Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Совет Союзӗнчи Коммунистсен партин XXII съезчӗ отчетлӑ доклад тӑрӑх йышӑннӑ резолюцире ҫакӑн пек каланӑ: «Юлашки ҫулсенче литературӑпа искусствӑра пирӗн пурнӑҫа тӗрӗс ҫутатса паракан, ҫӗнӗ ҫынсен — коммунизм тӑвакан ҫынсен характерӗнчи уйрӑмлӑхсене кӑтартса паракан паллӑ произведенисем чылай пулчӗҫ», тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Санта-Крус геологи уйрӑмлӑхӗ шутне пӗтӗмӗшле тенӗ пекех сыхланса юлнӑ 2 ҫухрӑм тӑршшӗ тата 10 м яхӑн ҫӳллӗш лава тоннелӗ кӗрет.

Геологической особенностью Санта-Крус является почти полностью сохранившийся лавовый тоннель длиной 2 км и высотой почти 10 м.

Санта-Крус // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D0% ... %BE%D1%81)

Лай биржӑра регистрациленӗ тата Тайваньре вырнаҫнӑ транснациллӗ мӗнпур предприятисемпе компанисене тупӑшпа эффективлӑрах майпа усӑ курма чӗннӗ, хӑйсен ӗҫченӗсене пуҫласа сӗнекен ӗҫ укҫине ӳстерсен ҫынсен пурнӑҫӗ ҫирӗп пулӗ тата экономика та тивӗҫлӗ шайра ӳссе пырӗ тенӗ.

Лай призвал все предприятия, компании, зарегистрированные на бирже, и транснациональные компании, базирующиеся на Тайване, разработать более эффективный способ распределения прибыли для поддержания роста экономики и поддержания стабильного уровня жизни за счет повышения стартовой заработной платы, предлагаемой сотрудникам.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Вице-президент вырӑнне йышӑннӑ хыҫҫӑн Лай 2025 ҫул тӗлне тӗп правительство пӗтӗмӗшле 45 млрд ҫӗнӗ тайвань долларлӑх (1,48 млрд АПШ долларӗ) инвестици тӑвасси пирки шантарнӑ, ҫапла май Пэнху «таса энергипе» ӗҫлекен округ пулса тӑрӗ тенӗ.

На посту вице-президента Лай обещал, что к 2025 году центральное правительство инвестирует в общей сложности 45 млрд новых тайваньских долларов (1,48 млрд долларов США), чтобы Пэнху стал «зеленым» округом, работающим на «чистой энергии».

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

V ӗмӗрӗн пӗрремӗш пайӗнче хунсен йӑхӗ ертсе пынӑ огурсем пӗтӗм Европӑна тенӗ пекех ҫӗнсе илнӗ, нумай халӑхлӑ питӗ пысӑк патшалӑх туса хунӑ.

В первой половине V века огуры под управлением племени гуннов завоевали почти всю Европу и создали огромную многоэтничную державу.

Огурсем // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D0% ... 0%B5%D0%BC

Анчах та Викенра пурӑнакан мӗнпур халӑха вӑтам ӗмӗрсенчи ҫӑлкуҫсенче «викинг» мар, урӑхла — vikverjar е vestfaldingi (Вестфоллӑран) тенӗ.

Однако во всех средневековых источниках жителей Викена называют не «викингами», а иначе — vikverjar или vestfaldingi (от Вестфолла).

Викен (авалхи тӑрӑх) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%92%D0% ... %91%D1%85)

Чхаттисгарх штат Бхарати джаната парти яланах тенӗ пек вӑй тытса тӑракан штатсен шутне кӗрет.

Чхаттисгарх относится к числу штатов, где традиционно сильна Бхаратия джаната парти.

Чхаттисгарх // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A7%D1% ... 1%80%D1%85

XIX ӗмӗр вӗҫнелле гренланди тата яка китсен популяцийӗсене пӗтӗмпех тенӗ пекех пӗтнӗ.

К концу XIX века популяции гренландских и гладких китов были почти полностью истреблены.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Шӑпах ҫак асӑннӑ тӑркӑчӗн конструкцийӗ XX ӗмӗр вӗҫӗччен тенӗ пекех чи анлӑ сарӑлнӑскер пулнӑ.

Именно данная конструкция коньков оставалась доминирующей почти до конца XX века.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Ҫак тӗллевпе спорт инфраструктурине малалла та аталантарса пырӑпӑр, — тенӗ Олег Алексеевич хӑйӗн сӑмахӗнче.

Куҫарса пулӑш

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Чуманкассинчи Урожайная урамра пурӑнакансем те пуҫарулӑх бюджечӗн мелӗпе хӑйсен пӗвине тасатса патӗнчи территорие хӑт кӗртес, пушар машинипе шыв илмелле тӑвас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе кун пек учреждженисене республика шучӗпе пӗршер миллин тенкӗ уйӑрса парса хавхалантарас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Ҫапла вара вутӑпа хутса ӑшӑтмалли кӑмакаллӑ кивӗ клуб вырӑнне ҫӗнӗ клуб ҫӗклес тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Ял ҫыннисем ыйтӑва пуҫарулӑх бюджечӗн мелӗпе татса парас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Чӑваш Енри лӑсӑллӑ ҫамрӑк хунавсене ҫирӗп сыхлаҫҫӗ, ҫавна май кунсерен тенӗ пекех тӗрӗслев рейчӗсем йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ ҫеҫилсе килтӗр // Владимир ГЛУХОВ. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d1%83%d1% ... 82e%d1%80/

Вӑл инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерӗ, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, ҫурт-йӗр тума, промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗнче, логистикӑра, пулӑшу сферинче вӑй илсе аталанса пыма пулӑшӗ», – тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Ачаран спортпа туслӑ пулмалла, ҫитӗнсен вӑл хастарлӑх ҫав тери хаклӑ пулса тӑнине туйса илетӗр тенӗ спорт енӗпе малти вырӑнсене яланах пулнӑ паттӑр.

Куҫарса пулӑш

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

Хӑюллӑ пулас тесен яланах ҫирӗп ура ҫинче тӑмалла», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май.

Куҫарса пулӑш

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

Предприяти валли ҫӗнӗ хатӗр туянтӑмӑр», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/27/chav ... v-elara-ao

Унта юрӑҫсем территори уйрӑмне кӗрекен кашни ялтан тенӗ пекех ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех