Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теме (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳкӗртпе краҫҫын-бензин вучӗ инкеке тенине пурте пӗлеҫҫӗ», теме те пултарӗ, анчах, ҫук, ниепле те хӑнӑхса ҫитейместӗп ҫакӑн йышши йывӑр синкер ҫинчен пӗлтерекен хыпарсене), кӑштахран ҫеҫ, ӑс-тӑн уяра ларсан, пӗрре ачасене шелленипе куҫӑм шывланчӗ, тепре ҫак инкекшӗн хамӑра, аслисене, ӑссӑн айӑп туса пуҫа пӑркаласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тапочкӑсем теме те ҫук ӗнтӗ вӗсене — ҫӗтӗлсе, сӳсленсе пӗтнӗ лӑстӑксем.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫавӑнпа сана та пӗр-ик ҫул йӗплӗ пралуклӑ, ҫӳллӗ хӳмеллӗ чул картана хупса кирпӗч шутлаттарма тивет!» — теме те пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Унӑн ӗҫ итогӗсем сенсаци пек янӑраҫҫӗ теме те пулать: халӗ ҫак пӗрлешӳ счечӗ ҫинче 1 миллион Швейцари франкӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пурис, ашшӗ еннелле куҫне ывӑтса илсе: «Аннерен те…» — теме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, шуйттансем ӑна тамӑк ҫӗрӗ ҫине валт кӑна талкӑштарса кӗртсе ячӗҫ: ун куҫӗ умне тӳрех «этем юнӗ» тесе ҫырнӑ темиҫе кӗмсӗркке катка, армак-чармак йывӑҫсем, вӗсемпе юнашарах кӑнттам, катмар пуртӑсен, сенӗксен, хӗҫсен, сӑнчӑрсен куписем ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тем килӗшмерӗ ӑна, такама, теме ҫилли килчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак «теме йӑтӑрласа йӑтса, «качтаки» пӗр тӗле пырса тӑчӗ, ытамри ҫӗклеме ҫӗр ҫине пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, ку тӗлӗшпе хӑйӗн опычӗ пысӑках теме ҫук-ха, тин ҫеҫ сас паллисем вӗреннӗ, пуҫласа вулама-ҫырма тӗшмӗртекен ачанни пек кӑна.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре халӗ арӑмӗн куссине куснӑ чухнехи пек антихрист теме ҫук ӗнтӗ, анчах унӑн Турра ӗненӗвӗ те ача чухнехиллипе танлаштарсан ҫӳп-ҫапран сӑвӑрса тасатман тырӑ евӗр ҫеҫ: ку тӗлӗшпе вӑл ниепле те вӑл-ку иккӗленӳрен хӑтӑлса пӗтеймест.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрлама пуҫланӑ кайӑксем еннелле утма тӑрать ҫеҫ, куҫа курӑнман юрӑҫсем теме сиссе шӑпӑрт пулаҫҫӗ, мучин ҫамрӑклӑхӗ аяккалла кайса ҫухалнӑ пекех, пӗчӗк юрӑҫсем те таҫта вӗҫсе пытанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ҫӳҫне юриех парикмахерскине кайса кӑтралаттарнӑ теме те пулать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Цехне кая юлнӑ теме ҫук-ха: пружина участокӗ те, штамповкӑпа хатӗрлев участокӗсем те плана тултарса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӑс-тӑн енчен пӑхсан та ку ачан шулапӗ витӗнмен, теме ҫукчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ы-ых, мӑн кӑмӑллӑ Таиҫ хӗрӗ ыран пӗтерет ӗнтӗ мана: «Мӗншӗн санӑн чӗппӳсем ҫурри ытла вилсе пӗтнӗ, мӗншӗн эсӗ ҫак ҫула ҫитсе те йӗркеллӗ ӗҫлеме вӗренейместӗн, мӗншӗн…» — теме пуҫлӗ акӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗвӗсенчен пӑхсан, вӗсене саккӑрмӗш-тӑххӑрмӗш классенче вӗренекенсем теме пулать.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Участок коллективӗ туслӑ йыша пӗрлешнӗ теме юрать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

«Эсӗ» теме ыйтнине хирӗҫ вӑл: «Манпа та «эсӗ» тесе калаҫма килӗшсен, эпӗ хирӗҫ мар», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

— Мана халӗ комсомолец теме те юрать, — ӑнлантарчӗ Урсэкие красноармееца.

— Я, можно сказать, почти комсомолец, — объяснял тем временем Урсэкие красноармейцу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Тен, малалла кайма та кирлӗ мар пулӗ? — теме систерсе ыйтрӗ вӑл, Элеонорӑн костюмӗ ҫине сӑнаса пӑхса.

— Может, дальше не ехать? — спросил он многозначительно, оглядывая костюм пассажирки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хородничану теме систернӗ пек пуҫӗпе сулса сывпуллашрӗ те тухса кайрӗ.

Хородничану многозначительно раскланялся.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех