Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темӗнле сăмах пирĕн базăра пур.
темӗнле (тĕпĕ: темӗнле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каллех темӗнле вӑй ӑна ҫӳлелле тӗксе кӑларчӗ…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темӗнле мӗскӗн, чирлӗ сӑн-питлӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӗчӗкренех чирлӗрех ӳснӗ, сӑнӗ-пуҫӗ унӑн темӗнле ачашрах, хӗрупраҫӑнни пекрех, ӗмӗрне ҫӗр ӗҫлесе курман улпут ывӑлӗнни евӗртерех.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кур-ха, темӗнле мӑйӑхсӑр чӗчӗ ачи пӗтӗм чапа хӑйне илӗ тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах паян кун Силемпи ним чӗнмест, Еркинейпе Урха ҫинчен пуплемест: «Пӗлместӗп те, темӗнле те Ҫӗрпӳве Килсе кӗнӗ хамӑн ӗссӗн крепӗҫе», Тесе Еркинее суяпа ҫаптарать, Хӑйӗн хуҫи ҫинчен пӗлнине пытарать.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мана, ача чух ҫерҫие те чулпа персе курманскере, вӑрҫӑ тени (кӗнекесем вуланипе, киносем курнипе) темӗнле романтикӑллӑ япала пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Темӗнле лару-тӑрӑва та лекмелле пулчӗ, ялан Турӑ, ҫумри хӗрес упрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

— Атте, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатрӗ вӑл, — ку пулӑ темӗнле лайӑх мар тутӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Темӗнле вӑрттӑн йӑпшӑнса утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Йывӑҫӗ, вӗлтӗренӗ тата темӗнле явӑнакан курӑксем, хӑмла пекскерсем.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах темӗнле ырлӑх пулсан та, малалла каяс пулать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак, темӗнле калама ҫук лайӑх музыка илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— А-ав, темӗнле пысӑк кайӑксем, — тет Ҫатюк.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эрӗм шӑрши тата ҫеҫенхирти темӗнле курӑксен ырӑ шӑрши сӑмсана кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӗсен темӗнле урапасем пур.

Куҫарса пулӑш

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Темӗнле утаман кӗпӗрне хулинчи Совет влаҫне хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Тӑшман // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Темӗнле чейпе пит ҫума хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл, хӗлле темӗнле сивӗ пулсан та, шӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Темӗнле выҫӑ пулсан та, хуҫи ирӗк памасӑр е вӑрласа нихӑҫан та нимӗн те ҫиместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ӗнтӗ эпӗ хамӑн ӑс-пуҫпа, чун-чӗре туйӑмлӑхӗпе-сисӗмлӗхӗпе хам та хуҫа мар — темӗнле палламалла мар асамлӑ вӑй мана юлташсем «старта» тӑнӑ вырӑналла «ҫавӑтса» та каять.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех