Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теме (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Вилӗм ҫитрӗ», — теме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ Сюльдяшов.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, вӑрҫӑ пынӑ чухне пӗр кун та теме тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чиркӗве ҫӳресси те пупсем хӑратнипе кӑна пулнӑ, — теме тытӑнчӗ вӑл, вара хӑҫан тата мӗнпе чӑваш туррисене ырӑ тунине шутлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Теме те курать, теме те асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аптранӑ енне вара вӑл вӑхӑтлӑха та пулин таҫта аякка кайса пурӑнас мар-ши теме те тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах мӗнле полковник теме хӑять-ха вӑл хӑйне? — шухӑшларӗ Сюльдяшов.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мӗн тумалли, паллах, сана курӑнарах парать ӗнтӗ, таса атте, — теме ҫеҫ пултарчӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсене те хайхи хӑшместӗр теме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ пилӗксӗмӗр те патька-патша патне ҫитсенех хӗр тупса пар, авланасчӗ, теме тытӑнӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Апла ту та капла ту теме пурте маттур эпир.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хамӑра ыттисемпе тан этем теме шутланӑшӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Теме сиссе шарт! сиксе вӑранса кайрӗ карчамас.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑн ӗнтӗ, выртмара кашкӑрсемпе ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем виҫҫӗш — Пинер, Карлай тата Укаслу — час-часах тӗл пулатчӗҫ, туслӑ та пурӑнатчӗҫ теме юрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу паҫӑрхи пек мар, теме сиснӗн, хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑван халӑха чунтан-чӗререн юратакансене, пӗтӗм вӑй-халне парса уншӑн ӗҫлекенсене эпир ӗлӗкхи пек тӑшман теме пӑрахрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Виҫӗ теме, хӗрлӗ ту, Чӑн тӳпинче хуралту.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тахҫан ӑна ялта ятран кӑна чӗнетчӗҫ; ҫартан таврӑнсан, «пичче» теме пуҫларӗҫ, акӑ халӗ «Савин мучи» теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

«Командир хӑй вилнӗ пулсан та, унӑн ырӑ ӗҫӗ, хаклӑ ӗҫӗ ҫынсене паттӑр ӗҫсем тума хавхалантарать. Кузьмич пек пурӑнсан, ҫӗр ҫинче пурӑнтӑм теме те юрать», — ҫапла шухӑшларӗ ун ҫинчен Кирук Маттуров.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ингредиентсене лазерпа усӑ курса (урӑхла каласан, пысӑк температура унта самай витӗм кӳрет) хатӗрленине пула кун пек апата ытлах усӑллӑ теме ҫук.

Правда, из-за лазерной обработки ингредиентов (то есть воздействия на них сверхвысокой температурой) такое блюдо нельзя назвать полезным.

3D принтерпа тутлӑ чизкейк хатӗрлеме вӗреннӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34585.html

Енчен те ӗҫе тӗрӗс тата пӗлсе йӗркелесен, туристсене явӑҫтармалли тепӗр хушма ен теме те пулӗ», – палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех