Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

телефон сăмах пирĕн базăра пур.
телефон (тĕпĕ: телефон) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Экономист ҫӗкленчӗ те, хуҫланман урине хӑрах аллипе тытса, ухсахласа, телефон патне пычӗ, трубкӑна илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр сӗтел ҫинчи телефон ҫине-ҫинех шӑнкӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Телефон будкисене кам ватать?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Юлашки вӑхӑтра ҫынсем Интернет уҫлӑхӗ урлӑ тавар туяннӑ е сутнӑ чухне улталанни, телефон урлӑ ют ҫынсемпе калаҫса вӗсене банк карттисен вӑрттӑн кодне е ытти информацие пӗлтернипе укҫи-тенкине ҫухатни, преступниксенчен асӑрханмалли пирки час-час ҫыратпӑр пулсан та, ҫынсем ют тӗслӗхе ӑса илмесӗр ҫав-ҫавах улталанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳре тимлӗх кирлӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bbe/

Эпир Хӗрлӗ Ҫар тылне тӗреклетме тивӗҫ, хамӑрӑн пӗтӗм ӗҫе ҫав ӗҫӗн интересӗсене пӑхӑнтармалла, мӗнпур предприятисене вӑйлӑн ӗҫлеттермелле, винтовкӑсем, пулеметсем, орудисем, патронсем, снарядсем, самолетсем нумайрах туса кӑлармалла, заводсене, электростанцисене, телефон тата телеграф ҫыхӑнуне сыхлас ӗҫе организацилемелле, сывлӑшран килсе тапӑннинчен вырӑнта сыхланассине йӗркелесе ямалла.

Мы должны укрепить тыл Красной Армии, подчинив интересам этого дела всю свою работу, обеспечить усиленную работу всех предприятий, производить больше винтовок, пулеметов, орудий, патронов, снарядов, самолетов, организовать охрану заводов, электростанций, телефонной и телеграфной связи, наладить местную противовоздушную оборону.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Икӗ сехет иртсен телефон шӑнкӑртатрӗ, трубкӑра Салтаванов сасси янрарӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Телефон мар, электрошӑнкӑрава чун кӗнӗ: шӗл кӑвар пек хӗмлене-хӗмлене чӑнкӑртатать те чӑнкӑртатать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Тепӗр виҫӗ кунран, кӑнтӑр иртсен, пӳлӗме ян янратса телефон шӑнкӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чиперех ҫырма пуҫланӑччӗ — телефон шӑнкӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Яшка пӗҫернӗ чух пушӑ вӑхӑт тупӑнать: Таранов аллине телефон трубкине тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Инфарктлӑ арҫынсене чей ӗҫме чӗнме хӑрамалла-ҫке! — терӗ те сиввӗнрех кулса илчӗ, аллине телефон трубки еннелле кӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петр Васильевич трубкине телефон аппарачӗ ҫине хучӗ те, Таранова асӑрханӑскер, ун ҫине ҫивӗчреххӗн пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӳлӗмӗн урам енчи пӗр кӗтессинче типтерлӗ пӗчӗк ҫӳлӗк, ун ҫине телефон аппарачӗ вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр кунхине институтран таврӑннӑ хыҫҫӑн общежити пӳлӗмӗнче тем аппаланнӑ чух ӑна телефон патне чӗнтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Телефон каллех кӗскен пиклетме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӑкӑр каснӑ хушӑра залра телефон шӑнкӑртатни илтӗнчӗ те Таранов унта васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ак тамаша, тӳрех трубкине хучӗ палламан хӗрарӑм — телефон вӗҫӗмсӗр пиклетме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вуннӑ таран виҫӗ хутчен шутлама ӗлкӗрчӗ-и — сӗтел ҫинче телефон чӗнӳллӗн чӑнкӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иринӑн телефон килте пулман, ҫавӑнпа куна ыран сӳтсе явма шут тытрӗҫ.

У Ирины дома телефона не было, поэтому решили разобраться завтра.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

— Александр Андреевич, ятарлӑ службӑсемпе ҫыхӑнмалли телефон номерӗсене каласа хӑварсамӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех