Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тесен (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн тесен леш кашкӑрӗ тем чухланӑ пек пулчӗ те ун-кун пӑхкаласа илнӗ хыҫҫӑн каялла, тӗмсем хыҫнелле чака пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, ку тем тесен те ахӑрсамана хыпарҫи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эп тесен, пӗрне-пӗрне хама вӑрласа кайма та пулӑшӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирлӗ пулсан, халь тесен халь персе яма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр тесен, сӑмахӗ те тӗрӗс ҫав унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни этемре, мӗн тесен те, халӑх хавалӗ пурах ҫав, хӑй халӑхне ытла мӗскӗн, ҫын куллин курас килмест унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Халӗ ӗнтӗ, ачам, сываласах тесен, ҫак шыва санӑн Валтиелри Эпрахиль вилтӑпри ҫинчи чул юпа ҫине кайса сапас пулать, юман кӑмпине — юпа ҫумне хурса хӑварас пулать.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен вӗсем – ҫын мар, тискер кайӑкран та ирттерекен усал.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Телейлисен ҫӗршывӗнче пусмӑр та, хӗн-асап та пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен унта Ахпӑлатпа Савантер пеккисем те, ҫак шалча ҫинчи пуппа Килтешри Иннокентий евӗрлисем лекеймеҫҫӗ…»

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр тесен, ҫарпуҫӗ хӗр-и, арҫын-и, — ӗҫӗ унта мар.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр тесен, Укаслу айӑплӑ-им-ха вара?

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Тепӗр тесен, Пинершӗн те, ман телейӗм ҫапла ҫухалнӑшӑн та вӑл айӑплӑ мар-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитес ҫӗре часрах ҫитес тесен тикӗс ҫул тупмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑмшак мӗн тесен те канмах ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Куна ӑнланас тесен, сирӗн ман хуҫа мӗнле авланнине пӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тепӗр тесен, таса атте, сан сассуна кӗтмен ҫӗртен илтсен тепри лаплатса та ӳкӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пуппа сӑмахлакана чунсӑр, шелсӗр, хӑй кӑмӑлне каймансере икӗ шӑтӑкӗ витӗр халь тесен халь хыпса ҫатма хатӗр нихҫан курман тискер чӗрчун евӗр курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тепӗр тесен, юрӗ ӗнтӗ, чӑтам; мухтани хурлани мар, чуна ыраттармасть.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен тӳре-шаран халь урӑх шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен тахҫан ӗлӗкех патша указӗпе чӑвашсене тимӗрҫ лаҫҫисем тытма, хӗҫсемпе сӑнӑсем, пӑшалсем тума чарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех