Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теме (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнтан вара вӗсене «ҫарамас Чжаосем» теме пуҫланӑ.

С тех пор за всей семьей утвердилась кличка «голые Чжао».

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Халӗ эпир, начальник юлташ, ытла тутӑ пулмасан та, выҫӑ теме ҫук.

Сейчас, товарищ начальник, мы хоть и не очень сытые, да и голодными нас не назовешь.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах Чжоу Ли-бо хӑйӗн романӗнчи сӑнарсене Шолоховран ӳкерсе илнӗ, вӗсене тӳрех куҫарса лартнӑ теме нимле май та, нимле сӑлтав та ҫук.

Но все-таки ни о каком копировании или механическом заимствовании говорить здесь, разумеется, нельзя.

Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.

Герой ҫӑлтӑрне хӑйсем илнӗ теме те май пур.

Словно сами получили звезду Героя.

22. Аслӑ наградӑна илме чӑнах та тивӗҫлӗ пулнине эпӗ ӗҫпе кӑтартса пама тивӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл: «Миша Никитин», теме те ӗлкӗреймерӗ, хам пата яланхи пекех аллисене сулласа чупса килекен Никитина куртӑм.

Он не успел сказать «Миша Никитин», как я заметил, что ко мне, по обыкновению размахивая руками, спешит Никитин.

21. Никитин таврӑнчӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫакӑншӑнах пирӗн ҫӑхана «вырӑс попугайӗ» теме юрать.

Из-за этого нашего ворона можно назвать «русским попугаем».

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ӑҫтан? — теме тытӑнчӗҫ артистсем.

Откуда? — заговорили артисты.

Сократ ятлӑ хур // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ҫак хӑшпӗр сӑвӑсем тӑрӑх та ӑна аслӑ поэт теме пулать.

Но даже по этим отдельным стихотворениям можно судить, что это был великолепный поэт.

Маҫтӑр // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Аякран пӑхакан ҫын ҫак кӗпер ҫинче ҫапӑҫу пырать теме пултарнӑ, мӗншӗн тесен ашак йӗри-тавра халӑх нумаййӑн кӗпӗрленсе тӑнӑ.

Со стороны можно было подумать, что на мосту идет рукопашный бой, столько людей столпилось вокруг осла.

Ашак // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ку ҫыннӑн шӑммипе тирӗ ҫеҫ тарса юлнӑ теме те пулать.

Что про него смело можно было сказать: кожа и кости.

Ҫӗрле Лахор хулине пырса кӗни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Пурте Руднев вилнӗ тенӗ хыпар тӗрӗс мар пуласса кӗтсе, теме ӗмӗтленсе пурӑнаҫҫӗ.

Всё надеялись, что известие о гибели Руднева окажется неверным.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кукамӑш Олег патне пычӗ те, аллисене ун хулпуҫҫийӗ ҫине хурса: — Олежек… енчен сана полици тытсан: санӑн аннӳне е кукамуна, е Николай куккуна арестленӗ, тесен, вӗсем пурне те йышӑнчӗҫ, теме тытӑнсан, — ан ӗнен, палачсен пӗр сӑмахне те ан ӗнен! — терӗ вӑл.

Бабушка подошла к Олегу, положила ему руки на плечи: — Олежек… если поймают тебя и полиция станет говорить, что твоя мать, или бабушка, или дядя Николай арестованы и что они, мол, признались во всём, — не верь, ни одному слову катов не верь!

«Ҫулу хӑрушӑ санӑн» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӗрӗссипе илсе пӑхсан, пирӗн штаба Сума облаҫӗн лайӑх пысӑк пайӗнчи совет центрӗ теме пулать.

И по существу штаб являлся советским центром значительной части Сумской области.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпӗ пырса куҫнӑ чух вӑл яла та, Старая Гута пекех, чӑн-чӑн партизансен столици теме пулатчӗ.

Село представляло собой в то время такую же партизанскую столицу, какой была наша Старая Гута.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсене малтан Путивльски пӗрлешӳллӗ отряд теттӗмӗр, каярахпа Сума облаҫӗнчи партизан отрячӗсен соединенийӗ теме тытӑнтӑмӑр.

Оно называлось сначала Путивльским объединённым отрядом, а потом Группой партизанских отрядов Сумской области.

Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кашни юппиех ятарласа авса тунӑ пек авӑнчӑклӑ, — такам юриех ларса авнӑ теме пулать.

И с выгибом, как будто кто-то сидел на пеньке, когда они прорастали.

Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, пирӗн пата пурӑнма куҫнӑ нимӗҫе, пысӑк офицер теме мар, пысӑк вӑрӑ тени килӗшерех паратчӗ.

Одним словом, нашему квартиранту более подходило название большого грабителя, чем большого офицера.

Нимӗҫсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Анчах эпир унта йышӑнни те — унпа тӳрех ҫыхӑнса тӑрать, теме юрать.

Но то, что мы решили, прямо относится к этому…

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вара вӑл банкӑри уланкӑ пулла хам пата илтӗм теме пуҫларӗ.

И стала говорить, что она окунька в банке взяла к себе.

Аттерен телеграмма килчӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара пурте чабан пиччене: — Сывӑ пулӑр! — теме пуҫларӗҫ.

И все говорили дяде-чабану: — Прощевайте!

Чабан пичче кашкӑра мӗнле вӗлерни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех