Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тесен (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Постра тӑнӑ чухне мӗн ҫумне те пулин таянма тата ларма юраманни ҫинчен хытӑ асӑрхаттарчӗ вӑл, мӗншӗн тесен мӗнпур инкексем ҫакӑнтан пуҫланаҫҫӗ те: часовой ҫывӑрса кайма пултарать, куна пурнӑҫри тӗслӗхсем кӑтартнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Мӗнех, колхоз клубне эпир халь Христинӑпа Валя пек, техникума кайма шутланӑ Валери пек ҫамрӑксен ячӗпе тӑвӑпӑр, мӗншӗн тесен вӗсен айванлӑхӗ, чӗркӗмӗл пек таса туйӑмӗ манӑн чӗрере тарӑн шухӑшсем, тарӑн туйӑмсем ҫуратрӗ…

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Вӑт, Петя, эпӗ сана пулӑшма хам та пултараймастӑп халь, мӗншӗн тесен хам та аташса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Нумай йӗме юрамасть, мӗншӗн тесен куҫ пӑсӑлма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Айвантарах пулнӑ ҫав, паллах, тупах тумалла пулман ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Тарук ман ыйтӑва пурнӑҫламасӑр хӑварма та ҫӑмӑллӑнах пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Эпӗ халь ӗнтӗ каялла чакма ниепле те пултарайман, мӗншӗн тесен хам умра хам тупа тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Куна вӑл лайӑх пӗлет, мӗншӗн тесен ӗнер унӑн икӗ юлташӗ военкоматра пулнӑ та иккӗшӗ те повестка илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Алтаккин пичей пӑшалне йӑтаканни вара — чи телейли, мӗншӗн тесен упанни пек тӗл перекен пӑшал тӗнчере урӑх пӗрре те ҫук!..

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Эпӗ, унпа хытӑ вӑрҫса кайса, ҫыхӑнӑва яланлӑхах татас тесе пынӑччӗ, анчах вӑрҫма пултараймарӑм, мӗншӗн тесен хам айӑплине хамах лайӑх туйни чарчӗ ҫакна тума.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Чап ҫинчен генисем ӗмӗтленмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен ун валли вӑхӑт ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Паллашӑр, ку — манӑн пичче, — тесен, эпӗ питӗ тӗлӗнтӗм тата хӗрелтӗм, анчах Анфиса мана ҫак ҫӑмӑлах мар лару-тӑруран питӗ ҫӑмӑллӑн хӑтарчӗ: вӑл ман ҫинчен пӗр иккӗленӳсӗр ӗненмелле япала суйса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӑл эпӗ авланнине пӗлетчӗ пулин те, ман арӑм ҫинчен ыйтмастчӗ, мӗншӗн тесен Зина сӑн-сӑпачӗн илемӗ унӑн сӑн-сӑпатне ҫитейменнине ахаль те ӑнланатчӗ, Зина чун-чӗрин илеме унӑннинчен ҫӳлтине каллех ыйтмасӑрах пӗлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫапла, эпӗ унӑн хваттерне лайӑх пӗлетӗп, мӗншӗн тесен унта сахал мар пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫав укҫаран кашни уйӑхрах пӗр пайне эпир перекет кассине хурса пыраттӑмӑр, мӗншӗн тесен кӑштах укҫа пухсан, Зина мана института вӗренме ярасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӑл унран халь ҫеҫ мар, унччен те час-часах тӗлӗнетчӗ-ха, мӗншӗн тесен Ваҫҫа кас-кас хӑйне ытла та тӗлӗнмелле тытать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Анчах халь ӳпкелешмелли ҫук ӗнтӗ, мӗншӗн тесен, сан патна ҫитеймерӗм пулин те, манӑн пурнӑҫра ҫителӗклӗ таранах пысӑк улшӑну пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Кичемлӗхе сирсе ярас тесен, чи малтан ҫав кичемлӗхӗн сӑлтавӗсене пӗлес пулать…

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫак кӗвӗ маншӑн, чӗрене вӑл чылай чух йывӑррӑн хӗссе илет пулин те, яланлӑхах чи ҫепӗҫ те чи хаклӑ кӗвӗ пулса юлчӗ, мӗншӗн тесен унпа эпӗ ҫӗнӗ ҫул ҫине тухнӑ тата вӑлах — манӑн малашнехи юрату пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Мӗншӗн тесен — суятӑр! — ҫаплах ҫиҫсе каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ун чухне вӗсен, паллах, калаҫни, ӑнлантарма тӑрӑшни кирлӗ те марччӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пӗр-пӗрне, пӗр-пӗри мӗн шухӑшланине, мӗн чӑтса ирттернине пӗр сӑмах каламасӑрах ӑнланма пултарчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех