Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темелле (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫиелтен пӑхма, чӑнах та, халӗ Укаслу ӗлӗкхи пек мар темелле: сасси те хулӑмланчӗ, куҫӗ те вут-хӗм сапма пултарать, вӑл халӗ кал-кал, ҫирӗп пусса, хӑй вӑйне ӗненнӗ пек утать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Те ӗлӗк-авал, те ҫӗр ҫул ӗлӗкрех темелле ӗнтӗ, — иккӗленчӗ ҫав хушӑра старик.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй ҫап-ҫамрӑк, ача кӑна темелле.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑваш ҫынниех темелле ҫав.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑнах та, Валтиелри пачӑшкӑ Килтеш пуянӗпе канашламасӑр пӗр утӑм та тумарӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак хушӑра вӑл кунти Ермолай пуппа пӗр чӗлхе тупрӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрӗссипе каласан, унӑн тусӗсем — Ишмук, Аҫтӑрхан, Атлай, Эмир — пурте хӑшместӗр пулнӑ темелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мулентей темелле пуль! — хӑй шухӑшне каларӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нимӗн те ӑнланман темелле.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ачи-пӑчи, ҫӗр ҫӑтмӑш, Урса кайнӑ темелле: Хуҫкаланса сикнӗ чух Лара-лара ташлаҫҫӗ, Пушӑ вырӑн пулнӑ чух Ӳпне выртса шӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хучахматсем, пикшиксем, Тимӗр-ҫырмапа Мӑнал, Иккассисем, сившусем (Ку ялсенӗн ҫӗр сахал, Улӑх ҫук та темелле) Каяс, теҫҫӗ, нимене Утӑ ҫулма Ҫавала Урхапала ҫурмалла.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑмӑртаҫҫӗ юлансем, Урса кайнӑ темелле: Шӑй-шай!

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗскен каласан, фашистсем пирӗн сӑмса тӗлӗнчех, пӗр шикленмесӗр темелле, ҫав кӗперпе анлӑн усӑ куратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ҫакна тума пӗр этем вӑйӗ ҫитес ҫук темелле

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вӑрҫӑран хӑранипе вӑрманта пурӑнаттӑмӑр, темелле.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр-икӗ куна вӗсем вӑрманта пуҫтарнӑ ҫырла ҫикеленипех хырӑмӗсене кӑштах лӑплантарчӗҫ темелле.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пиччӗшӗ ӗнентермелле калани Санюкӑн куҫне уҫрӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Светлана Шурбя хӑй вӑхӑтӗнче ку профессие ӑнсӑртран суйласа илнӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Пирӗн ача ҫурчӗ таҫта, ҫӑва шӑтӑкӗнче темелле — Кантон хули пиртен ҫӗр ҫухрӑмра.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗҫӗмсем йӗркеллех вӗҫленчӗҫ, пӑшӑрханма-йӳҫӗхме сӑлтавӗ те ҫук темелле, анчах ӑшӑмра пурпӗрех лӑпкӑ мар: унта темӗнле «хура хурт» йӑшӑл-йӑшӑл йӑшӑлтатать, кӑмӑла хуҫать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех