Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теттепе (тĕпĕ: тетте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑла-йӗркене пӑхӑнмасӑр, туй-ҫуй тумасӑр арӑм пулнӑ ҫынна теттепе, хӑйне ачапа танлаштарни айванла пулнине ӑнланать-ха, пурпӗр темле ачалла савӑнӑҫ хыттӑн пӑчӑртать ӑна пур енчен.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Службӑра тӑракан йытӑсенчен нумайӑшӗ ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн тутлӑ ҫимӗҫ ыйтаҫҫӗ пулсан, Риксӑна вара теттепе хавхалантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625

Ҫакӑн евӗр чӑваш тумӗллӗ теттепе пирӗн ентеш Андриян Николаев 1962-мӗш ҫулта ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӑлтӑрсем патне ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Космонавтика паттӑрӗсене сума суса // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60739

— Ҫук, хӗрӗм, ку юратни мар, ку юратӑвӑн астаракан вӑйӗпе теттепе вылянӑ пек выляни ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Мучи, ҫак теттепе вылям-и? — малтанхиллех хаваслӑ ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

— Курӑр-ха епле теттепе ҫӳрет вӑл? — аллинчи пистолетне ҫӗклесе кӑтартрӗ Пантелеймон Матвеевич.

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Маргаритӑна теттепе улӑштармашкӑн кунтан лайӑх вырӑн тупма та ҫук, — терӗ Женя.

— Видишь, — заметила Женя, — лучшего места для обмена не найти.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Тӑватӑ ҫулти ывӑлне Ваньӑна теттепе савӑнтарас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ку вӑхӑтра теттепе вылямалла манӑн, велосипедпа ярӑнмалла, хитре ӳкерчӗклӗ кӗнекесемпе савӑнмалла. Анчах унпа та, кунпа та выляс кӑмӑл ҫук. Аттене ҫеҫ ҫӑласчӗ», — шухӑшланӑ куҫҫульленсе.

В это время мне нужно играть в игрушки, кататься на велосипеде, радоваться книжкам с красивыми картинками. Только нет желания играть ни в то, ни в другое. Только бы отца спасти", - думал он со слезами.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех