхсене пӗтерме май парӗ», — пӗлтернӗ А.Салаева.

Куҫарса пулӑш

Икӗ пуҫарупа тухнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%b8%d0%b ... %bd%d3%91/

Тепӗр тӗлте, ватӑ ҫӑка ҫинче, салакайӑксем, «профсоюз пухӑвне пухӑнса», хӑйсен пӗр-пӗр айӑпа кӗнӗ тӑван-туканӗн ятран тивекен ӗҫне-хӗлне тавлӑн-шавлӑн сӳтсе явса хаклаҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫемьене, ачасене пырса тивекен ыйтусене тимлӗр.

Займитесь вопросами, касающихся семьи и детей.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унӑн тӗп тӗллевӗ — наркоманипе ҫыхӑннӑ саккунсем, ку енӗпе саккуна пӑссан тивекен яваплӑх пирки ӑнлантарасси, наркотикпе суту-илӳ тӑвассине, унпа усӑ курассине хирӗҫ кӗрешессине профилактикӑласси тата ҫак ӗҫе общественноҫа анлӑн явӑҫтарасси.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Кӗҫех тата, ҫамрӑксене ытларах хӑпартлантарса, купӑсҫӑ аллинчен чуна пырса тивекен илемлӗ кӗвӗ шӑранса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кашни ҫын пуҫне тивекен вӑтам тупӑш шайӗ юлашки 3 ҫулта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен 2,5 хут иртсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Пӗлтӗр малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх кашни ҫын пуҫне тивекен укҫа тупӑшӗ 16697,4 тенкӗпе танлашнӑ, виҫӗмҫулхинчен - 9,4 процент, 2008 ҫултанпа 1,9 хут хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ытлашши калаҫмасть хӑй, анчах витӗмлӗ те тӗл тивекен сӑмахӗсем легальнӑй марксистсене пӑталасах лартаҫҫӗ, хӑйпе пӗр шухӑшлисене савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприяти культура ӗҫченӗсем хатӗрленӗ чуна пырса тивекен сценкӑран пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Ирӗк паратӑр пулсан, манӑн ҫакна калас килет: пирӗн хамӑра тивекен ҫӑкӑр татӑкӗшӗн кӑна мар, хамӑрӑн ытти правасемшӗн те кӗрешмелле.

Если разрешите, я хочу сказать, что мы должны бороться не только за порцию хлеба, но и за другие свои права.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫав эпизодсем вара унӑн шкулти кун-ҫулне — вал шкула кӗресшӗн хапха умӗнче эрни-эрнипе кӗтнине, лаҫра мӗнле ӗҫленине, унӑн чуна пырса тивекен, ирӗке тухма чӗнсе янӑракан юррисене тӑтӑшах аса илтерчӗҫ…

Ниточка за ниточкой сплетались эти эпизоды в ткань его жизни: как он ожидал там, у ворот, пока его приняли в школу; как работал; какие песни пел, задушевные, словно зовущие куда-то на простор…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Хура сухаллӑ преподаватель господин кунта ирхи ҫӑкӑра хамӑра тивекен пай тесе мар, хушса панӑ ҫӑкӑр тесе каламалли ҫинчен ӑнлантарчӗ.

— Господин преподаватель с бородой говорил тут, что утренний хлеб называется не порцией, а добавкой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кашни ӑрӑва, тӗнчери кашни ҫӗршыва, халӑха, ҫынна пырса тивекен ҫавӑн евӗр урӑх професси те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Сана кунта тивекен ҫук! — кӑмӑллӑн калаҫрӗ унпа Тимофей Михайлович.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тӗрлӗрен кирлӗ темӑсене хускатрӗҫ: оборудовани туянма тӑкакланӑ укҫа-тенкӗ пайне тавӑрасси; социаллӑ предпринимательлӗх категорине лекекенсене тата ҫамрӑксене, хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсене тивекен ҫӑмӑллӑхсем тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

— Эс кама кӗтетӗн тата? — терӗ тарҫӑсенчен пӗри, Тукая амӑшӗ енчен тӑван тивекен Питтапай.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Владимир Андреевич Старицкий, ашшӗнчен тӑван тивекен пиччӗшӗ, ӑмӑрту пирки калаҫасшӑн та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Походра турттарса ҫӳрекен лутра чиркӳ картлашки ҫинче Иван патша, унӑн ашшӗ урлӑ тивекен тӑванӗ Владимир Андреевич князь, Сильвестр протопоп, патша арӑмӗн пиччӗшӗ Захарьин боярин курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем Хусана иккӗн икӗ ҫыру ҫырса ячӗҫ: государь — Кулла Шериф сеид патне Шигалей — хӑйне таҫтан тӑван тивекен Едигер патне.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех