Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темӗнле сăмах пирĕн базăра пур.
темӗнле (тĕпĕ: темӗнле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна вӑл каллех хӑй сисмесӗрех турӗ, темӗнле ӑнланмалла мар туртӑм ҫапла хушрӗ ӑна; больница ҫурчӗн алӑкӗнчен тухсан, вӗсем чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Кинора, кӗтнӗ пекех, вӗсем ҫине пурте темӗнле тӗлӗннӗ пекрех пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ирхине пулса иртнӗ ӗҫре темӗнле ытла та пысӑк вӑрттӑнлӑх пур пек туйӑнчӗ ӑна, ҫав вӑрттӑнлӑха унӑн хӑвӑртрах пӗлесси килчӗ…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Альбина, кӗнекипе выляма пӑрахса, кайӑксен юррине итлерӗ, ҫак вӑхӑтра унӑн питӗнче темӗнле вӑрттӑнлӑх пур пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пирӗн ҫывӑхарах темӗнле икӗ кайӑк юрларӗҫ; малтан пӗри чакак евӗрлӗрех кӗскен сас парса илет, ун хыҫҫӑн тепри, вӑрӑммӑн шӑхӑрса, малтанхин юррине малалла тӑснӑ пек юрлать.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

— Эсир ун чухне вырӑсла ҫырманччӗ, темӗнле ют чӗлхепе…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Сасартӑк инҫетре-инҫетре темӗнле ӑнланмалла мар, анчах чӗрене канӑҫ кӳрекен сасӑсем чӗлтӗртетсе илтӗнчӗҫ, вӑркӑш ҫил пит-куҫа ачашласа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Карабинӑн чӗнӗ ахаль те халтан кайнӑ салтакӑн хулпуҫҫине хытӑ касать, мӗнпур ӳт-пӗве темӗнле куҫа курӑнман йывӑрлӑх пусать…

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Анчах мана ҫакӑн чухне темӗнле асамлӑ вӑй кӗрсе кайрӗ пулас — вунҫичӗ хутчен ҫӗклерӗм пукана, хам та тӗлӗнсе кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Анчах эсир мана темӗнле йӗксӗкле ҫын тесе ан шутлӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Пӗр самант вӑл шухӑша кайса пычӗ, унтан, темӗнле пысӑк вӑрттӑнлӑх пӗлтернӗ евӗр, ҫапла каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Кунта вӑл сасартӑк калама чарӑнчӗ те, темӗнле хаваслӑ япала ҫинчен аса илнӗ пек, пуҫне хӑвӑрт сулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Студенткӑн ҫак сӑмахӗсенче темӗнле хӑрушӑ пӗлтерӗш пур пекех, унӑн сӑнӗ тӑруках улшӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ванькин темӗнле хаваслӑ япала ҫинчен калатчӗ, хӑй ҫавна май час-часах санӑн сылтӑм алтунинчен ҫемҫе аллипе ҫепӗҫҫӗн тытса илет…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

…Симфони юлашки пайӗсене Аня вӗҫне ҫитиех темӗнле хӑй те ӑнланмасӑр, йӑвашланса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Григорий ҫеҫ мар, Зиминцев та халь Аня ҫине темӗнле тинкерсе пӑхрӗ, вӗсем хыҫҫӑн, ҫакна курса, юлашкинчен (ну, мӗн кирлӗ-ха вӗсене!) Зиминцев арӑмӗ те йӑлтах ҫыпӑҫа пуҫларӗ: пуҫ ыратмасть-и, йывӑр мар-и (Аня пӗр уйӑх каялла ҫеҫ ача ҫуратнӑ-ҫке!), чирлесе ӳкмерӗн-и?..

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ӑна пӗр вӑхӑтрах ҫивӗччӗн ыраттаракан та, ҫав вӑхӑтрах кӑшт ҫеҫ савӑнтаракан темӗнле сисӗм тӑршшӗпех шелсӗр пӑчӑртаса тӑчӗ, туйӑмсен вичкӗн хире-хирӗҫлӗхӗ ун чӗрине канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кӑшт тӑрсан, вӗсем мӗнле пуҫланӑ, ҫавӑн пекех сисмесӗр юрлама чарӑнчӗҫ, вара вӑрман, темӗнле, хӑйӗн ҫулҫисене лӑс-лӑс силлесе, чӳхенсе илнӗ пек туйӑнчӗ — концерт хыҫҫӑн алӑ ҫупнӑ евӗрлех…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑл темӗнле илемлӗ музыкӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ӑна тем канӑҫ памарӗ, пуҫра темӗнле иккӗленӳллӗ шухӑшсем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех