Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

текен (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ял кӗтӗвне таҫтан катаран килсе кӗрӗшнӗ Захар текен каччӑ пӑхатчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Энӗшкасси ялӗнче Ҫтаппан ятлӑ этем пӗрре чышсах Михха урхамахне вӗлернӗ текен хыпар вулӑсӗпех сарӑлнӑ пулсан та, ӗненекенсем сахалччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ васкакан арӑмӗнчен савӑнман текен шухӑша асра тытса пурӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Усал хутшӑнтарчӗ-и мана ку ӗҫе?» — вӗчӗрхенсе шухӑшларӗ те вӑл, ирӗксӗрех ыр кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Степан Иванович, ахалех хумханатӑн. Сан мӑнукна ят хурас мар текен ҫук. Лайӑхрах хатӗрлӗр тесе ҫеҫ каларӑм. Хатӗрлесе ҫитернӗ-тӗк, хуран патне пырӑр. Кӗҫех ят хума пуҫлатӑп! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Темрен вӑл: «Чухӑнӑн кӗсри хӑмламан, пуянӑн ӑйӑрӗ хӑмланӑ» текен халапа аса илчӗ те, унӑн пуҫне труках чӑрсӑр шухӑш пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗне кайнӑ пулӗ вӑл текен хыпар та сарӑлчӗ ял хушшинче Анук пирки.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха арӑмӗ ҫӑмӑлланнӑ текен хыпар ял хушшинче ҫӗр ҫӗмӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, Якур Кӗтерука вӑрланӑ пирки калаҫса пӗтереймерӗҫ — Сантӑр хапхине тикӗтпе вараланӑ текен хыпар сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна илес текен каччӑсем нумай.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иртнӗ каҫ Сантӑрсен хапхине Микула тикӗтпе вараланӑ текен хыпар ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анука качча паманшӑн Микула Сантӑрсен хапхине тикӗтпе вараланӑ текен хыпар ял тӑрӑх ҫиҫӗмрен хӑвӑрт чупса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Вӗлтрен ҫинче ҫуралнӑ» текен усал чап сарӑлнӑшӑн ун патне пӗр каччӑ та хӑтана пыман.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппанпа Макҫӑма тытса хупнӑ текен хыпар чи малтан Верук хӑлхине пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тем тесен те, ялйышпа пӗрле пурӑнас текен ҫын мар ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хӑйсене МЧС сотрудникӗ текен сутуҫӑсен приборӗсем чи йӳннисем – вӗсене 200–300 тенкӗпе те туянма пулать иккен.

Куҫарса пулӑш

Шулӗксем «ҫывӑрмаҫҫӗ»... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10855-sh ... -cyv-rmacc

Халӑхра Ишек чиркӗвӗн чан сассисем ҫирӗм-вӑтӑр ҫухрӑма ҫитиех саланаҫҫӗ текен сӑмах та ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗркаҫ Хрестука вӑрласа кайнӑ текен хыпар ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Каҫхине Хрестука вӑрласа кайнӑ» текен хыпар, пӗр килтен тепӗрне чупса кӗрсе, пӗтӗм ял тавра ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫҫӗмӗш кунне Тарьене ҫав Микула текен йӗкӗтех ҫав лашапах, ҫав тӑрантаспах килне ҫитерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр кунне Сахар чӗрӗ, вӑл часах яла таврӑнать текен хыпара пӗтӗм ял пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех