Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темелле (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллӑ художник чапӗнчен ытларах ӑна хула илӗртрӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мухаровӑн нимшӗн те пурнӑҫа ӳпкелемелли ҫук темелле, ҫапах вӑл хӑйӗн ҫывӑх палла тӑранӗ умӗнче мухтанма, вӗҫкӗнленме юратмасть.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Акӑ, сирӗн ҫӗрӗрсем те юнашарах, пӗр пек ҫӗрех, ҫыннисем те ҫав ҫынсемех темелле.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Урамра ҫынсем курӑнсах каймаҫҫӗ-ха, ыйхӑран вӑранман темелле.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тумалли нумай-ха пирӗн, а ҫичӗ ҫуллӑх вӗҫленесси инҫе те юлмарӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫулӗ питӗ япӑх вӗт — ни урапа, ни ҫуна, темелле.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пирӗн анкарти хыҫнелле кайма та вӑхӑт ҫитнӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах питӗ шухӑччӗ-ҫке эпӗ, унччен хӗрсем умӗнче ытлашши именсех тӑманччӗ, темелле!

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Малтанах пӑхсан, Пӑрчканӗ ун ҫумӗнче ним тӗшне тӑман хӗр темелле: вӑл пӗчӗк ҫеҫ тӑпӑлкка кӗлеткеллӗ, манашкалах хура, ҫӳҫне арҫынла кастарнӑ, хӑй те хӗр пек мар, арҫын ача пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сан шутупа, хими таврашӗнче манӑн ӗҫӗм те ҫук темелле.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл хӑйне ачашшӑн ыталаса, куҫран ачашшӑн пӑхса, ачаш сӑмахсем калакан качча та курмасть-илтмест темелле.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Халиччен курман-илтмен асӑрхасан, ӑсран тайӑлнӑ ку темелле.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Кунта, телее пулчӗ темелле, лепщик ӗҫне вӗрентӗм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Хам ӑна хӑратса ярасран хусканма та шикленетӗп, сывлама та пӑрахрӑм темелле.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ку ӗнтӗ ҫак хулӑн кӗнекеллӗ романа автор малалла та ҫырма ӗмӗтленнине пӗлтерет темелле.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Сӑмах ӑстисен ытамне XVI ӗмӗртен тытӑнса XX ӗмӗр пуҫламӑшне ҫитичченхи халӑх кун-ҫулӗнчи пур паллӑ тапхӑрсем те кӗнӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Энӗшкасси ялӗнче ку таранччен Ҫтаппана никам та ҫулса ҫитекен пулман темелле.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Енчен унашкал инкек-синкек сиксе тухсан, ман шутпа, эпир пасара тавра ҫулпа кайнӑ темелле.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юхмарипе шутласан, хӑмаран ҫапса тунӑ лавккасем кунта ик-виҫӗ хут та ытларах: вӗсен вӗҫӗ-хӗрри те курӑнмасть темелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Артель валли ҫуртсем тӑвас ӗҫе ҫак кирпӗчсенчен пуҫласа яма тивет сан, Герасим Михайлович. Пуҫламӑшӗ начар мар темелле. Чи малтанах мӗн туса лартмалла пуль тетӗн?» — илтрӗ Тарье Казаков сассине.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех